|
Культура
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енри ансамбль Екатеринбургри фестивале хутшӑнса 2 млн тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах — Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» халӑх фольклор ансамблӗ пирки. Фестивале Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи 16 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем куракансене тӗрлӗ халӑх юрри-ташшипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Жюри пайташӗсем «Парне» ансамбле грант пама йышӑннӑ. Артистсем каланӑ тӑрӑх, ку укҫапа вӗсем сцена ҫине тухмалли тум ҫӗлӗҫ, музыка инструменчӗсем тата тӗрлӗ реквизит туянӗҫ. Ҫавӑн пекех ку грант вӗсесне Чӑваш Енри округсене тата Раҫҫейри регионсене тухса ҫӳреме пулӑшӗ. Сӑмах май, Шупашкарти ансамбль фестивалӗн гала-концертне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал кӗркунне Мускавра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Черетлӗ театр сезонне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫлӗ. Кӑҫалхи ҫулла артистсем «Боспорские агоны» пӗтӗм тӗнчери авалхи ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнӗҫ. Унта вӗсем Чингиз Айтамтов пьесипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Крымри куракансем чӑваш театрӗн ӗҫне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кайса курайӗҫ. Эпос драмине унччен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл патриотла спектакльсен «Za жизнь» IV пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче те палӑрнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче артистсем Мускавра иртекен «Территория будущего» форум-фестивале хутшӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче вӗсем «Нарспи» спектакль сыпӑкне «Зарядье» паркра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Контактри» сӑн Паян ирхине Вӑрмар поселокне «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ҫитсе чарӑннӑ. Вӑл килесси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. . Вӑрмарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсне» курма станцире ҫӗр-ҫӗр ҫын пухӑннӑ. Ку йышра ачасем те, аслисем те пулнӑ. Пуйӑсри курав пуян: тӗнчипе паллӑ «Катюша» тата «Т-34» танк, ГАЗ-76Б джип, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи экспозицисем. Паян Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем салтак пӑтти те ҫинӗ. Аса илтерер: «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитнӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑнӑ. Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗҫен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри балет артистне нумаях пулмасть тава тивӗҫлӗ ят панӑ. Кунта сӑмах Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артисчӗ Антон Алимов пирки пырать. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫав ята вӑл хореографи ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата пултарулӑхра нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкарта кӗҫех виҫӗ чӗлхепе кӑларнӑ словарьпе паллаштарӗҫ. Хӑтлава Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ. Кӗнекене кӑларакансем словарь справочник пек кӑна мар, культурӑри ҫулпуҫ пек те пуласса шанаҫҫӗ. Унти сӑмахсене чӑвашла, вырӑсла тата эрменле ӑнлантарнӑ. Эрмен пайне кириллицӑллӑ транскрипципе те ҫырнӑ. Ҫавна май ӑна нумайӑшӗ ӑнланма пултарӗҫ. Кӗнеке иллюстраци тӗлӗшӗнчен те пуян. Унта Раҫҫей тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи тата Чӑваш халӑх ӳнерҫи Миша Григорян ӳкернӗ 40 яхӑн картина кӗнӗ. Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Хыпар - Вести Чувашии» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанра «Ачалӑх тӗнчи» ача пахчисенчи шӑпӑрлансен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Хыпар - Вести Чувашии» МАХри каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ хулинче Пионерсен керменӗнче йӗркеленӗ, ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Пушкӑртстанри пысӑк та туслӑ ҫемье ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Уява хула администрацийӗнчен, Ӗпхӳрен, Кармаскалӑ районӗнчен хӑнасем пырса ҫитнӗ. «Конкурса хутшӑнакансем чӑваш наци костюмӗсемпе паллаштарса вӗсем ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех сӑвӑ-юрӑ янӑранӑ. Фойере вара ача-пӑча учрежденийӗсем хатӗрленӗ тӗлӗнмелле курав иртнӗ. Садиксемпе пӗрле Ҫтерлӗ районӗнчен ҫитнӗ Ольга Патраева пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене кӑтартнӑ. Авӑркас районӗнчен килсе ҫитнӗ Ефимовсен ҫемьи пурне те тӗлӗнтернӗ», — пӗлтернӗ эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Канала ҫырӑнас Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Пӗтӗм тӗнчери оперетта фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл «Виват, оперетта!» гала-концертпа тытӑннӑ. Уяв каҫне икӗ пая уйӑрнӑ. Пӗринче ют ҫӗршыв классикин шедеврӗсем янӑранӑ. Иккӗмӗшӗнче вара хамӑр ҫӗршыври чи лайӑх опереттӑсемпе паллаштарнӑ: Исаак Дунаевский, Юрий Милютин хайлавӗсем янӑранӑ. Халӑх вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Фестиваль пӗр эрнене тӑсӑлӗ. Куракансене «Мы хотим танцевать», «Фиалка Монмарта» спектакльсемпе паллаштарӗҫ. Фестиваль «Ваш Андрей Петров» гала-концертпа вӗҫленӗ. Сӑмах май, билетсене «Пушкин карттипе» те туянма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Мускав-Ҫӗпӗр ҫулӗ: Чӑваш Енри ҫулсен историйӗ пирки таврапӗлӳҫӗ ҫырса пынисем» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Татьяна Самылова тата Надежда Титова таврапӗлӳҫӗсем кӑларнӑ. Трансҫӗпӗр магистральне тӑвиччен Ҫӗпӗр ҫулӗ ҫӗршыври тӗп ҫул шутланнӑ. Вӑл 10 пине яхӑн ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Ҫул Раҫҫейӗн Европа пайне Инҫет Хӗветухӑҫпа тата Китайпа ҫыхӑнтарнӑ. Ун тӑрӑх чей турттаракан каравансем ҫӳренӗ, почта ҫӳретнӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ҫулпа ҫынсене Ҫӗпӗре каторгӑна тата ссылкӑна янӑ. Ҫӗпӗр ҫулӗ Чӑваш Ен урлӑ та выртнӑ: Мӑн тата Кивӗ Сӗнтӗр, Шупашкар, Шӗнерпуҫ тата ытти ялсем витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра лавкка хуҫин куравӗ уҫӑлнӑ. Асӑннӑ курав лавккапа паллаштармасть-ха. Унта тӗрленӗ ӳкерчӗксен ытарайми, пӑхса ытарайми илемӗпе паллашма пулать. Ҫав ӗҫсен авторӗ — Марина Егорова. Марина Егорова вӑрлӑх сутакан лавкка хуҫи. Усламҫӑ пушӑ вӑхӑтра та ахаль ларма пӗлмест, вӑл алла йӗппе ҫип илет те тӗрлеме тытӑнать. Чӑн-чӑн тӗрӗ ӑстин, ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑмӑн ӗҫӗсем чӑннипех ҫыпӑҫуллӑ пулса тухаҫҫӗ. Ун пек ӳкерчӗксем кирек епле киле те илемлетме пултараҫҫӗ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче Марина Егорова хӗллехи сӑна та, ҫуллахи илеме те, савӑк ҫуркуннепе тулӑх кӗркуннене те кӑтартса парать. Куравра пулса курнӑ Трак ен ҫыннисем ӑстан картинисене питех те ырлаҫҫӗ, тӗлӗннине пытармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
