Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхене тӗпчес тата вӗрентес ӗҫ» ҫавра сӗтел иртӗ.

Ӑна чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе вӗрентӳ пособийӗсен авторӗ Ю.М. Виноградов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, лексиколог тата диалектолог А.В. Кузнецов ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор коллективӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята Раҫҫейӗн культура министрӗн хушӑвӗпе ҫӗршыври 52 коллектива пама йышӑннӑ.

«Валинкке» халӑх фольклор коллективӗ 1970 ҫулта кружокран пуҫланса кайнӑ. Фольклор коллективӗ куракансене чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ йӑли-йӗркипе (улах, туй, ниме, кӗр сӑри, хӑнара тата ыттине те) паллаштарма ӗлкӗрнӗ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ялти культура ҫурчӗсене – 2,25 млн, чи лайӑх 11 ӗҫченне преми евӗр хавхалантарма 825 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пулӑшӑва 18 округ тивӗҫӗ. Чи пысӑк гранта Вӑрнар округне уйӑрса парӗҫ – пӗтӗмпе 375 пин тенкӗ. Йӗпреҫ, Комсомольски округӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫӗҫ. Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ округӗсене 225-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ чӗлхеллӗ словарь кӑларма хатӗрленет.

Кун пирки раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Словарь ӗҫӗнчи пӗлӳлӗхпе ӑсталӑх» семинарта институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алевтина Долгова пӗлтернӗ.

Чӑваш-вырӑс-эрмен словарьне 15 пине яхӑн сӑмах кӗртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6392.html
 

Культура

Чӑваш Енри ҫыравҫӑсемпе поэты юлашки темиҫе ҫулта пӗрмаях литература ёлки ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна йӗркеленӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӗсем сӑвӑсем вулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ те.

Чи илемлӗ вулакана тата юрлакана Хӗл Мучипе Юрпикен дипломӗсемпе чыслаҫҫӗ.

Кӑҫалхи литература ёлки вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Суркина поэта тата Шупашкарти Александр Речкин барда палӑртнӑ. Кӑҫал тата «Литература ёлки-2026» парнепе те шухӑшласа кӑларнӑ. Унпа Лидия Филиппова писателе тата журналиста хавхалантарнӑ.

Литература ёлкинче Раиса Воробьева, Владимир Мишшан, Людмила Исаева, Марина Туманова, Григорий Михайлов, Александр Шпаннагель, Наталья Шмелёва, Наталья Селезнёва пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3081
 

Культура
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш музыкин XV фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑна паллӑ наци оперипе, Фёдор Васильевӑн «Шывармань» ӗҫӗпе, уҫӗҫ.

Шӑпах ҫав оперӑпа 1960-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн кунҫулӗ пуҫланса кайнӑ. Паян та вӑл чӑваш сцени ҫинчен кайма пӗлмест, куракана савӑнтарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-6590682_32937
 

Культура
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

2025 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ премие тата лауреат ятне Антонина Никонорова тивӗҫнӗ.

Антонина Николаевна – «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи. Преми лауреачӗ ята ӑна «юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, чӑваш юррине халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн, 2025 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ май» парас тенӗ. Лауреат ятне пама ӑна Красноармейскинчи Тӗп централизациленӗ клуб тытӑмӗ тата Красноармейски тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсен профессиллӗ пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2551
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль тухӗ. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «спектакль Чӗкеҫ сӑнарӗ урлӑ вӑрҫӑ нушине тӳссе ирттернӗ ӑрӑвӑн синкерлӗ шӑпи ҫинчен каласа парать. Мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑлне вӑрҫӑран кӗтсе илеймен хӗрарӑм хирте Ҫӗр-аннепе калаҫса чунне уҫать…

Ун сассинче – мӗнпур амӑшӗн чун ыратӑвӗ, ҫирӗплӗхпе аптраманлӑх, вилӗме ҫӗнтерсе йӑл илекен пурнӑҫ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_11287
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче чӑваш драматургӗсем валли вӗренӳ курсӗсем пуҫланнӑ. Вӗренӳ курсне чӑваш драматургӗсен ӑсталӑхне ӳстерес, театрсен репертуарне ҫӗнетес тӗллевпе йӗркеленӗ.

Ӗнер, кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче, «Драматурги теорийӗ тата практика» программа старт илнӗ. Унта Чӑваш Енри, Тутарстанри, Чемпӗрти режиссерсем, драматургсем, литераторсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем хутшӑнаҫҫӗ.

Занятисене опытлӑ экспертсем ертсе пыраҫҫӗ: Раҫҫей драматургӗ Ольга Мухина (Максимова), Евгений Вахтангов ячӗллӗ театрӑн «Вахтанговец» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валентина Федорова, пушкӑрт театрӗн режиссерӗ Ильмар Альмухаметов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16506
 

Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри калем ӑстисем кӑҫал та литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.

Кун пек ёлкӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Унта поэтсем, писательсем, музыкантсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, кӑҫалхи плансене палӑртӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ, юрӑсем юрлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...452
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 10

1939
87
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи вилнӗ.
1956
70
Рыбакова Светлана Николаевна, Чӑваш оперӑпа балет театрӗн юрӑҫи ҫуралнӑ.
1987
39
Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи