Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер Комсомольски округӗнчи Урмаел ялӗнче тӗплӗ юсав хыҫҫӑн культура керменӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.

Унта округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, округ депутачӗсем, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Халӗ культура ҫурчӗ хӑтлӑ та тирпейлӗ. Унта кружоксем йӗркелеме пӗтӗм услови пур. Ҫитес вӑхӑтра вара унта кинозал уҫма палӑртнӑ.

Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлни ял ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм округшӑн савӑнӑҫ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-203464561_10260
 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерствин видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енӗн Культура министерствин видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти А. Барто ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тӗслӗхлӗ вулавӑшсенчен вӑл Шупашкарта тӑваттӑмӗш иккен, республикӑра вара — хӗрӗхмӗш.

Юсаса ҫӗнетнӗ вулавӑша уҫма РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитнӗ, вӗсем хавхаланса нумай хитре сӑмах каланӑ.

 

Культура
chuvdram.ru сайтри сӑн
chuvdram.ru сайтри сӑн

Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ҫӗнӗ ҫул премьери пулнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ҫул мыскари» ятлӑ.

Спектакль-концертра режиссер хӑйӗн Ҫӗнӗ ҫул хичӗ валли ҫӑлтӑр шырать. Артистсем вара тӗп рольшӗн кӗрешеҫҫӗ. Куракансем те «кастинга» хутшӑннӑ. Сцена ҫинче юра-ташӑ хуҫаланнӑ.

Сенкер фойере вара хӑнасене Хӗл Мучипе Юр пике кӗтсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл» ансамбль солисчӗсем уяв каҫне хӑйсен юррисемпе илемлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Культура
poretskoelibrary.ru сайтри сӑн
poretskoelibrary.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 6 театр ЧР Элтепер грантне тивӗҫӗҫ. Вӗсем валли пӗтӗмпе 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне «Песнь о Земле, что рождала Мужество...» театрализациленӗ концерт программине пурнӑҫлама 5 млн тенкӗ парӗҫ. Вырӑс патшалӑх драма театрӗ те «Маскарад» спектакле лартма ҫавӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Интерактивный петрушечный театр «Легенды народов России» проекта пурнӑҫлама 3 млн тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ те «Звучащая древность Чувашии» концерт-спектакль лартма 3 млн тенкӗ илӗ.

Чӑваш патшалӑх сӑнав театрӗ «Что такое хорошо и что такое плохо» спектакле сцена ҫине кӑларма 1 млн тенке тивӗҫнӗ. Ҫамрӑксен театрӗ те ҫавӑн чухлех грант илӗ, унпа «Юнпа пӗвеннӗ хӗвел» спектакль лартӗҫ.

 

Культура
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн материалӗсене пӗр ҫӗре пухса пичетленӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫав мероприятие 100-е яхӑн ученӑй-гуманитари, преподаватель, аспирант, магистр хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен: Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Ижевскран, Глазовран, Саранскран, Йошкар-Оларан, Сыктывкартан, Воронежран, Мурманскран, Ханты-Мансийскран, Элистаран, Якутскран тата, паллах, Шупашкартан пулнӑ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шӑмӑршӑра пурӑнакансем халӗ пысӑк экран ҫинче кино курма пултараҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта кинозал уҫӑлнӑ.

Вӑл Шӑмӑршӑри культура керменӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна уҫнӑ кун «Август» ятлӑ кино кӑтартнӑ.

Палӑртмалла: шкул ачисем тата студентсем унта фильмсене «Пушкин карттипе» пӑхма пултараҫҫӗ.<s></s>

 

Культура
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медалӗпе кӑҫал

Нумай ҫул хушши муниципалитетӑн хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Яманакри вулавӑш ӗҫченне Галина Ефимовӑна чыслама йышӑннӑ.

Медале ӑна «нумай ҫул хушши муниципалитетӑн хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, округри культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, тӑван тавралӑх туризмӗпе тараватлӑх сферине аталантарнӑшӑн, вырӑнти шыв арманӗн кун-ҫулне упраса туристсем валли пуян информациллӗ экскурсисем ирттернӗшӗн» парас тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2544
 

Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем ҫулталӑкри отчет пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн правленийӗн председателӗ Сергей Павлов отчет туса панӑ.

Сергей Лукиянович туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартнипе пӗрлех тивӗҫӗ те паха литература хайлавӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ май лайӑх тӗслӗхсене асӑнса хӑварнӑ.

 

Культура

Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артистне, режиссера Валерий Яковлева халалланӑ асӑну каҫӗ иртнӗ. «Ҫулталӑк – аслӑ Маҫтӑрсӑр» ятпа иртнӗ вӑл.

Валерий Николаевича аса илнӗ май куракансем манӑҫми спектакльсен сыпӑкӗсемпе киленнӗ.

Театр директорӗ Елена Николаева Валерий Яковлев республикӑн культура аталанӑвне виҫесӗр тӳпе хывнине палӑртнӑ. Арсений Тарасов драматург, Марина Карягина поэт тата ыттисем сӑмах илнӗ, Валерий Николаевича аса илнӗ.

Ҫавӑн пекех Валерий Яковлевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан экспозици йӗркеленӗ. Театр артисчӗсем чӑвашсен виҫӗ юррине шӑрантарнӑ: «Ӑҫта каян Чӗкеҫ?», «Ан хумхан ҫӑкалӑх!», «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать».

 

Культура
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Стенасене, фасадне, тӑррине ҫӗнетӗҫ, инженери тытӑмне улӑштарӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.

Палӑртмалла: «Кӑнтӑр» культура ҫуртне 1962 ҫулта туса лартнӑ. Малтан вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри управленийӗн культура ҫурчӗ пулнӑ. 1997 ҫулхи раштавра ӑна «Кӑнтӑр» культура ҫурчӗ» ят панӑ. 2011 ҫулхи акан 1-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти тӗп клуб тытӑмне кӗнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ...452
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 10

1939
87
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи вилнӗ.
1956
70
Рыбакова Светлана Николаевна, Чӑваш оперӑпа балет театрӗн юрӑҫи ҫуралнӑ.
1987
39
Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть