Чӑвашлӑх
![]() Типшӗм Сашукӑн «Контактри» страницӑран тунӑ скриншот Чӑвашсен «Хавал» ушкӑнӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен «Контактри» халӑх тетелӗнчи страницисене тишкерсе тухнӑ. Вӗсен тӗпчевӗ вара ҫакна кӑтартса панӑ: 24 юрӑҫран ҫурри кӑна хӑшпӗр чухне чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. 12 юрӑҫ хӑйсен страницисене йӑлт вырӑсла ертсе пыраҫҫӗ. Чӑвашла ҫыракансен йышӗнче ытларах арҫынсем. «Хавал» ушкӑн Алексей Московские, Типшӗм Сашука, Алексей Иванова, Иван Архипова асӑнать. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ шутланакан хӗрсем вара пурте тенӗ пекех хӑйсен страницисене вырӑсла ертсе пыраҫҫӗ. «Эпир чӑваш культуришӗн чӑнах пӑшӑрханатпӑр-ши?» — ыйтнӑ «Хавал» ушкӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/pcheb_21 видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче Сурхури ирттерме шухӑш тытнӑ. Пуҫаруҫисем — вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем. Авалхи йӑла-йӗркене пӑрахӑҫлас мар шухӑшпа ҫавсем тумланса ял тӑрӑх килтен-киле ҫӳренӗ. Ҫынсене савӑк кӑмӑ-туйӑм кӳрес тӗллевпе юрласа та кӑтартнӑ, ташласа та. Ял ҫыннисем хӑйсене ҫапла сума сунӑшӑн, авалхи йӑла-йӗркене упраса хӑварас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн маттур хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. «Раштав ҫитсен ӗлӗк-авалтанпах Ҫветке чупнӑ. Килрен-киле ҫӳресе уявпа саламланӑ. Ырӑ йӑлана манӑҫтарас килмест», — тенӗ вырӑнти маттурсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хыпар» хаҫат усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗк Енисей юханшывӗн леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ольга Васильева Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачино районӗнчи чи аякри ялта, Хусанккара, тӗпленнӗ. Ун ҫинчен «Хыпар» хаҫатра Алина Ильина журналист ҫырса кӑтартнӑ. «Хусанккана ҫитиччен райцентртан ҫыран хӗрринчи Галанино ялне ҫитмелле. Кайран паромпа е пӑр тӑрӑх хывнӑ ҫулпа Енисей урлӑ каҫмалла. Унтан тепӗр 52 ҫухрӑм вак чул та сарса хытарман ҫулпа чӑтлӑх витӗр каймалла… Кӑҫалччен унта кӗсье телефонӗсемпе те усӑ курайман — ҫыхӑну, интернет пулман. Ҫав ялта несӗлӗсен йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 112 ҫул каялла йӑхташӑмӑрсен пирвайхи ушкӑнӗ кайса тӗпленнӗ унта. 112 ҫул каялла ҫакӑнта тӗпленнӗ чӑвашсем хамӑрӑн йӑласене, культурӑна упраса пурӑнаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ статьяра. Хӗрарӑм ялти библиотекӑра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Унӑн ашшӗ, 87 ҫулти, Владимир Иванович Вӑрнар районне кӗрекен Нурӑс ялӗнчен куҫса кайнӑ. Ирӗксӗртен темелле. Ун чухне вӑл пиллӗкри ача пулнӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимирӑн ашшӗ, Иван Иванов учитель, килӗнче Турӑ кӗнеки упрать тесе ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн НКВД ҫыннисем ун патне персе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() елчекен.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗнче ҫулсеренех Чӑваш музыкин фестивалӗ иртет. Кӑҫал вӑл хӑйӗн форматне тата чиккине ылмаштарӗ. Программӑна кӗртнӗ мероприятисем тӗрлӗ ҫӗрте: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин концерт залӗсенче — иртӗҫ. Районсене те ҫитсе килме палӑртнӑ. Оперӑпа балет театрӗ «Нарспи» оперӑпа «Хуркайӑк ҫулӗ» балет кӑтартӗ. Чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна халалласа асӑну каҫӗ иртӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Тӑван халӑх сасси», Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Чуна уҫма юрла, тӑван» программӑсемпе паллаштарӗҫ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли — вокалпа симфони музыкипе. Фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Должноҫе палӑртса ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшнине Лидия Филиппова журналист асӑрханӑ. «Чӑвашла куҫарнӑ чухне васкаса каллех йӑнӑш тунӑ. Ҫавӑн пекки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурчӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать», — чунне ыраттарса палӑртнӑ канӑҫсӑр чунлӑ калем ӑсти. «Кам вӗсене ҫавӑн пек куҫарса парать-ши? Ҫакӑн пек майпа чӗлхене упраса хӑваратпӑр, ҫавӑн пек ӑна аталантаратпӑр шутланать...» — пӑшӑрханса ҫырнӑ журналист тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хӑйӗн постӗнче. Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫинче «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырса хуни ҫаплипех ҫакӑнса тӑнине те аса илтернӗ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Телеграмри @enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тата тепӗр тӑрӑхра 2023 ҫула чӑвашла ёлкӑпа кӗтсе илнӗ. Телеграмри @enteshsem каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек ёлкӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи шкулта вырнаҫтарнӑ. Маларах эпир Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем ёлкӑна чӑвашла капӑрлатни пирки хыпарланӑччӗ, унтан тата Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ҫавӑн пек ёлка вырнаҫтарнине пӗлнӗччӗ. Чӑвашла теттесемпе илемлетнӗ ёлкӑсем ыттисенчен нимпе те кая мар. Унтан та ытларах — илемлӗрех те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр. Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр. Тематика улшӑнчӗ те вӑл пире хӑратма пӑрахрӗ. 2022 ҫулталӑк питӗ пӑшӑрхантараканскер пулчӗ. Пирӗн калаҫӑва «ятарлӑ ҫар операцийӗ» (чӑн-чӑн терминне МИХсене асӑнма чарса хучӗҫ), «мобилизаци» сӑмахсем кӗчӗҫ. Унтан та хӑрушраххи — «ядерлӑ хӗҫ-пӑшал» текенни. Иртсе пыракан ҫулталӑкра миҫе МИХ хупӑнмарӗ пуль? Тӗрӗссипе каласан — вӗсене хупрӗҫ темелле пуль. Шухӑшлатӑн та, чӑн тӗллевӗ Раҫҫӗйпе юнашар вырнаҫнӑ патшалӑхпа хирӗҫесси мар, 2024 ҫулталӑкра иртмелли суйлав валли информаци уйне тасатасси пырать тейӗн. Кунашкал лару-тӑрура «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйне нейтраллӑ тытма тӑрӑшрӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Роза Мазикова сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти 19-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑpӑшӗ» ирттернӗ. Асӑннӑ уява йӗркелесе ирттерекен Роза Мазикова чӑваш чӗлхи учителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек уява вӗренӳ учрежденийӗнче ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ. Хальхинче чӑваш ёлкине 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем пуҫтарӑннӑ. «Паян эпӗ ирхи пиллӗкре тӑрсах чӑвашла сӑвва тепӗр хутчен аса илтӗм», — ҫунатланса пӗлтернӗ уйрӑмах хастар хӑш-пӗр ача-пӑча. Сӑвӑ кӑна-и, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене чӑваш ташшине те вӗрентнӗ. Чӑваша калаҫакан Хӗл Мучипе Юрпике те — шкул ачисемех. Вӗсем — 9-мӗш класра ӑс пухаканскерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ Сургутри ачасем чӑваш халӑх эткерлӗхне ӑша хываҫҫӗ. Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакан маттур чӑвашсем ҫинчен Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «Туслӑх» общество организацийӗнче «Чӑваш тӑрӑхӗн эткерлӗхӗ» студи ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ачасен йышӗ ӳссех пырать-мӗн. Нумаях пулмасть студие 19-мӗш шкулта вӗренекенсем пухӑннӑ. Вӗсем тӑмран матрёшка ӑсталанӑ. Вырӑссен йывӑҫран касса хатӗрленӗ ҫав теттене Сургутри ачасем чӑвашлатнӑ — матрёшкӑна чӑвашла эрешсемпе капӑрлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре тӗнче тӑрӑх сапаннӑ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен кӗнеке пичетлесе кӑларасшӑн. Ку хыпара эпир Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗн яваплӑ секретарӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри писательсен союзӗсен пайташӗ Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Хастар ентешӗмӗр «Землячества чувашей всего мира» ятпа кӗнеке пичетлесе кӑларма ӗмӗтленет. Ун валли материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса хатӗрлеме тивӗ. Ҫавна май вӑл чӑваш автономийӗсен, ентешлӗхӗсен, пӗрлӗшӗвӗсен ертӳҫисене, вӗсен хастарӗсене килӗштерсе ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |