Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене тӗрленӗ кипке парнелесси йӑлана кӗнӗ. Ку акци пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак кун ҫуралнисем "Тӗрӗре ҫуралнисем" акцие хутшӑнакансем пулса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал чӳкӗн 26-мӗшӗнче пепкелӗх центрӗнче 10 ача ҫуралнӑ: 6 арҫын ачапа 4 хӗрача. Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗнче 5 пепке кун ҫути курнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралнисене пурне те чӑваш тӗрриллӗ кипке парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансем салтака чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ӑсатнӑ. Каччӑсен ушкӑнӗ ӗлӗкхи пек салтак юрри юрласа ял тӑрӑх ҫӳренӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ патне кӗрсе тухнӑ. Ирхине вара пурте пӗрле пӑшӑл пӑтти ҫинӗ те чарӑну патне утнӑ. Унта ҫамрӑксем эрех кӗленчипе чӗрккине юпа ҫине персе ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн пулас салтака сбор пунктне ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ppt-online.org сӑнӳкерчӗкӗ Килес ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май республикӑра ҫӗнӗ акци пуҫарса янӑ. «Вышитый оберег для каждого ребенка Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри кашни ача валли тӗрленӗ сыхлӑх) ят панӑскере ҫамрӑксемпе ачасен хальхи вӑхӑтри этноҫипуҫӗн ҫӗнӗ коллекцийӗпе паллаштарнӑ чухне пӗлтернӗ. «Чӑваш Еншӗн тӗрӗ питех те пӗлтерӗшлӗ, вӑл хамӑрӑн халӑхӑн авалхи вӑй-халӗпе – ҫыхӑнтарать. Чӑваш тӗррин эрешӗсенче ӑсчахсем руна ҫырулӑхӗнчен юлнӑ йӗрсене кураҫҫӗ», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче ваттисемпе ачасен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ ентешсемпе паллаштаракан мероприятисем те час-часах иртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш тӗррин кунне хатӗрленеҫҫӗ. «Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) клуба ҫӳрекенсем, акӑ, Валентина Ильина ӗҫ инструкторӗ ертсе пынипе йӗп тирмелли япала ӑсталанӑ. Ахальскер мар, чӑваш тӗррипе илемлетнӗскер. Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисене Валентина Ильина чӑваш тӗрринчи кашни эреш пӗлтерӗшли тата мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Тӗрлес тесен тимлӗ пулмалла», – палӑртнӑ ӑсталӑх лаҫҫине хутшӑннӑ Людмила Крючкова пенсионер. «Ку илеме ҫынсене парнелеме аван», – хавхаланса ҫавӑркаланӑ хӑй ӑсталанӑ япалана «Ал ӑсти» клуб пайташӗ Ольга Романова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗм халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Халӑх пуянлӑхӗ – чӑваш тӗрринче» ят панӑскере Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх промыслисен ӑсти, институтӑн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева уҫнӑ. Конференцире докладпа кафедра студенчӗсем, хулари 60-мӗш шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем тухса калаҫнӑ. Экспертсен йышӗнче Николай Балтаев, Зинаида Воронова ӑстасем, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн библиотекарӗ Вера Архипова пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑранӑ, чӑваш ташшине ташланӑ. Унтан та ытларах — чӑваш ялавне ҫӗкленӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова асӑннӑ материкӑн ҫурҫӗр енне пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле чӑваш ялавне те илнӗ. Ентешӗмӗрсене Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ. Чӑвашсем унта эскимоссемпе те тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мила Данилова тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ. Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ. Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/knighnaja_palata сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Чӑваш туйӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна алла илсен хӗр ҫураҫма кайнинчен тытӑнса туй хыҫҫӑнхи йӑла-йӗрке таранах пӗлме май килӗ. Шел те, ытти йӑла-йӗрке пекех чӑваш туйӗ те манӑҫа тухса пырать. Анӑҫри йӑлана пӑхӑнса пӗрлешеҫҫӗ паян ҫамрӑксем: пӗр-пӗр ҫӗре пухӑнса ҫырӑнаҫҫӗ, пӗр пек тӗслӗ тум тӑхӑнаҫҫӗ, чечек ҫыххине ывӑтаҫҫӗ... Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать: «Туй умӗн», «Туй», «Туй иртсен». Кӗнекене В.В. Степанов пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене хатӗрленӗ чухне К. П. Прокопьев пачӑшкӑн, филологи ӑслӑлӑхсен докторӗн Н.И. Егоровӑн, И.А. Патмарпа Э.И. Патмар фольклорҫӑсен, И. Тӑхти тата И. Тукташ сӑвӑҫсен, А.А. Осипов композиторӑн тата музыковедӑн ӗҫӗсемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инстиутучӗн наука архивӗн, А.Н. Балтаевпа тата А.Л. Николаевӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/dzen_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Севастополь хулинче паттӑр чӑвашсен ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Тӗрӗссипе, унччен те пулнӑ-ха вӑл. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗмӗрсен ячӗпе вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн кирек мӗн те япӑхать. Ҫавна кура асӑну хӑмине ҫӗнетнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Севастополь хулине хӳтӗлесе вилнӗ чӑвашсен ячӗсене палӑртас ӗҫ малалла пырать. Архивсенче документсем шыраса ларнине тата вилнисен тӑванӗсемпе ҫыхӑннипе 350 салтак ятне палӑртма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Г.Н. Волков академике аса илсе... «Анчах хура кӗвӗҫӳпе Ҫав ҫӑлтӑр пуррине те мар, Ун ҫутине те йышӑнмастпӑр. Ҫӑлтӑр ҫути тарӑхтарать, Хӑйӑ ҫути – ҫырлахтарать...» Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат
Тӗнчене Чӑн Чӑваш Чунӗпе тӗлӗнтернӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, академик – Кашкӑр Хуначи ҫуралнӑранпа 95 ҫул, чӗри тапма чарӑннӑранпа вара кӑҫалхи декабрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 12 ҫул ҫитет. Ман хамӑн Геннадий Никандровича вӑтӑр икӗ ҫул хушши пӗлсе-курса тӑнине ӗненессӗм те килмест. Хӑйшӗн те вӑл тӗлӗнмелле пулниех: «Сана, ҫап-ҫамрӑк та ӑслӑ хӗре, паянхи пекех асра тытатӑп тени ҫитмӗ, паян кунчченех куҫ умӗнче тӑратӑн тени, вырӑнлӑрах пулӗ», - тесе ҫырать вӑл мана 50 ҫул ятпа саламласа ҫырнӑ 2010-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче халалланӑ пехилӗнче. Вӑтӑр икӗ ҫул (1978-2010) академикпе ҫыхӑннӑ самантсем куҫ умне халӗ те яр-уҫҫӑн тухса тӑрса мана пӑлхантараҫҫӗ те, савӑнтараҫҫӗ те, ҫав вӑхӑтрах тарӑн шухӑша яраҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |