Кӑсӑклӑ
Чӑвашлӑх
Пӗррехинче — Шупашкартан ҫула май килекен автобуспа Шӑмӑрша таврӑннӑ чух — шӳтле лару-тӑрӑва лекрӗм. Туристсем иккен, Ульяновск хулине экскурсие каяҫҫӗ. Хайхи Карапай Шӑмӑршӑран иртрӗмӗр те, сылтӑм енче пысӑк сас паллисемпе «Ясная поляна» тесе ҫырса ҫапнине курсан туристсем водителе чарӑнма ыйтрӗҫ. Кӗпӗрленсех тухрӗҫ автобусран, пурте «Ясная поляна» умӗнче сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. — Лев Николаевич Толстой усадьби аякра-и? — чӑнласах ыйтаҫҫӗ манран майрасем. Вӗсем чӑн-чӑн Ясная Полянӑна — Тула облаҫӗнче вырнаҫнӑ историллӗ тӑрӑха — пирӗн патӑртипе пӑтраштараҫҫӗ иккен. Ҫапла ҫав вӑл шкулта географие начар вӗренсен, Лев Толстой писатель биографине пӗрре те алла тытса курмасан... — Ҫук, тетӗп ҫаксене, — Лев Николаевич пирӗн ене килсе курман, Пушкин вара пулнӑ тесе калаҫҫӗ. — Пулнӑ-и, пулман-и — сӑн ӳкерчӗке Интернета лартатпӑр. Ясная Поляна шӳт мар! — ахӑлтатсах кулаҫҫӗ туристсем. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ мӗн ӗлӗкрен «упа кӗтесӗ» шутланнӑ пулин те, кунта упасем кӑна мӗкӗрнипе килӗшме ҫук. Пирӗн патӑрта Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи самаях паллӑ ҫынсем те пӗрре кӑна пулман, ҫӗр улпучӗсемпе вӑрман улпучӗсем те пурӑннӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ. «Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ. Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() metr12.ru тата Николай Плотников сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков. Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ. Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Чӑваш тӗррин азбуки» енпе ӑсталӑх сехечӗн ярӑмне пуҫарса янӑ. Ӑна «Анне тӗрри» чӑваш тӗррин шкулне йӗркелес ӗмӗтпе ирттернӗ. Пӗрремӗш ушкӑн ертӳҫи — Лариса Иванова тӗрӗ ӑсти, вӑл Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палати ҫумӗнчи Ремесленниксен гильдийӗн членӗ. Ӗнерхи занятие Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулти ачасем пырса ҫитнӗ. Ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансене дидактика материалӗсем, ӗҫре кирлӗ хатӗрсем валеҫсе панӑ. «Чӑваш тӗррин азбуки» пултарулӑх лаҫҫинче 7-11 ҫулсенчи ачасенчен йӗркеленӗ тӑватӑ ушкӑна вӗрентсе кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135]. Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ. Ҫакна унта поэтикӑпа риторикӑна вӗрентнинчен те лайӑх курӑнать. Тан сыпӑклӑ, силлабикӑлла сӑвӑ ҫырас ӗҫе крешӗн шкулӗсенче те хӑнӑхтарнӑ. Тан сыпӑклӑ сӑвӑ ҫырас традици Раҫҫейре Кийӳ академийӗнчен килсе анлӑн сарӑлнӑ терӗмӗр (ку ыйтупа тӗплӗнрех пӑхӑр: [4, с. 75‑80, 94‑110]. Вӑл сӑвӑ кӳлепи ҫутлӑх идейисене пула Польшӑра йӗркеленнӗ пулнӑ. Ҫав сӑввӑн йӗркисем нумай сыпӑклӑ, сӑмахӗсем эрешлӗ, йӗрке вӗҫӗсем састашлӑ. Сӑвӑҫсем вӗсене сыпӑксенчи сӑмах пусӑмӗсене шута илсе мар, сыпӑк хисепне тӗпе хурса (тан сыпӑклӑ сӑвӑ) хайланӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() smartik.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен каччисем Сергей Трофимовпа Иван Алексеев Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарса унта чӑваш ялавне вырнаҫтарнӑ. Сергей Европӑри чи ҫӳллӗ вырӑна хӑпарма ӗмӗтленнӗ. Ҫула вӑл тусӗпе Иванпа тухнӑ. Вӗсен ту ҫине хӑпарма тӳрех май пулнӑ. Ара, хӑш чухне ҫанталӑка пула ӑна профессионал альпинистсем те парӑнтараймаҫҫӗ вӗт. Иван вара пӗлтӗр те Эльбруса парӑнтарма кайнӑ. Анчах ҫанталӑк япӑх пулнине кура вӗсен ушкӑнне ту ҫине хӑпарма ирӗк паман. Иванпа Сергей ту ҫине 8-мӗш кунхине хӑпарнӑ. Малтан унти климата хӑнӑхас тесе Эльбрус ҫине пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать. Иртнине тишкерсе«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Телеграмсемпе халӑх тетелӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш халӑх сайчӗ, тӗпрен илсен, хӑйӗн портал структурине сыхласа хӑварчӗ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр япала ҫухалчӗ, теприсем вара хушӑнчӗҫ. Калӑпӑр, «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» хупӑнчӗ. Кунта сӑлтавӗ Чӑваш халӑх сайчӗ МИХ шайне куҫнинче те пур, унсӑрӑн пуҫне канашлӑва хутшӑнакансен шайӗ те юлашки вӑхӑтсенче самай чакрӗ: ыйтусене сӳтсе явас вырӑнне пӗр-пӗринпе харкашма пуҫларӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() art-4.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗ Чӑваш тӗррин шкулне 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Культура учрежденийӗ ырӑ йӑлана кӑҫал та манӑҫа кӑларасшӑн мар. Ҫӗнӗ курс кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ та 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Тӗрлеме вӗренес ӗмӗтлисемпе занятисене чӑваш халӑх ӳнерӗпе чӑваш тумӗн чӑн-чӑн ӑстисем ирттерӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Геннадий Иванов-Орков искусствовед, Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева, Николай Балтаев тата Любовь Вазюкова ӑстасем, «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ертӳҫи Светлана Константинова, тӗрӗ художникӗ Татьяна Петрова, Людмила Шуркина художник-модельер, Шупашкарти ӳнер училищин преподавателӗ Ольга Голованева, «Паха тӗрӗ» фабрикӑн тата «Облик» вӗренӳ центрӗн специалисчӗсем, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем. Курса 12 ҫын ҫырӑнайӗ. Вӗренӳ хакӗ — 8 пин тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8-996-851-25-95. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сергей Ефимов паян вырнаҫтарнӑ пост Тӗнче тетелӗнчи «SAVANMA» проекта тытса тӑма ҫӗнӗ хуҫана шыраҫҫӗ. Кун пирки Сергей Ефимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗри пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «http://savanma.ru сайт ҫӗнӗ хуҫа шырать». «SAVANMA» проект — чӑвашла социаллӑ сеть. Унта ытти социаллӑ сетьри пекех «ҫынсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултараҫҫӗ, ҫыравҫӑсем хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараяҫҫӗ, ӳнерҫӗсемпе фотографсем хӑйсен илемлӗ ӳкерчӗкӗсене хушаяҫҫӗ, юрӑҫсем ҫӗнӗ юррисене итлеттерме пултараҫҫӗ, кулинари ӑстисем рецептсем хушаяҫҫӗ, историксем иртни пирки каласа пама пултараҫҫӗ тата ытти те... Хушакан текстсене чӑвашла ҫырмалла. Сайтпа ӗҫлеме пуҫлама чи малтан регистрациленмелле». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑвашсен «Хавал» ҫуллахи уйлӑхне хутшӑннӑ Амайа куравӗ уҫӑлӗ. Ку хыпара «Хавал» ушкӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пултарулӑх анине тин кӑна сухалама тытӑнакан Амайа ятлӑ ҫамрӑк фотограф хӑйӗн ӗҫӗсен куравне йыхравлать. Пабликра вырнаҫтарнӑ афишӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сӑнӳкерчӗксен куравӗ Шупашкарти Максим Горький урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра (унта мӗнле организаци вырнаҫнине ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланса пӗтерейменшӗн вулакан каҫарать-тӗр) авӑн уйӑхӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |