Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Республикӑри йӗрке хуралҫисем «Хӗл мучи полицейски» акцие хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ чухне автобус айне ҫакланнӑ арҫын ача патне саламлама кайнӑ. Телее, вӑл аварире хытах аманман.

Полицейскисем ӑна шкултан кӗтсе илнӗ, пылак парнепе савӑнтарнӑ, вылямалли полици машини тата паттӑрсем пирки ҫырнӑ кӗнеке панӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӗсем 50 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Халӗ те хитре, ӑслӑ, телейлӗ...Комсомольски округӗнче пурӑнакан Николайпа Зинаида Андреевсем ылтӑн туйне, паллӑ тунӑ.

50 ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑра Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин та саламланӑ,вӗсене ӑнӑҫу, тата нумай ҫул килӗштерсе пурӑнма ӑнӑҫу суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12483
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра «Ҫулталӑкри ҫемьене» суйланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Александрпа Елена Максимовсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем виҫӗ ачана воспитани параҫҫӗ: Мирослав, Сттепан, Мирослава. Максимовсем пӗрлешнӗренпе 28 ҫул ҫитнӗ.

Республика шайӗнче иртнӗ конкурса паян палӑртнӑ, Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне официаллӑ майпа хупнӑ. Максимовсем малтан муниципалитет шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ. Республика конкурсӗнче те вӗсем пултарулӑхӗпе палӑрнӑ.____

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/103348
 

Республикӑра
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес ҫулхи ута уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикара коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳсӗ.

Хулара пурӑнакансем электроэнергишӗн 1 кВТ/сехетшӗн 4 тенке те 96 пус тӳлеме пуҫлӗҫ е хак 12,5 процент хӑпарӗ. Ку вал электроплита ҫуккисен ҫавӑн пек пулӗ. Электроплиталлисен 3 тенкӗ те 47 пус (хальхинчен 12,3 процент нумайрах) тӳлеме тивӗ.

Ҫутанҫанталак газӗшӗн хак 10 процент ӳсӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн

62 тенкӗ те 73 пус (5,0 процент нумайрах) тӳлеме тытӑнӗҫ, ялтисем — 73 тенке те 16 пус.

 

Республикӑра
ставрополь.рф сайтри сӑн
ставрополь.рф сайтри сӑн

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шӑмӑршӑра пурӑнакан хӗрарӑм бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ хыҫҫӑн социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл какайран ҫурмафабрикатсем хатӗрлеме патшалӑхран 250 пин тенкӗ субсиди илнӗ.

Анчах хӑй услам ӗҫне пуҫарман, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Район прокуратури Патӑрьел районӗн судне тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла хӗрарӑм патшалӑхран илнӗ укҫана каялла тавӑрса парӗ.

Сӑмах май, Вӑрнар округӗнчи арҫын та автосервис уҫма тесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ субсиди илнӗ. Ӑна социаллӑ тӳлеве вӑрланӑ тесе айӑпланӑ.

 

Республикӑра
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи арҫын кредит тӳлес мар тесе паспорт ҫухатнӑ тесе суйнӑ. Кун пирки вӑл ҫурла уйӑхӗнче полицие пӗлтернӗ.

Вӑл паспортне ҫухатнӑ хыҫҫӑн такам ун ячӗпе кредит илнӗ имӗш. Тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакӑ паллӑ пулнӑ: арҫын 45 пин тенкӗ кредита хӑйех илнӗ, укҫине тӑкакласа пӗтернӗ. Анчах ӳсӗр пулнипе кун пирки маннӑ. Ҫавна пулах паспортне ӑҫта хунине те астуман.

Кайран аса илнӗ-ха. Анчах кредит тӳлес мар тесе паспорт ҫухалнӑ тесе суйма шутланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
steamcommunity.com сайтри сӑн
steamcommunity.com сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗнче Раҫҫейре «Тимӗр укҫа эрни» иртнӗ. Ҫав тапхӑрта банксене 330 пин ытла тимӗр укҫа илсе килнӗ.

Ку пӗтӗмпе – 1,1 миллион тенкӗлӗх. Ҫуркунне иртнӗ акципе танлаштарсан, ку 18 процент нумайрах.

Шупашкарта пурӑнакан арҫын 1,5 пин пус михӗпе илсе килнӗ. Вӑл 20 ҫул каялла хӑйӗн туйӗ валли хӗр илес тесе укҫана 1 пуслӑххисемпе улӑштарнӑ. Пӗр пайӗ хута кайнӑ, тепри вара ҫаплипех выртнӑ.

 

Республикӑра
"Контактра" сайтри сӑн
"Контактра" сайтри сӑн

Эсир ҫавӑн чухлӗ шапа хуранӗ курнӑ-и? Ахӑртнех, ҫук. Кун пек курава Александр Семенов йӗркеленӗ. Вӑл «Орленокра» 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ҫав тапхӑрта шапа хуранӗсем пухнӑ.

Унӑн коллекцийӗнче – 450 ытла экспонат. Александр вӗсене килте упрать. Халӗ вара Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ачасене те кӑтартма шухӑшланӑ. Ара, кашниех тинӗс хӗрринче пулса кураймасть вӗт. Хӑть куравра шапа хуранӗсене курса киленӗҫҫӗ.

Ачасем чӑннипех те савӑннӑ! Шапа хуранӗсене кӑсӑкланса сӑнаҫҫӗ, тытса пӑхаҫҫӗ, ыйтусем параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12426
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Ялсенче, хуласенче урамсем капӑрлансах пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта юмаха лекнӗнех туйӑнать.

Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри – Хӗрлӗ Чутайри Ҫамрӑксен урамӗ. Унта пурӑнакансем кил-ҫуртне илемлетнӗ: йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, хитрелетнӗ чӳречесем чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхӗ парнелеҫҫӗ.

Эсир те кил-ҫурта капӑлатнӑ-и?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_411444
 

Республикӑра

Улатӑрта Ленин урамне хӑтлӑлатнӑ май йывӑҫ крепоҫ тума тытӑннӑ. Ку хулара истори пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать.

Крепоҫ Улатӑрта Хаяр Иван вӑхӑтӗнче хута кайнӑ кремль копийӗ пулӗ. Шалта ача-пӑча лапамӗ тума палӑртнӑ.

Каласа хӑварар: Улатӑр 1552 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Хаяр Иван ҫарӗсем Хусана кайнӑ чухне никӗсленнӗ. Халап тӑрӑх, патшана Сӑр хӗрринчи ҫӳллӗ вырӑн килӗшнӗ, вӑл унта крепоҫ хӑпартма хушнӑ. Крепоҫ 1731 ҫулта пушарта ҫунса кайнӑ, тек ӑна хута яман.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...625
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ