Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот
forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот

Чӑваш Енре пурӑнакансем машина кредитпа туянаҫҫӗ. Вӑтамран 1,2 миллион тенкӗ илеҫҫӗ, ӑна 5 ҫул та 3 уйӑх хушши тӳлесе пыраҫҫӗ.

Автокредит утӑ уйӑхӗнче илнисем вӑтамран 1,18 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Вӑл укҫана вӗсем 63,6 уйӑхра тӳлесе татасшӑн. Ку цифрӑна Кредит историйӗн наци бюровӗ пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтамран 1,24 миллиион тенкӗ автокредит илнӗ пулсан 2024 ҫул вӗҫӗнче ку сумма 1,09 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тӑвай салинче 68 ҫулти арҫын 3-мӗш класс ачине мотоблокпа ҫапса кайнӑ.

Ку инкек ӗнер 12 сехет ҫурӑра пулнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын Тӑвайра мотоблокпа пынӑ. Сарай еннелле пӑрӑннӑ чухне вӑл ҫулпа утса пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ.

Ачан ури суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Ҫакӑ паллӑ: тивӗҫлӗ канури арҫын ӳсӗр пулман. Халӗ тӗрӗслев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/6851
 

Республикӑра
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш суйламалли полигонра кайӑксем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем — кӑйкӑрпа канюк. Ҫунатлӑ туссен тӗллевӗ — «Ситиматик» предприятире ытти кайӑка хӑратса тӑрасси.

Кӑйкӑрпа канюк чарлансене, ҫӑхансене, чанасене, уҫӑ вырӑнта пуҫтарӑнма юратакан ытти кайӑка хӑваласа яраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен лешсем ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ, чир-чӗр сарма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче каяш уйӑракан комплекс тума пуҫласшӑн. Халӗ ун валли территорие хатӗрлеҫҫӗ.

Комплекс 2,5 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫӗ. Ӑна 2026 ҫул вӗҫлениччен туса пӗтермелле.

Пирӗн республикӑра «Экономика замкнутого цикла» (чӑв. Хупӑ цикл экономики) федераци проекчӗпе каяш уйӑракан виҫӗ комплекс тумалла.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакан Ильинсен ылтӑн туй пулнӑ. Вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарса туйӑмӗсене упраса хӑварма пултарнӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Леонид Ивановичпа Елизавета Николаевна Тымар поселокне хӑтлӑх кӗртмелли ӗҫсене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Шӑрттан ял тӑрӑхӗнчи общество ӗҫӗсенчен айккинче юлмаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15214
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Муркаш округӗнчи Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Красновсем туй тунӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Лев Ефимович Мускаври икӗ института пӗтернӗ, Красноармейски округӗнчи «Мичуринец» колхозра тӗп инженерта ӗҫленӗ. Кайран шкулта вӑй хунӑ, физика, астрономи тата географи вӗрентнӗ, 6 ҫул шкул директорӗ пулнӑ.

Зоя Ананьевна пир тӗртнӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, вулавӑшра вӑй хунӑ, клуб директорӗ, ялти лавкка заведующийӗ пулнӑ.

Красновсем халӗ те алӑ усса лармаҫҫӗ, кил хуҫалӑхне хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ, выльӑх усраҫҫӗ. Вӗсем пӗр хӗр ӳстернӗ, паянхи кун 5 мӑнукпа, 1 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15205
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пурӑнакан мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Кулясовсем 1972 ҫултанпа пӗрле. Владимир Михайлович – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Валентина Ивановна вара тӑван ялӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Вӗсем пӗр ывӑл ӳстернӗ. Халӗ икӗ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15193
 

Республикӑра
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ята пилӗк ҫынна пама йышӑннӑ. Вӗсем пурте — «Промтрактор» тулли мар яваплӑ обществӑра ӗҫлекенсем.

Ку ята предприятин тӗп юсавне йӗркелекен пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Жиганов, Ольга Максимова ертсе пыракан инженер-технолог — технологи ушкӑнӗн ертӳҫи, Юрий Михайлов резчик, Олег Прокопьев слесарь, Тамара Федорова шлифовщик тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере ҫурлан 5-мӗшӗнче Кенигсберг ҫывӑхӗнче вилнӗ салтак ӳтне пытарнӑ.

Гурий Филиппович Дементьев 1924 ҫулта Горький облаҫӗнче ҫуралнӑ, унӑн ҫемйи Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ялне пурӑнма куҫнӑ. Ӑна 1942 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче фронта илнӗ.

Салтак Тверь облаҫне, Смоленска, Витебска, Литвана, Тухӑҫ Пруссие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ӑна «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

Хӗрлӗ армеец 1945 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурлан 24-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи автозаправкӑра ӗҫлекенсем фура водителӗ кабинӑран нумай вӑхӑт тухманнипе кайса тӗрӗслеме шутланӑ. Лешӗ унта тӑнсӑр выртнӑ.

Тӳрех медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем Ставрополь крайӗнче пурӑнакан 46-ри арҫынна тӑна кӗртнӗ. Анализ илсен юнра юраман япаласем пуррине тупса палӑртнӑ.

Полици фура салонне пӑхнӑ хыҫҫӑн наркотик тӗрки тата шприцсем тупнӑ. Водитель наркотике ҫул ҫинче вӑрттӑн вырӑнтан илнӗ иккен.

Вӑл Мускаври транспорт компанийӗнче ӗҫлени паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ...650
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 22

1780
245
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
185
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
95
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем