Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне округӗнче автотуристсем валли канмалли кун маршрутне уҫасшӑн. ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ ҫапла палӑртнӑ: округра инфратытӑма, сервиса укҫа хывма, автотуристсене йышӑнма хатӗр кану базисем пур. Автотурист пӗр кунра темиҫе паллӑ вырӑна ҫитме пултарать. Министр каланӑ тӑрӑх, маршрутсенчен пӗри «Сурские зори» кану базинчен Ильин тӑвӗ таран выртма пултарать. Ку - историре юлнӑ вырӑнсем. Унта Емельянов Пугачев ҫарӗсем тӑнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫав тӑрӑхра тыл ӗҫченӗсем Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() holstein-russia.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑха сутас енӗпе онлайн тата оффлайн мелӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри аукцион пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти пӑрусене, вӑкӑрсене сутнӑ. Чи хаклӑ выльӑх Свердловск облаҫӗнчен пулнӑ. Вӑл - ӑратлӑ пӑру. Ӑна 350 пин тенкӗпе сутма тӑратнӑ та 500 пин тенкӗпе туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра чи лайӑх троллейбус водительне палӑртнӑ. Ҫак ята Самар хулинчи водитель Сергей Василенко тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Санкт-Петербургри Игорь Корнилов тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара пирӗн ентеш, Эдуард Арсентьев, йышӑннӑ. Вӑл троллейбус водителӗнче 28 ҫул ӗҫлет. Унӑн «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» кӑкӑр палли те пур. Ҫӗнтерӳҫе - 300 пин, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене 150 тата 50 пин тенкӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ria56.ru сайтри сӑн Паян япӑх ҫанталӑка пула тӑватӑ округри 9 ялта ҫутӑ сӳннӗ. Пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын электроэнергисӗр юлнӑ. Ҫутӑ Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш тата Элӗк округӗсенчи 1187 кил-ҫуртра ҫук. Ҫынсене электроэнерги парас тӗлӗшпе 8 бригада, 25 ҫын, 8 техника ӗҫлет. Ку ӗҫене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнче пушарнӑйсем 12 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку Сиккассинче ӗнер пулнӑ. 19 сехет те 40 минутра ял хӗрринчи утарта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 45 тӑваткал метр хуралтӑна ярса илнӗ. Ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан 12 вӗллене сахласа хӑварнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 857 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fotobus.msk.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Канаш хулинче общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ ӳсӗ - 5 тенкӗ хӑпарӗ. Хальхи вӑхӑтра билет 30 тенкӗ тӑрать. Кӗркуннерен вара 35 тенкӗ пулӗ. Палӑртмалла: Канашра перевозчиксем хӑйсен тарифӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май хаксене хӑйсем палӑртма пултараҫҫӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен Канаш билет хакӗпе республикӑри чи хаклӑ хула пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче йӗрке хуралҫисем комбайнера чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Комбайн «Шупашкар - Сурски» автоҫулпа пынӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче «Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫул ҫинче инспекторсем трактор-погрузчике чарнӑ. Водитель ӗҫ хыҫҫӑн базӑна таврӑннӑ. 53 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. Ку кӑна мар, унччен ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн унӑн правине те туртса илнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tclife.ru сайтри сӑн Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pofoto.club сайтри сӑн Ҫӑлавҫӑсен Ҫӗмӗрле округӗнчи Эскетен ялӗнче хура ҫӗлене тытма тивнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче каҫ енне пӗр кил хуҫалӑхӗнче ҫӗлен шунине асӑрханӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра картишре ачасем вылянӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа ӑна татма ыйтнӑ. Лешсем вырӑна ҫитсе ҫӗлене тупнӑ, ӑна тытса вӑрмана кайса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Улатӑрта пурӑнакан 21 ҫулти амӑшӗ хӑйӗн пӗчӗк ачисене хӗненӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ҫамрӑк хӗрарӑмӑн судра явап тытма тивӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм кӑҫал ҫу уйӑхӗн 4-25-мӗшӗсенче 2-ри тата 3-ри хӗрӗсене пӗрре мар ҫапнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлӗ воспитани паман, вӗсене хытӑ тытнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви вӑхӑтӗнче хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ачасем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье шутра тӑман. Пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |