Республикӑра
![]() Эмел шута юратать Сывлӑх сыхлавӗ валли оборудованипе ытти хатӗр-хӗтӗр илнӗ чух регионсем епле тӑкакланнине тишкерекенсем танлаштармалла мар япаласене танлаштарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленине эпир пӗлтернӗччӗ. Район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер видеоконференцире Алла Самойлова комисси малалла ӗҫленине пӗлтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ валли 4 миллиард та 885 миллион тенкӗлӗх патшалӑх закупки пулнӑ. Конкурс ирттерсе илнине пула хысна тухӑҫлӑхӗ 600 миллион тенкӗрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ; • Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ; • Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр; • Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр; • Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр; • Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр; • Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр; • Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр; • Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр; | ||
Республикӑра
![]() Кӑҫал «Чӑвашавтотрансӑн» тепӗр филиалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫак кунсенче Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗ хупӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче унти ӗҫченсем шалу тӳлеменнипе забастовка тунӑ. Ун чухне ку ыйтӑва икӗ эрнере татса панӑ. Анчах ҫынсене шалу пӗрех тӳлемен. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вара предприятие усламҫӑсен аллине панӑ. Ӗҫченсем вара ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Аптӑранӑскерсем «Урмары.РФ» редакцирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырура вӗсем ӗҫ укҫине юпа уйӑхӗнче те паманнине палӑртнӑ. Предприятире вӑй хунӑ ҫынсен пӗр пайӗ усламҫӑсем патне ӗҫе кӗнӗ. Усламҫӑсем халӗ 14 маршрут ҫӳретет. Анчах вӗсем кӑмӑллах мар, маршрутсем тупӑш кӳмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеме килӗшнӗ. Аса илтерер: кӑҫалтан Етӗрнери АТП та усламҫӑсен аллине куҫнӑ. Ун чухне 78 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ. Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӗрмесенче культурӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисем те ирттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа Сурхурине халалласа вӗсенче стена хаҫачӗсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Ку конкурс Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсем умӗн пулнине те палӑртмалла. Халӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Юсанмалли учрежденисенчен эксперт комиссине отрядсен 30 ытла хаҫачӗ ҫитнӗ. Вӗсене икӗ номинацире: «Новогодняя газета» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул хаҫачӗ) тата «Сурхури хаҫачӗ» — хакланӑ. Тӳресем ӗҫсем содержани, графика тӗлӗшпе, илемлӗхе туйнипе палӑрнине асӑрханӑ. Хаҫатсене хатӗрленӗ чух тӗрлӗ тӗслӗ хутпа, фольгапа, пусмапа, сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ кӑларӑмсенчен комиссие сипленсе юсанмалли 7-мӗш учреждени тата юсанмалли 2-мӗш колони, Сурхури хаҫачӗсенчен маларах асӑннӑ икӗ учрежденире тата юсанмалли 5-мӗш колонире хатӗрленисем уйрӑмах килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче пневамтика пӑшалӗнчен перессипе иртнӗ ӑмӑртура ача шар курнӑ. Ку ӗҫе халӗ следовательсем тишкереҫҫӗ. Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ пӑтӑрмах Хыркасси ялӗнче пулнӑ. Шар кураканни — шкулта вӗренекен арҫын ача. Арҫын ачасене апатланмӑша сӗтел илме янӑ. Унта вара тепӗр шкул хӗрачисем пневматика пӑшалӗнчен пеме вӗреннӗ. Пуля шӑпах пиллекмӗш класра вӗренекен арҫын ачана лекнӗ. Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ вӑл шкула ҫӳремест. Пӗрле вӗренекен тусӗсем ӑна манмаҫҫӗ — часрах сывалма сунса ҫырнӑ ҫырӑва ашшӗ-амӑшӗ урлӑ парса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Музейра курмалли-пӗлмелли чылай Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хай пӑхса тӑракан кинеми-мучисен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума тӑрӑшать. Ҫавна май центр специалисчӗсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Социаллӑ пулӑшупа консультаци кӳрекен уйрӑм, тӗслӗхрен, «Социаллӑ туризм» проект хута янӑ май ватӑсене унта-кунта илсе ҫӳрет. Турист маршручӗсене кинеми-мучисене шухӑш-кӑмӑлне шута илсе йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра ун пеккине виҫӗ ҫулҫӳрев ирттернӗ. Янӑшри, Кӑрмӑшри ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене тата хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑма пыракансене, сӑмахран, Ишекри чиркӗве илсе кайнӑ. «Вдохновение» (чӑв. Хавхалану) клуба ҫӳрекенсем Алькешри чиркӗве ҫитнӗ. Кӑрмӑшри ватӑсене Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чумеринсем Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет. Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Юхма Мишши Алена Аршинова патне йышӑнӑва кайнӑ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫынсене пуҫласа йышӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин йышӑну пӳлӗмне депутат патне «паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата общество деятелӗ Михаил Юхма» пынине пӗлтернӗ. Алена Аршиновӑна ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен пӗрне парнеленӗ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кӗнеке — Чӑваш Республики Раҫҫее кӗни ҫинчен. Халӗ ҫыравҫӑ республикӑри шкулсем валли чӑваш чӗлхин пособине хатӗрлессипе ӗҫлет-мӗн. Маларах Юхма Мишши Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑччӗ. Наци музейӗнчи курнӑҫура ҫыравҫӑ хӑйӗн «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑччӗ, пӗрремӗш президента Иван Яковлевӑн премине панӑччӗ. | ||
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакансем тавралӑха юмах тӗнчине ҫавӑрнӑ. Ҫулла вӗсем фонтанпа киленеҫҫӗ, хӗлле вара пӑртан кӳлепесем ӑсталанӑ. Ҫынсем малтан кӳлле кайса пӑр касса килнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн елка тавра 8 юпа лартнӑ, вӗсене ҫутӑпа илемлетнӗ. Энӗшпуҫем Салехард ҫыннисенчен тӗлсӗх илнӗ. Унашкаллине Олег Иванов шӑпах унта пӗрремӗш хут курнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн та тӑван ялне капӑрлатас шухӑш кӗнӗ. Паллах, пӗччен тунӑ ӗҫ мар ку. Ӑна ентешӗсем пулӑшнӑ. Пӗрисем пӑра пӑчкӑпа каснӑ, теприсем ӑна машинӑпа турттарнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта энӗшпуҫсем канма юратаҫҫӗ. Ачасем вара унта выляҫҫӗ. Каҫхине тавралӑх ялкӑшать. Энӗшпуҫсем унта гирляндӑсем ҫакнӑ. Сӑмах май, энӗшпуҫесем 2015 ҫулта «Чӑваш Ен ҫутисем» конкурсра мала тухнӑ. Кӑҫал та вӗсем хӑйсен ӗҫне хакласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.