Республикӑра
![]() Шупашкарти депутатсем сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва «ҫавра сӗтелре» сӳтсе явӗҫ. Ку ыйтупа ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Халӗ пӗтӗмлетӗве «ҫавра сӗтелре» пӑхса тухӗҫ. Сасӑлавра 6085 ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. 4547 ҫын Мускав вӑхӑчӗпех пурӑнасшӑн. Ыттисем сехет йӗппине куҫарассишӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри ыйтӑва хуравлама иккӗленнӗ. Пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ «ҫавра сӗтеле» ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, Общество палатин пайташӗсем, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ. Палӑртмалла: 2015–2016 ҫулсенче Раҫҫейри чылай регион ҫуллахи вӑхӑт патне таврӑннӑ, сехет йӗппине маларах куҫарнӑ. Хӗллехи вӑхӑтпа пурӑнни тивӗҫтерменни пирки чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юлашки кунсенче «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Унта ӗҫлекенсем забастовка тунине пӗлтернӗччӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх, чиновниксем халӗ предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи мӗнле тӳлесе татмалли пирки шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑма татмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ ларура калаҫнӑ. «Шалӑвӑн пӗр пайне саплаштармашкӑн хушма майсем шыратпӑр. Ҫитес вӑхӑтра йышӑну тӑвассине ӗненетӗп», — ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Алексей Тимофеев. Ларура йывӑр лару-тӑруран тухмалли май тупнӑ. Ку ыйтӑва татса пама регион хыснинчен субсиди уйӑрма йышӑннӑ. Хушӑва ҫитес вӑхӑтра алӑ пусӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи пӗр вӗрентекен ачана ҫӳҫрен туртнӑ, ҫапнӑ тата тӗксе янӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 7-мӗш класри ача тӗлӗшпе тунӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Вӗрентекен 2016 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 14-мӗшӗччен ача йӗркене пӑснӑшӑн ӑна ҫӳҫрен туртнӑ, хӑлхинчен ҫапнӑ. Унтан вӑл ӑна тӗксе янӑ, лешӗ шкап ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗрентекен ачана тытнӑ та чӗркуҫҫипе хырӑмӗнчен тапнӑ, сылтӑм аллине пӑрнӑ. Вӗренекен урайне ӳкнӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗрентекен хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ачасем суяҫҫӗ. Анчах шалӑп ҫыраканни вӗрентекен ҫак ӗҫсене тунине ӗнентернӗ. Суд ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫын педагогика ӗҫӗнче 2 ҫул вӑй хураймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ шкулта ачана пневматика пӑшалӗнчен персе амантнине унччен хыпарланӑччӗ. Арҫын ачана ун чухне пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна халӗ пульницӑран кӑларнӑ. Анчах кӗлеткинчи пульлине тухтӑрсем хальлӗхе кӑларма шикленеҫҫӗ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ аяк пӗрчи хушшипе кайса ӳпкине шӑтарнӑ, юн тымарӗ патӗнче, чӗре ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӑларма хӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хальлӗхе ачана операци туни сиен кӳме пултарать. Аса илтерер: 3-мӗш класс ачине апатланмӑшра амантнӑ. Вӑл унта сӗтел илме кӗнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 14 ҫулти хӗрачана шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен тухса тарнӑ пулнӑ. Телее, хӗрача тупӑннӑ. Ӑна центра йӗркеллех илсе ҫитернӗ, вӑл сывӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнисене тишкерес тӗк, Надежда Столярова ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен пӗрре кӑна мар тухса тарнӑ. Аса илтерер: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, центрта пурӑнакан хӗрача иртнӗ ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следовательсем Канашра пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ку 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Арҫын Канашри Ленин тӳремне килнӗ те палӑка патакпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Палӑкӑн пӗр пайӗ катӑлса ӳкнӗ. Вандал ӗҫӗ 30 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 250 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Резников экс-министрпа (сулахайри) Евгенйи Барсуков Чӑвашупрдор предприятире ҫывӑх вӑхӑтра директора суйламалла. Унччен ҫавӑнти тӑрӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗннипе пуҫарнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Темиҫе уйӑхра унта 48 ҫынна ӗҫе илнӗ, вӗсенчен 17-шӗ унччен наркотытӑмра тимленӗскерсем иккен. «Организацин ертӳҫине наркотикпа кӗрешекен альтернативлӑ служба йӗркелеме никам та хушман. Предприяти республикӑри ҫул-йӗре юсассипе тата тӑвассипе патшалӑхӑн тӗп заказчикӗ шутланать. Ку ӗҫре профессионалсен тимлемелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшенчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен хавхалантармалли укҫа пурӗ 5 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑвашупрдор ертӳҫине палӑртмалли конкурс нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай ачаллисене пурӑнма хатӗр ҫурт памалла Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ. Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен. «Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Надежда Столярова ҫухалнӑранпа вӑхӑт самаях иртнӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе курман. Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен хӑй тӗллӗн туха тарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ӑҫта пулине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Надежда Столярова 16 ҫулти пек курӑнать. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран. Вӑл кӗрен куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрачана курсанах ШӖМе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Евгений Барсуков генерал-майор Чӑваш Енри ҫул-йӗршӗн наркотикпа кӗрешнӗ ҫынсем яваплӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух сӑмах хускатнӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑвашупрдор пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртиччен учрежденири ӗҫ-хӗле тӗрӗсленӗ те предприятири пӗлтерӗшлӗ должноҫсене унччен Наркотытӑмра ӗҫленисем йышӑннине палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Михаил Игнатьев хушнипе ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.