Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫынна влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Арҫынна вара хальлӗхе психиатри стационарне вырнаҫтарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ районти Рынкӑ Салинче пулнӑ. Арҫын вырӑнти ял тӑрӑхӗн администраци залне пурлӑх тата ҫӗр налукӗсене тӳлеме килнӗ. Хайхискер пуҫлӑхпа калаҫнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ, хӗрарӑма ҫынсен умӗнче хӑртса тӑкнӑ, унтан аллипе питӗнчен ҫапнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ чухне кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ҫав арҫынна психиатри стационарӗнче сипленме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ача пахчишӗн тӳлемелли тӑкак пысӑккипе кӑмӑлсӑр. Валентин Николаев ача пахчинче шӑпӑрланшӑн кунне 100 тенке кайса ларнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку тӑкак Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта — 80-90 тенкӗ. Ҫӗнӗ Тутаркассинчи ача пахинчи тӳлеве темиҫе уйӑх каялла ӳстернӗ. Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн шкул умӗнчченхи информаципе аналитика центрӗн методисчӗ Альбина Князева каланӑ тӑрӑх, тӳлеве кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑ. Асӑннӑ ача пахчинче ӑна 2 ҫул ӳстермен-мӗн. Роспортебнадзорӑн ӗҫченӗсем темиҫе хут та тӗрӗслевпе ҫитнӗ, апатлану пахалӑхӗ тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Тӳлеве ӳстерни вара менюна пуянлатма, рациона пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чӑкӑт кӗртме май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Волжанка» санаторири тӗве амипе ҫури Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Волжанка» санаторинче зоокӗтес те пур. Унта икӗ курпунлӑ тӗве усраҫҫӗ. Ирӗке хӑнӑхнӑ чӗрчуна картара хупса усрани хӑех тӗлӗнмелле пек те, унта пурӑнакан тӗве ами нумаях пулмасть йыш хушнӑ. Тӗве ами санаторине епле лекни пирки «Волжанкӑн» гендиректорӗ Алексей Лапшин ҫапларах каласа панӑ. Кӑнтӑр енчи чӗрчуна пуҫлӑха Казахстанри тусӗсем парнеленӗ. Инҫе ҫӗртен тӗвене ятарлӑ фургонта илсе килнӗ. Виҫӗ ҫулхи тӗве ами, ӑна Гуля ят панӑ, ҫак кунсенче амӑшӗ пулса тӑнӑ. Казахстанран ҫитӗ хаклӑ парне пӗтӗ пулнине никам та пӗлмен иккен. Санаторире тӑрӑшакансем ӗҫе ҫитеҫҫӗ те Гуля пӗчӗк тӗвепе тӑнине асӑрхаҫҫӗ. Халӗ амӑшӗпе ачине уйрӑм вырӑна куҫарнӑ. Тӗве ҫури ултӑ уйӑх амӑш сӗчӗпе тӑранса пурӑнӗ. Тин кӑна ҫӑвӑрланӑ тӗве амине те тутлӑ тӑрантараҫҫӗ: унӑн рационне кишӗр, купӑста тата ытти тутлӑ ҫимӗҫ кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пурнӑҫра тӗрлӗрен ҫаврӑнса тухма пултарать те, ҫынсен юристсенчен куҫӗнчен те пӑхма тивет. Кун пеккисене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен службӑсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Канашлӑва асӑннӑ район прокурорӗн ҫумӗ Рафаил Ахмадуллин та хутшӑннӑ. Халӑха право пӗлӗвне тӳлевсӗр кӳни шутне ҫынсене пичет продукцийӗ урлӑ кирлӗ информаципе хыпарлани те кӗнине пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче. Сӑмах май каласан, райадминистрацин юридици секторӗ те ҫынсене укҫасӑрах пулӑшнине ӗнентерет. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, хайхи тӳре-шара патне 19 ҫын пынӑ. Асӑннӑ муниципалитета илсен, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне унта уйӑхӑн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунӗнче, ирхи 8-тан пуҫласа 17 сехетчен, Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 11-мӗш пӳлӗмре кӳреҫҫӗ. Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4-мӗш ҫуртри «Защита» (чӑв. «Хӳтлӗх») ваккатсен коллегийӗн ваккатӗнчен Эрнест Анатольевич Ивановра та тӳлевсӗр консультаци илме пулать. Унӑн телефонӗсем: (8-83540) 2-16-47 тата 8-937-386-63-40. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район прокуратури тасатмалли сооруженисен тӗлӗшпе саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Туҫи ял тӑрӑхӗнче сооруженисем ӗҫлемен, шыв вара Ҫавала тасалмасӑрах лекнӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, объекта пӑхса тӑман, сооруженисем япӑх ӗҫленӗ. Ҫапла майпа таса мар шыв Ҫавала лекнӗ. Кунсӑр пуҫне тасатмалли сооруженисем авариллӗ лару-тӑрура пулнине, вӗсене юсамаллине тупса палӑртнӑ. Юханшыва лекекен шыв тӗлӗшпе лаборатори тӗрӗслевӗ пулман. Кунашкал йӗркене пӑснине Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче те тупса палӑртнӑ. Район прокуратури ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗсене ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канаш чиккине улӑштарассине ҫирӗплетсе саккуна алӑ пуснӑ. Хальхи территори хулана аталанмашкӑн ҫитмест, ӑна пысӑклатмалла. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен пресс-служби хыпарлать. Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ саккунпа килӗшӳллӗн, Канаш хула округне Хучел ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем те кӗрӗҫ. Монохула унта промышленноҫ тата социаллӑ объектсем хута ярӗ. Территори инвестицисем илӗртмешкӗн май парӗ. Ку таранччен Канашра инвесторсене илӗртмелли пушӑ ҫӗрсем пулман. Халӗ вара индустри паркӗ валли те вырӑн пур. Унта 800 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, 1,5 миллиард тенкӗлӗх инвестици илӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӗсем газомоторлӑ топливӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Хӑтлав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче пулнӑ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, республика ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен техникӑна туянас енӗпе федераци программине хастар хутшӑнать. Ку – автотранспорта аталантармалли лайӑх мел. Кӑҫал кунашкал автобуссене туянмашкӑн республика хыснинчен 21 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку транспорт укҫа-тенке перекетлеме май парать. Ҫулталӑкне кашни автобус 500 пин тенкӗ сахалрах тӑкаклать. Сӑмах май, программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 41 автобус туяннӑ. 2013 ҫулта – 18, 2014-2015 ҫулта – 23 автобус илнӗ. Кунашкал автобуссем пассажирсене илсе ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура ӗҫченӗсем Пӑрачкаври тӗп пульницӑна тӗрӗсленӗ. Тӗрӗссипе, вӗсене васкавлӑ медпулӑшу уйрӑмӗн ӗҫченӗсем чӗнсе илнӗ. Хысна учрежденийӗсен подразделенийӗсене, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ертсе пыраканскерсене, реструктуризациленӗ. Ҫавна май васкавлӑ медпулӑшура тӑрӑшакан 21 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ, вӗсене Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцине куҫарнӑ. Ун чухне 19 ӗҫчене шалу вӑхӑтра парса татман. Ҫавӑн пекех отпускра пулманшӑн компенсаци тӳлемен. Пӗтӗмпе – 500 тенке яхӑн. Прокуратура медицина учрежденийӗн ертӳҫине административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 пин тенкӗ штра тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтика кунӗнче, Чӑваш Енре «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу ирттерӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Хастарсемпе спортсменсем велосипед ҫине ларса Андриян Николаев космонавтӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитӗҫ. Ку акцие 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл Мӑнкунра иртнӗ. Ҫавна май унта 120-130 ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал 100 ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чупура 20 ҫухрӑм парӑнтарма тивӗ. Акци «Эпир космоссӑр тата велосипедсӑр пурӑнаймастпӑр» ятпа иртӗ. Финиша ҫитсен «Эпир космоссӑр пурӑнаймастпӑр» фильма кӑтартӗҫ. Вӑл «Оскар» премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Космонавтика музейне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Шупашкарти нумай ачаллӑ амӑшӗ «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Нумаях пулмасть ун патне банкран шӑнкӑравланӑ та пенисене тӳлемеллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вара кредит нихӑҫан та илмен. Картта ачан пулнӑ – шкулта апатланмалли. Унта кредит лимичӗ 10 пин тенкӗпе танлашнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, укҫа пӗтмесӗр унтан татах илнине пӗлмен вӑл. Хӗрарӑм чи малтанах вӑрӑ-хурахсем пирки шухӑшланӑ, тӳрех полици уйрӑмне кайма шухӑшланӑ. Амӑшӗн шухӑшне пӗлсен ачасенчен пӗри айӑпне йышӑнса акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл амӑшӗн картти ҫинчен тӗнче тетелӗнче танкла вылямашкӑн тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл шкулта апатланас вырӑнне танкла вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |