Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Тӗп ставка 21 процентах юлӗ. Ҫапла палӑртнӑ паян Раҫҫей банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче.

Кун пек ставка пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпех пулнӑ. Унтанпа 4 лару иртнӗ: раштавра, нарӑсра, пушра тата паян. Ставкӑна унчченхи шайрах хӑварма йышӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп ставка 19,5-21 процент пулӗ. 2026 ҫулта 14-14 процента ҫитмелле.

 

Раҫҫейре
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

«Вилӗмсӗр полк» акцие онлайн-майпа хутшӑнма пулать. Пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ паттӑрсене аса илер.

Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Питӗ ансат. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӑн сӑнӳкерчӗкне 2025.polkrf.ru сайта е «ВКонтакте» (vk.com/polk_app ), «Одноклассники» (ok.ru/app/polk) сарӑмсем урлӑ кӗртмелле. Паттӑр пирки кӗскен ҫырса кӑтартма та манмалла мар. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тумалла.

Акцие хутшӑнни – паттӑрсене тав туниех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20833
 

Раҫҫейре

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина социаллӑ технологисен «СОЦИО» пӗтӗм тӗнчери форум-куравне хутшӑнать. Мероприяти ака уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче Екатеринбургра иртет.

Унта пухӑннисем Раҫҫейре тата пирӗн ҫӗршывпа туслӑ ҫӗршывсенче халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессине лайӑхлатас ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ, пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашаҫҫӗ, тухӑҫлӑрах ӗслемелли майсене тишкереҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
m.ok.ru сайтри сӑн
m.ok.ru сайтри сӑн

Вӑрҫӑ пирки хывнӑ «Катюша» юрӑ Мускавра иртнӗ «Навруз» уявӗнче тӑватӑ чӗлхепе янӑранӑ

Кӑҫал уяваТӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Сцена ҫинче вӑрҫӑ юррисем чылай янӑранӑ. Вӗсенчен пӗри — «Катюша». Ӑна таджикла, казахла, вырӑсла тата чӑвашла юрланӑ. Чӑвашла версине Мускав хулинче пурӑнакан Алена Силпи юрӑҫ шӑрантарнӑ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье Пӗрремӗш каналпа пыракан «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Вӗсем – Шупашкарта пурӑнакан Ирина тата Владимир Васильевсем. Ҫемьере 7 ача ӳсет. Вӗсем 20 ҫул ӗнтӗ каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Шоура Васильевсем 9 ыйтӑва хуравланӑ. 10-мӗш ыйту патне ҫитсен ҫемье иккӗленнӗ те вӑйӑран тухма шутланӑ. Ҫапла вӗсем 50 пин тенкӗ выляса илнӗ. Васильевсем ку укҫана патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт лартма ярассине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75503
 

Раҫҫейре
35babushkinskij.gosuslugi.ru сайтри сӑн
35babushkinskij.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Ултавҫӑсенчен хӳтӗленмелли ҫӗнӗ мел шухӑшласа тупнӑ. Android телефонпа усӑ куракансем сӑнпа ҫирӗплетсен кӑна укҫа куҫарнине, тӳленине тата ытти операцие пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.

Кӗҫех ку функци чылай операци тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫламалла. Ку ултавҫӑсем харпӑр кабинетпа усӑ курассинчен сыхлӗ. Ку функципе усӑ курас тесен банк уйрӑмне ҫитсе е «Госуслуги» сарӑм урлӑ Пӗрлехи биометри тытӑмне биометрие памалла. Ултавҫӑсенчен хӳтӗлекен ӑслӑ платформа хӑех операцие биометрипе ҫирӗплетме ыйтать. Тӗслӗхрен, пысӑк укҫа куҫарнӑ чухне. ӑна нимӗнле дип-фейк та, сӑн ӳкерчӗк те улталаймасть. Малашне кредит илнӗ тата банк карттипе операци тунӑ чухне те биометрипе ҫирӗплетмелле тӑвасшӑн.

 

Раҫҫейре
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Пушӑн 15-мӗшӗнче «Конфетка» шоуна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Денис Волков хутшӑннӑ. Вӑл тинех ӗмӗтне, сцена ҫине тухассине, пурнӑҫланӑ.

Малтан Денис, икӗ ача ашшӗ, шоферта тата дальнобойщикре ӗҫленӗ. Ӳсӗмне кура ӑна актера вӗренме илесшӗнех пулман. Ҫапах халӗ вӑл театрта тата кинора ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

Шоура Денис 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ юрӑпа паллаштарнӑ. Композицие Гарик Мартиросян, Марина Кравец, Клава Кока, Тимур Родригез тата Ваня Дмитриенко хакланӑ. Юлашкинчен ку юрра «Иванушки International» ушкӑна юрлаттарнӑ. Ҫапах финалта ҫӗнтерме Денис кирлӗ чухлӗ балл пухайман.

 

Раҫҫейре

Мускавра иртнӗ «Пыл хурчӗ тата ҫын» конгресра чӑваш пылне тивӗҫлипе хакланӑ. Леонид Кудряшовӑн пылӗ 35 ҫӗршывран илсе килнӗ пылсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Унӑн тути ҫемҫе, паха. Ку жюрие чӑннипех те тӗлӗнтернӗ.

Леонид ӑна Етӗрне округӗнчи Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче туса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-194537172_457246841
 

Раҫҫейре

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Санкт-Петербургра «Тӗп район миссисӗ» конкурс пуҫланнӑ. Унта пӗтӗмпе 12 хӗрарӑм хутшӑнать.

Ҫак йышран виҫҫӗшӗ — чӑваш: Татьяна Байбарина, Анастасия Букина тата Ирина Кондакова. Вӗсем ыттисемпе пӗрле коронӑшӑн кӗрешӗҫ. Чиперккесем тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫӗҫ. Унсӑр пуҫне конкурсҫӑсем ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне Анастасия Степанова (сӑн ӳкерчӗкре хӗрлӗ хӑю ҫакнӑ пике) йӗркеленӗ. Вӑл – чӑваш, илем конкурсӗсене хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Красноярск крайӗнче хӗрарӑм икерчӗ нумай ҫисе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унта Ҫӑварни пулнӑ май икерчӗ ҫиекенсен конкурсӗ иртнӗ.

Хӗрарӑм ҫӑварне икерчӗ чикнӗ те чикнӗ, хӑй чӑмламан та. Ҫӗнтерес умӗн темиҫе минут маларах вӑл сывлайми пулса ларнӑ.

Тухтӑрсем хӗрарӑма ҫӑлма тӑрӑшнӑ, анчах икерчӗ апат ҫулне пӳлсе лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_421903
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...135
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 26

1945
80
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
25
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ