Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар. Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Семеновсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Семеновсен ҫемйи Мускава «Раҫҫей» курав-форума каяссине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер унта «Тӑвансем - юратнӑскерсем» форумӑн юлашки кунӗ пулнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин килсе Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне уҫнӑ. Семеновсем форумра пирӗн регионпа паллаштарнӑ, Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсене ятарлӑ парнепе хавхалантарнӑ. Аса илтерер: Николайпа Алевтина 5 ачана воспитани параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() большаямосква.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви ют ҫӗршыв ҫыннисем пирӗн патра 2022 ҫулта преступлени тунин статистикине тишкернӗ. Йӗрке хуралҫисен капкӑнне ҫакланнисен пӗтӗмӗшле йышне илсен, Узбекистанран килнисен тӳпи мигрантсем тунӑ преступленисенчен 40 процентпа танлашнӑ, Таджикистанран килнисен — 25 процентпа, Кӑркӑстанран килнисен — 13 процентпа. 2020 ҫулхипе танлаштарсан мигрантсем 2022 ҫулта виҫӗ хут ытларах преступлени тунӑ. 2022 ҫулта вӗсем 11664 йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ. Ют ҫӗршывран килнисенчен ытларахӑшӗ наркотикпа ҫакланнӑ. Ку енӗпе Узбекистан, Таджикистан тата Кӑркӑстан ҫыннисем уйрӑмах «палӑрнӑ». Ҫын вӗлересси 2022 ҫулта 2021 ҫултинчен 52 процент нумайланнӑ. Ун пек фигурантсен йышӗнче — Узбекистан, Таджикистан тата Азербайджан ҫыннисем ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ялти учитель» программӑна 2030 ҫулччен тӑсма йышӑннӑ. Аса илтерер: чылай регионта ҫак программӑпа усӑ куракансене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче - 2 миллион тенкӗ. Ку укҫапа кирек мӗнле те усӑ курма пулать. Ялти тухтӑр программӑпа 55 ҫула ҫитменнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсен ялта 5 ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() m.sibkray.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ултӑ ҫулта 600 ытла самолёт туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви самолётсем, двигательем тата приборсем туса кӑларас программӑна анлӑлатнӑ. Раҫҫей авиапаркӗнче, тӗпрен илсен, «Суперджетсем» тата «МС-21» маркӑллисем пулӗҫ. Авиаперевозчиксене «SSJ-New» маркӑллӑ самолёта 142 единица пама палӑртаҫҫӗ, «МС-21-310» — 270, «Ил-114-300» — 70, «Ту-214» — 115, «Ил-96-300» — 12. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан авиатехникӑна туса кӑларма патшалӑх пулӑшса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Unsplash.com сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ. Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ. «Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова. Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри туроператорсен ассоциацийӗн вице-президенчӗ Тарас Кобищанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫсей ҫыннисем кӑҫал ют ҫӗршывсене сахалрах кайӗҫ. Ку вӑл, сӑмахран, халӑх йышлӑ ҫӳрекен Египета пырса тивӗ. Хак пысӑк пулни тата сервис питех марри Раҫҫей ҫыннисене ҫӗнӗ вырӑнсене суйлама хистӗ. Ют ҫӗршывсенчен Раҫҫей ҫыннисем малтанхиллех ҫапах та Турцие, Таиланде, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратне, ҫавӑн пекех Египета суйлаҫҫӗ. Ют ҫӗршыври отельсен хуҫисем хаксене йӳнетме тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ маларах асӑннӑ эксперт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Лента.ра" сайтри сӑн Раҫҫее Турцирен, Азербайджанран ҫӑмарта кӳрсе килеҫҫӗ. Вӗсем хамӑрӑннинчен йӳнӗрех, анчах тутипе пирӗнни пек мар, урӑхларах. Ҫакна техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Александр Ишевский «Лента.ру» сайта каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, усӑлӑхӗ тӗлӗшпе вӗсен уйрӑмлӑх ҫук. Анчах ҫӑмарта хӑй те, тути те расна пулнине асӑрхамасӑр хӑвараймӑн. Пӗрремӗшӗнчен, сарри тӗлӗнтерме пултарать: шупка е ытла сарӑ. Унӑн тути те хӑйне евӗр. Ку чӑхсене мӗнпе тӑрантарнинчен килет. Тӗслӗхрен, пулӑ йышши апат ҫитернӗ тӗк ҫӑмартана пӗҫерсен те пулӑ тути пур. Ют ҫӗршывсенчи ҫӑмарта калӑпӑшӗпе те расна, ҫавӑнпа вӗсене категорие уйӑрмасан та пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Крмель сӑнӳкерчӗкӗ Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене тава тивӗҫлӗ ят пама тытӑнӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫакӑн ҫинчен калакан ятарлӑ Указа алӑ пуснӑ. Документ паянтан, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ку ята вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантаракан, вырӑнти ыйтусене татса паракан пысӑк профессионалсене пама шантараҫҫӗ. «Раҫҫей Федерацийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫес тесен ҫав енӗпе 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Сельская правда" архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче юр скульптурӑсен «Зимний хутор» фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Евгений Акимовпа Александр Иванов хутшӑннӑ. Вӗсем юртан, пӑртан скульптурӑсем туса Гран-прие тивӗҫнӗ. Ентешсем казахсен темипе кӳлепесем хатӗрленӗ. Палӑртмалла: фестивале 8 команда хутшӑннӑ. Кашнин хӑйӗн заданийӗ пулнӑ. Ҫанталӑк вара самаях сивӗ тӑнӑ: 23 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.