Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Ака уйӑхӗ кану кунӗсемпе вӗҫленӗ. Акан 28-мӗшӗнче канмалли кунсем пуҫланӗҫ. 28-мӗшӗнче кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл уяв умӗнхи мар. Анчах унччен шӑматкун, акан 27-мӗшӗнче, ӗҫлеме тивӗ.

Акан 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, юнкунччен, канӑпӑр. Ҫу уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче ӗҫлемелле. Унтан каллех - кану кунӗсем.

Ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче ӗҫлемелле те тепӗр 4 кун ӗҫе тухмалла мар: ҫу уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче канӑпӑр.

 

Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» форумра Спорт министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ.

Куравра чӑваш спортмсенӗсем ҫӗршыври тата тӗнчери пысӑк ӑмӑртусенче ҫӗнсе илнӗ медальсемпе, кубоксемпе паллашма май пулӗ. Унтах вӗсен старта тухнӑ экипировки те пулӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем «Чӑваш Енри спорт легендисем» республика музейӗнче упранаҫҫӗ.

Министерство интерактивлӑ проектсем те хатӗрленӗ: спорт темипе викторинӑсем те пулӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ.

 

Раҫҫейре
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗчӗк чемпионка Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Эфир ҫуркунне варринче экран ҫине тухмалла.

Алиса Исакова батут ҫинче хӑнӑхтару кӑтартнӑ, ҫак спорт тӗсӗ ҫинчен, хӑйӗн пирки каласа кӑтартнӑ. Алиса – Чӑваш Енри тата Мускаври чемпионка, Jumping fitness ятлӑ спорт тӗсӗнче 3-6 ҫулсенчи ачасен хушшинче палӑрнӑ.

Пӗчӗк хӗр пӗрчипе пӗрле Пӗрремӗш канал ӳкерӗвне ашшӗ-амӑшӗ тата тренерӗ Маргарита Габакан кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/94552
 

Раҫҫейре
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Строительство министерстви хӑйӗн экспозицийӗпе паллаштарма тытӑннӑ. Ӑна ведомство министрӗ Михаил Коледа тата республика вице-премьерӗ Павел Данилов уҫнӑ.

Ҫавӑн пекех экспозицие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма «Уяв» ансамбль килнӗ, вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Министерство хӑнасем валли пуян программа хатӗрленӗ: «Таса шыв. Микробсене сӑнне кура пӗл», «Шыв тасатнин лабораторийӗ», «Ӑшӑ пункчӗ» ӑсталӑх класӗсем. Ҫавӑн пекех строительсем ҫуртсенче таса шыв ӑҫтан тупӑнни пирки каласа кӑтартӗҫ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес тунтикун Раҫҫейри мӗнпур шкулта «Пӗлтерӗшли ҫинчен - калаҫу» класс сехетӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирки калаҫӗҫ. Аса илтерер: ку проекта Чӑваш Ен ытти регионпа пӗрле пурнӑҫланӑ.

Ку проект мӗнле ҫуралнӑ? Ӑна мӗнле пурнӑҫланӑ? Кун пирки шкул ачисене каласа кӑтартӗҫ. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫӗршыври халӑхсен историне, культурине тата географине вӗренмелли пособи пулса тӑрӗ. Сӑмах май, Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра та унпа паллаштарнӑ.

 

Раҫҫейре
РИА Новости архивӗнчи сӑн
РИА Новости архивӗнчи сӑн

Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне тӗнчери чи пысӑк торт пӗҫернӗ. Вӑл 4 метр тӑршшӗ, 2,5 метр сарлакӑш. Ҫырларан пӗҫернӗ торт 623 килограмм таять. Ҫапла Сочири кондитерсем рекорд лартнӑ. Ҫакна Раҫҫейри тӗнче тата наци рекорчӗсен реестрӗнче регистрациленӗ.

Торта 20 кондитер пӗҫернӗ. Ӑна хатӗрленӗ ҫӗре пӗтӗмпе 40 ҫын хутшӑннӑ.

 

Раҫҫейре

ИТ-специалистсене малашне те ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парса пулӑшӗҫ. Асӑннӑ программӑпа кредит лимитне унчченхи 500 миллиард тенкӗрен 700 миллиард тенке ҫитерсе пама йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ.

Хальхи лимит 50 пин ИТ-специалиста ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илме май парать, тата укҫа хушса панӑран вӑл ҫӑмӑллӑхпа тепӗр 15 пинрен кая май айтишник усӑ курайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/176126
 

Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» карав-форумра ЧР Промышленноҫ тата энергетика министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.3D-ӳкерӳ, фотобудка, Сергей робот, радиоуправлениллӗ трактор... Курава килекенсене чылай кӑсӑклӑ япала кӗтет.

Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хӗрарӑмсен аллейин хӑтлавӗ те пулӗ. Хӑнасем вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ сакӑр хӗрарӑм шӑпипе паллашӗҫ.

Сергей робот хӑнасене алӑ тытса кӗтсе илет, вӑл темиҫе сӑмах калама та пултарать.

 

Раҫҫейре
«Пятница» телеканал сӑнӳкерчӗкӗ
«Пятница» телеканал сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти мӑшӑр «Пятница» телеканал кӑтартакан «Четыре свадьбы» (чӑв. Тӑватӑ туй) проектра мала тухайман.

Аса илтерер: ҫав проекта качча каякан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе тӑватӑ хӗр чи лайӑх туй ята илессишӗн ӑмӑртать. Пӗр-пӗрин туй кӗпине, каччине, сӗтел ҫине лартнӑ ӗҫме-ҫимене хаклаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех пӗрне-пӗри каҫса каялла хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ. Чи пысӑк балл пухнӑ ҫемьене телеканал канма кайма путёвка парать.

Черетлӗ кӑларӑмсенчен пӗрне Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑннӑ. Хӗр – банк ӗҫченӗ, каччӑ – ландшафт дизайнерӗ. Туй тума вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Раҫҫейре
"Пятница" телеканалти видео скринӗ
"Пятница" телеканалти видео скринӗ

Паян «Пятница!» телеканалпа пыракан «Четыре свадьбы» кӑларӑма Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑнӗҫ. Эфира 22 сехетре курма пулать.

Кӑларӑма хутшӑнакансем пӗр-пӗрин туйне тӗрлӗ критерипе хаклаҫҫӗ. Хӑшӗн туйӗ чи нумай бал пухать - ҫавӑ ҫӗнтерет.

Елена банкра ӗҫлет, Владимир -ландшафт дизайнерӗ. Вӗсем халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Ҫамрӑксем туя классика стилӗпе туса 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93753
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ...129
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та