Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри ал ӗҫ ӑсти Светлана Куманейкина Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Вӑл - Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Анютино ялӗнчен. Светлана курава килекенсем валли хӑйне евӗр стенд хатӗрленӗ. Унта пусмаран, мамӑкран хатӗрленӗ пуканесем, яппун вӗтӗ шӑрҫинчен хатӗрленӗ колье вырӑн тупнӑ. Светлана Куманейкина куравра ал ӗҫ енӗпе ӑсталӑх класӗсем те ирттерет. Унта хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те, ачасем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() vk.com/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫулти хӗрача тӗнчери FASHION модель пулса тӑнӑ. «Тӗнчери модель» илем конкурсӗ Мускавра иртнӗ. Унта Ксения Кудряшова «Тӗнчери FASHION модель 2024» ята тивӗҫнӗ. Хӗрача каланӑ тӑрӑх, виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртнӗ. «Эпир fashion фотографсемпе тата видеографсемпе, педагогсемпе ӗҫлерӗмӗр, тӗрлӗ ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчи паллӑ ҫынсемпе ӗҫлерӗмӗр», — каласа кӑтартнӑ ача. Ксения — Шупашкарти 28-мӗш ача пахчине ҫӳрет. Спорт гимнастикипе, вокалпа кӑсӑкланать, фортепианӑпа калама вӗпенет, модель шкулне ҫӳрет. Ӳссен хӑйӗн салонне уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Телеграмри chuv_kray каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускаври ВДНХра ӗҫлекен «Раҫҫей» куравпа такам та кӑсӑкланса паллашать. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Чӑвашсен те кӑтартмалли, мӑнаҫланмалли ҫук мар. Хальхи вӑхӑтра унта муниципалитетсем те хӑйсемпе палалшатраҫҫӗ. Чӑвашсен экспозицийӗпе Станислав Садальский актёр та паллашнӑ. Актёр Чӑваш Ене юртани пирки хавхаланса пӗлтернӗ. Унран та ытларах — вӑл пӗчӗк Шӑнкӑртам чӑваш ялӗнче ҫуралнипе хавхаланни пирки палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян «Ҫулталӑк йывӑҫӗ. Раҫҫей» сасӑлав пуҫланнӑ. Онлайн сасӑлав ирттерсе ҫӗршыври тӗп йывӑҫа суйлӗҫ. Пӗлтӗр сасӑлавра Чӑваш Енри 372 ҫулти юман мала тухнӑ. Вӑл Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинка ялӗ ҫывӑхӗнче ӳсет. Кӑҫал спонсорсем пулӑшнипе ун таврашӗнчи территорие хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Кӑҫал вара сасӑлава Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Аслӑ Петӗр юманӗ хутшӑнӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинчи культурӑпа кану паркӗнче 350 ҫул ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 32 метр, вуллин сарлакӑшӗ - 3,86 метр. Вӑл сасӑлава 37-мӗш номерпе хутшӑнать. Сасӑлама ҫак сайта кӗмелле: https://rosdrevo.ru/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш тӑрӑхӗ" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енри Светлана Ярандайкина стюардесса чи хитре стюардессӑсен шутне лекнӗ. Хӗр «Топ стюардесс – 2024» илем конкурсӗн ҫурма финалне кӗнӗ. Светлана 20 ҫултанпа борт проводника ӗҫлет. Унтанпа вӑл 4 пине яхӑн сехет вӗҫнӗ. Халӗ вӑл тӗнчери авиакомпанисен чи хитре те чи профессионал бортпроводникӗсен конкурсне хутшӑнать. «Конкурса эпӗ тӑван Шупашкар хулин ячӗпе хутшӑнатӑп. Хам вара чылай ҫул ӗнтӗ Мускавра пурӑнатӑп. Тӑван тӑрӑха вӗҫнӗ чух чун хумханать, чӑвашша калаҫнине илтсен ачалӑха аса илетӗп», – тет чипер пике. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра республикӑри муниципалитетсем те хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра унта Патӑрьел округӗ ӗҫлет. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче - Улатӑр округӗ, ҫу уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче - Улатӑр хули, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен - Шупашкар хули, ҫӗртмен 3-9-мӗшӗсенче - Ҫӗрпӳ округӗ, ҫӗртмен 11-13-мӗшӗсенче - Сӗнтӗрвӑрри округӗ, ҫӗртмен 14-16-мӗшӗсенче - Куславкка округӗ, ҫӗртмен 17-23-мӗшӗсенче - Ҫӗнӗ Шупашкар хули, ҫӗртмен 24-30-мӗшӗсенче - Етӗрне округӗ, утӑ уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Вӑрнар округӗ хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан учрежденисем Оренбург тӑрӑхӗнчи ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. Кунта сӑмах шыв-шур илнипе килсӗр-ҫуртсӑр юлнисем пирки пырать. Пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ пурлӑхсӑр юлнисен килӗсенчен ҫири ҫипуҫпа тухса кайма тивнӗ. Паян, акӑ, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем, Йӗпреҫри психоневрологи диспансерӗ гуманитари пулӑшӑвне пухса панӑ. Шӑл тасатмалли пастӑпа шампунь таврашӗнчен пуҫласа чӑлха-нуски, минтерпе утиял таранах пухнӑ. Апат-ҫимӗҫрен – кӗрпе-макарон, тушёнка, тип ҫу. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Артем Осипов архивӗнчи сӑн Ҫитес эрнере вырсарникун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма пӑхма ан манӑр. Унта Шупашкарти Артем Осипова кӑтартӗҫ. Вӑл 8 ҫулта. Артем Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренет. Вӑл купӑс ӑста калать. Кӑларӑм эфира 16:10 сехетре тухӗ. Палӑртмалла: унта 3-12 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаҫҫӗ. |
Раҫҫейре
![]() yaplakal.com сайтри сӑн Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра кӗҫех республикӑри муниципалитетсем ӗҫӗ-хӗлӗпе, культурипе, туризм илӗртӳлӗхӗпе, инвестици потенциалӗпе паллаштарӗҫ. Чи малтан, ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, Патӑрьел муниципаллӑ округӗ хӑйӗн экспозицине кӑтартӗ. Хальхи вӑхӑтра куравра ЧР Цифра тата Спорт министерствисем ӗҫлеҫҫӗ. 75-мӗш павильонра регионти МИХсемпе паллашма, фиртуаллӑ форматпа усӑ курса наци чӗлхине вӗренме пулать. Спорта юратакансем вара хӑйсен вӑйне силомерпа тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех виртуаллӑ ринга тухса кӗрешӳ енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑнма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/yurasumy каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, «Нива» автомбиле туса кӑларма тытӑннӑранпа 47 ҫул ҫитнӗ. Автомобиль дизайнерӗ Валерий Семушкин Леонид Брежнев сӑнавлӑ машинӑна ларса 20 минута яхӑн ярӑннине аса илнӗ. Унтан автомобильтен тухнӑ та машинӑна тӑррине ал лаппипе ҫапса: «Автомобиле туса кӑларма тытӑнӑр!» — тесе хушнӑ. Машинӑна малтанласа 9 пин тенкӗпе сутнӑ. Ку вӑл «Волгӑпа» «Москвич-412»-рен те хаклӑрах пулнӑ. Ҫӗнӗ автомобиле СССРта ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те килӗштернӗ. «Нивӑна» тӗнчери 100 ҫӗршывра сутнӑ, Австрипе Ҫӗнӗ Зеландире вӑл чи анлӑ сарӑлнӑ внедорожник шутланнӑ. . Петр Прусов конструктр каланӑ тӑрӑх, Европӑра вырӑс машинине туянма ҫанталӑк хистенӗ. 1979 ҫулхи хӗл питӗ юрлӑ пулнӑ, ҫавна май Европа ҫыннисем «Нива» йывӑр джипсем каяйман ҫӗрте те ҫӳреме пултарнинчен тӗлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.