Экономика
![]() «Чӑвашавтотранс» предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалне 162 миллион тенкӗпе сутса ярӗҫ. Панкрут-предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне виҫӗ лотпа сутма палӑртнӑ. Чи пысӑк лотшӑн 106,5 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Унта администраципе йӑла корпусӗ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ, туса пӗтермен пӗр хутлӑ ҫурт, электричество мелӗпе ӑшӑтмалли лини, эстакада-полигон, канализаци, 36,7 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арендӑна илесси тата куҫман пурлӑх кӗрет. Иккӗмӗш лот хакӗ — 18,2 миллион тенкӗ. Кунта – ҫу заправкин пункчӗ, пурӑнмалли мар ҫурт, уҫӑ стоянка, 7,5 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ. Виҫҫӗмӗш лот хакӗ — 37 миллион тенкӗ. Кунта уҫӑ тата хупӑ стоянкӑсем, ӑшӑ узелӗ, 10,6 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ, насос установки тата куҫман пурлӑх кӗрет. «Чӑвашавтотранс» предприятие 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала сутма темиҫе хут та хӑтланса пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнар. Шупашкарти «Инженер» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн гендиректорне Людмила Токмолаевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӗр йӗркелӳҫи» ят панӑ; Шупашкар районӗнчи «Чебомилк» обществӑн водительне Николай Иванова, Елчӗк районӗнчи «Эмметево» обществӑн директорне Юрий Лапшина, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» обществӑн уй-хир бригадин тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан рабочине Надежда Паймуковӑна — «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкарти «Теплосеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне Виталий Кадыкова — «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкар районӗн сучӗн председательне Сергей Елёхина — «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Антидилер" тунӑ сӑн Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫул ҫинче Land Cruiser, бетон пӑтратакан машина тата VW Polo ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн тӑрри йӑлтах арканса пӗтнӗ. Бетон ҫӑракан машина отбойнике пырса тӑрӑннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл хӑш машинӑра пулнине хальлӗхе хыпарламан. Сӑмах май, ҫав вырӑнтан инҫех мар 2019 ҫулта микроавтобуспа КамАЗ ҫапӑннӑччӗ. Автобус Канашран Мускава кайма тухнӑ. Аварире темиҫе ҫын вилнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла. Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса ҫырнӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ. Каярах вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил тухма, аслати авӑтма пултарӗ. Аслати вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарать маларах асӑннӑ управленин Инкеклӗ лару-тӑру управленийӗн центрӗ. Ҫил вӑйлӑ алхассан ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса каяс, ҫирӗп мар хуралтӑсем, ытти ҫавӑн йышши конструкцисем тӳнсе каяс хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа та асӑрханмалла, сыхланмалла. Яваплӑ службӑсен уйрӑмах сыхӑ тӑмалла. |
Тӗнчере
![]() Пӑтӑрмах вырӑнӗ Кӑнтӑр Корейӑра нумай хутлӑ ҫурт ишӗлнӗ — тӑхӑр ҫын вилнӗ. «Ишме палӑртнӑ ҫурт ӑнсӑртран ишӗлсе аннӑран тӑхӑр ҫын вилнӗ тата тепӗр саккӑрӑшӗ аманнӑ», — ҫӗртмен 10-мӗшӗнче корейсен ҫӑлав служби пӗлтернине тӗпе хурса ҫапларах хыпарлать Reuters. Ҫурт ишӗлсе анас умӗн темиҫе минут маларах рабочисем ҫӳлти хута салатнӑ, ун хыҫҫӑн аялти хутран паллӑ мар сасӑ илтӗнме пуҫланӑ. Вара ҫурт автобус чарӑнӑвӗ ҫине, унта шӑп та лӑп халӑх автобусран тухнӑ самантра, йӑтӑнса аннӗ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт мӗншӗн йӑтӑнса анни хальлӗхе паллӑ мар. Кӑнтӑр Корейӑра ку ҫакнашкал инкек пӗрремӗш хут мар пулса иртет. Сӑмахран, 1995 ҫулта Сампун суту-илӳ центрӗ ишӗлсе аннӑччӗ, ун айӗнче 500 ҫын вилнӗ, 1994 ҫулта вара кӗпер ишӗлнине пула 49 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Чайка» пассажир карапӗ Шупашкара Хусанпа ҫыхӑнтаракан юханшыв маршрутне уҫнӑ хыҫҫӑн (унта «Валдай» кимӗ ҫӳрӗ) Тутарстан влаҫӗсем те асӑннӑ маршрутпа хӑйсен пассажир карапне яма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Советская Чувашия» кӑларӑма панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсен ыйтӑвне хуравланӑ май икӗ республикӑн тӗп хули хушшинче ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӳреме пуҫлакан «Валдайсем» ҫинче билет хакӗ автобусринчен уйрӑлса тӑмӗ тесе пӗлтернӗ. Маршрутра хальхи вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара чарӑнусене пӑхса хӑварнӑ, Сӗве ялӗнче те чарӑну тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Олег Алексеевич юханшыв маршрутне Тутарстан влаҫӗсем те уҫма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун валли вӗсем хальхи вӑхӑтра Ешӗл Варти А.М. Горький ячӗллӗ савутра тума пуҫланӑ «Чайка» караппа усӑ курасшӑн. Пахалӑхӗсене танлаштарсан ку карапсем «Валдайсенчен» миҫе ҫынна турттарма пултарассипе (176 ҫынна хӑйпе илейрет; «Валдай» вара 45 ҫеҫ) ирттереҫҫӗ, анчах хӑвӑртлӑх енӗпе вӗсем япӑхрах. «Чайка» сехетре 18 ҫухрӑма яхӑн хӑвалама пултарать пулсан, «Валдай 45-Р» шывай ҫунатлӑ кимӗ сехетре 65 ҫухрӑм таран вӗҫтерме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() autizmy-net.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шкулта вӗренекен ачасене вӗренӳ учрежденийӗнче апатланма патшалӑх укҫа уйӑрать. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑха пула килте вӗренекенсем те пур. Вӗсене вара апатшӑн хыснаран пӗр пус та лекмен. Ҫак кӑлтӑка пирӗн республикӑра халӗ пӗтернӗ. Ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче асӑннӑ категорие кӗрекен ачасене те апатланнишӗн компенсаци пама тытӑнма йышӑннӑ. Сывлӑха пула шкула каяйман, килте вӗренекен ачасене кунсерен 138 тенкӗ укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫана вӗсен ашшӗ-амӑшне пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрнине шута илсе парӗҫ. Пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра чире пула 13 ача килте вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kpravda.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ вӑрҫӑ ачисене коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫӑмӑллӑх парас йӗркене ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, асӑннӑ категорие кӗрекенсене республика ертӳҫисем коммуналлӑ пулӑшушӑн 25 процент сахалтарах тӳлеттерес йӗркене йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пая каймалла. Заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене квартал вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑратмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрремӗш хут ҫырса памалли вӑхӑт юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ. Коммуналлӑ пулӑшупа парӑм пухӑнса кайнине судпа ҫирӗплетнӗ пулсан ҫӑмӑллӑха памасан та пултараҫҫӗ. Вӑрҫӑ ачисен патшалӑх паракан пӗр ҫӑмӑллӑхпа ҫеҫ усӑ курма юрать. Кунта, сӑмахран, ӗҫ ветеранӗсене, ҫавӑн пек ытти категорие кӗрекенсене асӑнма пулать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вӑрҫӑ ачисем — 60 пин ытла ҫын, вӗсенчен 95 проценчӗ тӗрлӗ социаллӑ пулӑшупа усӑ курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.