Сывлӑх
![]() Чӑваш тухтӑрӗсем пневмоние пула сывлӑш пӳлӗннипе нушаланакан ҫынна тӗрӗслесшӗн мар, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк, тухтӑрсем оборудование перекетлеҫҫӗ. Ҫапларах ҫырса хунӑ Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий ӳсӗрме тытӑннӑ, юн пусӑмӗ ӳссе кайнӑ, сывлӑш пӳлӗннӗ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ, бригада капельница лартнӑ, кислородпа сывлаттарнӑ. Кӗҫех арҫынна каллех япӑх пула кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Шупашкарти 1-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тунӑ. Вирус ҫирӗпленменрен кардиологи пульницине чӗре чирӗпе вырттарнӑ, ҫирӗпленмен пневмони тесе ҫырса хунӑ. Ӳпке шыҫнине палӑртас тесен компьютер томографийӗ тумалла. Юрий 160 килограмм таять, врачсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн виҫипе томографа ватма пултарать. Юрий тӑванӗсем Чӑваш Енри патшалӑх тата уйрӑм ҫын клиникисене ҫитнӗ, анчах тивӗҫлӗ аппарат тупӑнман. Ӑна е Хусана, е Мускава илсе кайса тӗрӗслеме сӗннӗ. Кӑшӑлвирус ҫирӗпленмерен ӑна ҫав инфекцирен сиплемеҫҫӗ. Арҫын вара япӑхсах пырать, ӑна интенсивлӑ терапи палатине куҫарнӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ир-ирех Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗнче полицейскисем, Росгварди ӗҫченӗсем документсене тӗрӗслесе ҫӳреҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Наркотик шыранӑ. Ӗнер дежурнӑй пульчӗ ҫине пасарта наркотик сарни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем пасара «Мӑкӑнь» оперативлӑ профилактика мероприятийӗпе килӗшӳллӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. Полицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем документсене кӑна мар, миграци саккунне мӗнле пӑхӑннине те тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче 10 уйӑхри ача сантехника тасатмалли шӗвеке ӗҫнӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Тухтӑрсем ун патне 5 минутранах ҫитнӗ, зонд лартса хырӑмлӑхне тасатнӑ. Унтан вӗсем ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, шурӑ халатлисем ачана тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ. Телее, ачана урӑх пулӑшу кирлӗ пулман, ӑна киле илсе кайма ирӗк панӑ. Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, уксуспа, йӑлара усӑ курмалли химипе наркӑмӑшлансан ҫынна хӑстармалла мар, унсӑрӑн пырӗ те пиҫсе каять. Кун пек чухне часрах тухтӑрсене чӗнмелле, вӗсем зонд урлӑ хырӑмлӑха тасатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӑлавпа шырав служби архивӗнчи сӑн Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче 38 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет. Ҫав кун Кӗтне Пасар ялӗнчи пӗвере арҫын путни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 1983 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ, ӑна ҫыран хӗррине илсе кӑларнӑ та полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 2 ҫын путса вилнӗ. Ҫак тӗслӗхсен 95 проценчӗ шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри урхамах, Зов Предков ятлӑскер, Тутарстанра иртнӗ ӑмӑртура Элита парнине ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, ҫак урхамахӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку. Ӑмӑрту Хусанта утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршыври лашасем хутшӑннӑ. Элита парни – аслӑрах лашасен сумлӑ награди. Шӑпах ӑна Зов Предков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ытти лашасен хушшинче чи вӑйли пулнӑ. Зов Предков В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савутӗнче 2016 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫуралсанах вӑл уксахланӑ. Тухтӑрсем пулӑшнипе вӑл сывалнӑ, халӗ ав мӗнлерех ҫитӗнӳсем тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗкре улӑмран хатӗрленӗ хӗрпе лаша скульптури тупӑннӑ. Вӗсене культурӑпа кану паркне вырнаҫтарнӑ. Хӗр наци костюмне тӑхӑннӑ. Вӑл лашапа юнашар тӑрать, аллинче тулӑ пучахӗсене тытнӑ. Пӗтӗм композицие улӑмран тунӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Елчӗкри канупа культурӑпа кану паркӗнче унччен лав тытнӑ хресчен скульптурине лартнӑ. Кунсӑр пуҫне унта арман, ытти арт-объект пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн ШӖМӗн видеовӗнчен илнӗ скриншотсемпе усӑ курнӑ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленни, пули-пулми ҫынна илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Ултавҫӑ-хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать иккен. Хӗрарӑм ҫынна шанакансене паллашу сайчӗ урлӑ тупнӑ. Хӑшӗсене вӑл сипленме укҫа кирлӗ, теприсене бизнеса аталантарма кирлӗ, виҫҫӗмӗшӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшанҫи пулнӑ. Капкӑна ытларах чухне арҫынсем ҫакланнӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, улталанакансем тата та нумайрах, вӗсем полицие хальлӗхе пурте пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ. Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать), пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑччӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем, телее, шар курман. Асӑрханмасӑр пурлӑха сиенленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушара пула 250 пин ытла тенкӗлӗхшар кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, мачча ҫинче такам пулнӑ. Инкек ҫавӑн хыҫҫӑн тухнӑ. Те, шӑрпӑкпа вылянӑ ӗнтӗ, те пирус туртнӑ. Айӑплине пакунлисем тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sud74.eps74.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗр-пӗр ыйтӑва хӑвӑрт татса пама кансӗрлекен сыпӑсемпе ӗҫсене пӑрахӑҫламалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Ӗҫ тӑвакан влаҫра тата ӑна пӑханакан органсенче 2021-2025 ҫулсенче перекетлӗ технологипе усӑ курӗҫ. «Росатом» патшалӑх корпорацийӗн «Тухӑҫлӑ регион» проекчӗ ертсе пырас ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме пулӑшӗ. Чӑваш Ен ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗнче перекетлӗ производство енӗпе 53 проекта пӑхса хӑварнӑ. Вӗсемшӗн яваплисем — республикӑн Сывлӑх сыхлав, Культура, Вӗрентӳ, Ҫутҫанталӑк, Промышленность, Ял хуҫалӑх, Строительство, Транспорт, Ӗҫ, Спорт, Финанс, Цифра аталанӑвӗн, Экономика аталанӑвӗн министерствисем тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |