Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн коммуналлӑ пулӑшушӑн хальхинчен ытларах тӳлеме пуҫлӑпӑр. Республикӑн конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ӗнер брифинг ирттернӗ. Унта ведомство ертӳҫи Надежда Колебанова ӑшӑшӑн хак 3,4 процентран, вӗри тата сивӗ шывшӑн, хваттертен тухса каякан таса мар шывшӑн 3,9 процентран, йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн 3,4 процентран ытла ӳсмессине шантарнӑ. Хулара пурӑнакансем 1 киловатт-сехет электроэнергишӗн 12 пус, ялтисем 8 пус нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ. Хуларисемшӗн хак 3,6 тенкӗ пулӗ, ялтисемшӗн — 2,52 тенкӗ. Ҫутҫанталӑк газӗн 1 кубла метрӗшӗн хак 17 тенкӗ ӳссе 6,05 пуса ҫитӗ. Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн хулара пурӑнакансем ҫын пуҫне 64,89 тенкӗ тӳлеме пуҫлӗҫ (хак 2,13 тенкӗ ӳсӗ), ялтисем — 51,71 тенкӗ (хак 1,69 тенкӗ ӳсӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Космоса чӑваш элемӗллӗ ракета ҫӗкленӗ. Паллӑ пулӑм ҫӗртмен 30-мӗшӗнче пулса иртмелле. Ҫав кун «Байконур» космодромран «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарӗ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хурӗҫ. Чӑваш Ен ҫакӑн пирки «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев Питӗрте ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта кӑҫал та «Ача-пӑча Акатуйӗ» иртӗ. Ачасен республика шайӗнчи уҫӑ фестиваль-конкурсне хулари Тӗп клуб тытӑмӗ ирттерет. Фестивале чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварас, аталантарас, халӑхра сарас, ача-пӑчана хӑйӗн пултарулӑхне аталантарма парас, илеме туйма, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурс Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен иртӗ. Унта 5-14 улсенчи ачасем хутшӑнӗҫ. Конкурсантсен заявкисемпе видеоӗҫӗсене ҫӗртмен 17-мӗшӗччен dkrovesnikckscheb@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмлели телефон номерӗ — 23-04-66. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ботаника садӗнчи пӗве. Николай Плотников тунӑ сӑн Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл пӗвере выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнче пулнӑ. Унта Ботаника сачӗ вырнаҫнӑ. Садри пӗвере ҫамрӑк арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Эдуард Геннадьевич Тумановран ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе сас-хура ҫук. Вӑл пулла кайнӑ та ҫухалнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш эрне ӗнтӗ шыраҫҫӗ. Арҫынна Мари Элте шыраҫҫӗ. 42-рискер кӳршӗ республикӑна пулла кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле камуфляж куртка, ҫавӑн пекех шӑлавар, симӗс тӗслӗ атӑ пулнӑ. Эдуард Туманов 178 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, кӗске, куҫӗ кӑвак. Пулла кайнӑ чухне сарӑ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Президент пепкелӗх центрӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ. «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗн тӗллевӗ — сывлӑха вӑхӑтра ҫирӗплетсе телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма пулӑшасси. Ҫак программӑна пула ҫамрӑк мӑшӑрсем паха медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра илеҫҫӗ», – палӑртнӑ Президент пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина. Пациентсене пысӑк квалификациллӗ акушер-гинекологсем, урологсем йышӑнаҫҫӗ. Тухтӑрсем патне кайиччен малтан ҫырӑнмалла. Ҫумра ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ (оригинал тата копи), паспорт, страхлакан полис, СНИЛС пулмалла. Сертификатпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче усӑ курмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан Серафима Федорова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗҫ вӗтеранӗ халӗ те аптӑрмасть: юрлать, сӑвӑ пӑхмасӑр калать. Серафима Тимофеевна шкулта кӗҫӗн классене тата вырӑс чӗлхи предметне вӗрентнӗ. Кинемей ӑс-тӑнне ҫирӗплетсех тӑрать, ҫакна тума ӑна хаҫат-журнал вулани пулӑшать. Серфима Тимофеевна хӑйӗн кашни вӗрентекенне астӑвать. Вӑл, паллах, вӑрҫӑ ҫулӗсене те манман – чылай йывӑрлӑх кӳнӗ-ҫке-ха вӑл. «Шкулта ачасемпе вутӑ ҫурнӑ, ҫулла ҫӗрлесерен кӗлте йӑтаттӑмӑр», - аса илнӗ кинемей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ria.ru сайтри сӑн Шупашкарта ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫын ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Ку инкек 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ӗнер Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм 31 ҫулта пулнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкарти ҫуртсен картишӗнче 17 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moya-planeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта йӗкӗрешсен фестивалӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет. Фестивеле йӗкӗреш, виҫӗреш ачасене ӳстерекен ҫемьесем пухӑнӗҫ. Малтан куҫӑн мар тапхӑр иртӗ. Кӑмӑл пуррисен ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗччен заявка памалла. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куҫӑн майпа иртекен тапхӑр пулӗ. Фестиваль Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене килти ӗҫ те парӗҫ – вӗсен пултарулӑх номерне кӑтартмалла. Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ekoin.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре экологи аталанӑвӗ тата климат улшӑнӑвӗ енӗпе ӑслӑлӑхпа техника программи пурнӑҫа кӗрӗ. Ку енӗпе республикӑра яваплӑ ҫынсене палӑртнӑ. Программӑна 2021-2030 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле. Ӗҫлӗ ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе республикӑн виҫӗ вице-премьерне: экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Д.И. Краснова, ял хуҫалӑх министрне С.Г. Артамонова, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне А.Л. Салаевӑна; ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Э.Н. Бедертдинова, промышленность тата энергетика министрне Е.Р. Герасимова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорне А.Ю. Александрова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорне В.Н. Иванова тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорне А.Е. Макушева; Экологипе ҫутҫанталӑкӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорне О.С. Александрова кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.