Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑри предприяти-организацие ӗҫ профессиллӗ специалистсем питех те кирлӗ. Ҫакӑнта слесарьсене, ҫӗвӗҫсене, парикмахерсене тата поварсене асӑнмалла. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ун пек кашни специальность пуҫне вӑтамран 600 ваканси сӗнеҫҫӗ. Савутсенче сварщиксем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ун пеккисем 250 ҫын кирлӗ. Республикӑн ӗҫлӗх служби ҫынсене сварщика вӗренме ярать. Професси пӗлӗвне Алла илмелли вӗрентӗве «WorldSkills» организацире йӗркеленӗ. Сварщиксем, сӑмахран, «Промтрактор» савута та кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсене асӑннӑ савут хӑй те вӗрентсе хатӗрлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 28 пин ытла ҫемье 3-7 ҫулсенчи ывӑл-хӗрӗшӗн ача пособийӗ илме заявлени панӑ. Ҫӗнӗ пособие илес тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче заявлени ҫырма пулать. Ҫав вӑхӑтрах кама ҫав пособи тивӗҫмӗ? Заявление хӑш вӑхӑтра пӑхса тухӗҫ? Ҫак тата ытти ыйту хуравне Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Алексей Григорьев тӳрӗ эфирта хуравлӗ. Ыйтусене министр ҫумӗ ыран, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» пабликра йышӑнӗ. Тӳрӗ эфир 13 сехетре пуҫланӗ. Ыйтусене халех ӑсатсан та, тӳрӗ эфир кунӗнче чатра ҫырсан та йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ журналиста юбилей медалӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку чыса «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра тӑрӑшакан Александр Белов тивӗҫнӗ. Журналиста «Правда» хаҫата йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа чысланӑ. Асӑннӑ медале пани ҫинчен калакан удостоверение Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗ Геннадий Зюганов алӑ пуснӑ. Маларах асӑннӑ хаҫатра Александр Белов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ӗҫленӗ. Фейсбукра хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнере 2-3 репортаж хатӗрлесе панӑ, вӗсене пӗрремӗш-иккӗмӗш полосасенче пичетленӗ. Пӗррехинче хаҫат хуҫипе вӑйлӑ тавлашса илнӗ, унтан журналист хаҫатран пӑрахса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗпе, поэтпа, прозаикпа, публицистпа Николай Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи литература ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. Залра Николай Николаевичӑн хайлавӗсем янӑранӑ тата Алина Федорова тата Сергей Петров эстрада юрӑҫӗсем хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Ҫыравҫӑн хайлавӗсен хӑйнеевӗрлӗхпе филологи наукисен кандидачӗ Ольга Скворцова паллаштарнӑ. Николай Ларионов Зощенко пекех — ҫырма пуҫличчен пурнӑҫ мӗнне ӑнланнӑ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Чӗмпӗр ҫыравҫине Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Николай Ларионов 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1978 ҫултанпа Чӗмпӗрте пурӑнать. 2002-2018 ҫулсенче облаҫри чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулнӑ, «Шевле» литература пӗрлешӗвне пуҫарса янӑ. Паян вӑл — «Ульяновская правда» издательство ҫурчӗн наци хаҫачӗсен тӗп эксперчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() 2010 ҫултанпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулнӑ. Сывлӑш температури нормӑран 3 градус ытларах пулнӑ. Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Ҫапах та синоптиксем шӑрӑх кунсем те пулассине систереҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче ӑшӑтса илӗ. Декада вӗҫӗнче ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ. Иккӗмӗш декадӑра шӑрӑх сывлӑш килет, типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче тата уйӑх вӗҫӗнче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ҫапах термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лилия Прокопьева) артисчӗсем нумаях пулмасть Белоруҫ Республикин тӗп хулинчен, Минскран, таврӑннӑ. Унта Минскри трактор савучӗн 75 ҫулхине халалланӑ юбилей мероприятийӗсем иртнӗ. Чӑваш артисчӗсем шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп музыка коллективӗсенчен пӗринпе пӗрлех Минскра «Фантом» ташӑ студийӗ, «Паша Ангелина ячӗллӗ бригадӑри» тракторист-хӗрсем, Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗн ӗҫченӗсем «Эволюция тяговой силы» экспозиципе хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Зинаида Воронова Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ Зинаида Воронова 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл Елчӗкре 1951 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Зинаида Воронова — наци тумне хатӗрлессипе Чӑваш Енра тата Раҫҫейре паллӑ ӑста. Чӑваш культурине упраса хӑварассипе 30 ҫул ытла тӑрӑшать. Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче Зинаида Воронова 2013 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта тӗрлӗ курса ертсе пырать, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ культурипе паллаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн кивӗ Правительство ҫуртӗнче мӗн пулсан лайӑхрах? Чӑваш Енре пурӑнакансем кун пирки хӑйсен шухӑшне «Чӑваш Республики» ушкӑнра пӗлтерме пултарнӑ. Ыйтӑма 1200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑланисенчен ытларахӑшӗ (32,57%) аслӑ шкула вӗренӳ корпусӗ валли пама сӗннӗ. 14,26 проценчӗ шкул уҫтарасшӑн. Тӗрлӗ мероприяти (куравсем, конференцисем, форумсем тата ытти) валли усӑ курма сӗнекен те пур. Ун пек шухӑшлисем — 13,63 процент. 11,89 проценчӗ уҫтарасшӑн. Администраци ҫурчӗ пултӑр тенисем — 8,72 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ. Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
1769 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ӑслӑлӑх академийӗн типографийӗнче Вениамин архиепископ (Василий Пуцек-Григорович) Хусантан ярса панӑ чӑваш чӗлхин грамматикине 600 экзеплярпа пичетлеме йышӑннӑ. Кӗнеке сутлӑха тухни ҫинчен 1769 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Санкт-Петербургские ведомости» хаҫатӑн 41-мӗш номерӗнче хыпарланӑ. Ҫак куна ҫӗнӗ стиле куҫарсан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ пулать. Чӑваш кӗнеки ҫынсем (вулакансем) патне ҫитнӗ кун вӑл. Кӗҫех тӗрлӗ хаҫат-журналта кӗнеке пирки ҫырнӑ хаклавсем пичетленеҫҫӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнине ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем те асӑрхаҫҫӗ. Сӑмахран, Германири «Göttingische Anzeigen von Gelehrten Sachen» журналта ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ ырласа ҫырнӑ хаклав тухать. Ку «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ӑслӑлӑх ӗҫӗ тӗрӗк чӗлхисен чи малтан пичетленсе тухнӑ грамматики пулнӑ. Ҫапла вара, эпир ҫак паллӑ куна вӑл питех те пӗлтерӗшлӗскер тесе калама пултаратпӑр. Малашне ҫак куна Чӑваш кӗнеки кунӗ тесе палӑртни питех те тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр вунӑ кунтан православи уявӗ — Ермей Асаплануҫӑ кунӗ — ҫитет. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.