Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла.

Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет.

«Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ.

Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ.

 

Республикӑра

Монополие хирӗҫ кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ 173-мӗш маршрута ӗҫлеме чарасшӑн. Яланлӑх мар. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен.

Монополипе кӗрешекенсем патне пӗр усламҫӑран ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫавна тишкернӗ май «Шупашкар (Юханшыв порчӗ) — Ҫӗрпӳ» ҫулпа хутлакан 173-мӗш маршрут йӗркене пӑсни палӑрнӑ. Асӑннӑ маршрутпа пассажирсене Софронов усламҫӑ турттарать. Ӑна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ суту-илӳ ирттермесӗрех ирӗк панӑ-мӗн. Министерство 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗчченех ҫӳреттерме кӑмӑл тунӑ.

Маршурта нимле конкурссӑр пӗр-пӗр организацие пани Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин Софронов усламҫӑпа тунӑ килӗшӗве 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен чарса лартмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvashia.fas.gov.ru/news/16523
 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗплӗн юсама 17 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурта 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне тӗпрен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки RosTender.info хыпарланӑ.

Ӳнер учрежденийӗн администрацийӗ конкурс иртессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. Тендер вӑхӑтӗнче подряд организацине суйласа илӗҫ.

Театр хӑйӗн стенисене ӑшӑрах тӑвасшӑн, чӳрече ылмаштарасшӑн, витражсемпе алӑксене ҫӗнетесшӗн, картлашкана ҫӗнӗрен тӑвасшӑн, урай хӑмине ылмаштарасшӑн, стенана илемлетесшӗн.

Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫамрӑксен театрне юсама ӗмӗтленекен строительство организацийӗсен заявкисене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Тепӗр виҫӗ кунтан, раштавӑн 17-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rostender.info/news/2018120703
 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине малашне Александр Граблюк ҫум пулса пулӑшӗ.

Александр Николаевича ҫак пукана шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑма вырнаҫтарнӑ.

Александр Горбалюк, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тарӑх, унччен те полпредство тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл патшалӑх службин, право ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Александр Граблюка полпредствӑн кадр резервне кӗртнӗччӗ.

Александр Граблюк биографийӗпе паллаштараймастпӑр. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче темле шырасан та тупаймарӑмӑр.

 

Хулара

Шупашкар хулинче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн транспорт реформи пуҫланчӗ. Хулари тӳре-шара ҫавна ҫынсемшӗн тӑрӑшнипе, ҫул ҫинче ҫӳреме меллӗ пулассипе сӑлтавларӗҫ. Анчах Шупашкарта пурӑнакансенчен хӑшӗсем ку меллӗхе ӑнлансах кайманнине пӗлтереҫҫӗ — тепӗр чух транспорта 15-20 минут кӗтме тивет имӗш. Пӗр маршрутка хускалнӑ хыҫҫӑн тепри пырса чарӑннине хӑнӑхнӑ халӑха транспорт реформи килӗшмен.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт епле хутланине тӳре-шара, пурӗ 60-а яхӑн ҫын, кунсерен тӗрӗслет. Сити-менеджер хӑй те черетлӗ хутчен общество транспортне ларнӑ. Ҫула вӑл ирхи 6 сехет те 30 минутра тухса 8 сехет те 30 минутчен ҫӳренӗ. Чарӑнусенче халӑхпа калаҫнӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.

Транспорт епле хутланине тӗрӗслесе тӑма bus.cheb сервис тата ГЛОНАСС оборудованийӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе йывӑр-мӗн. Маршрутсенче вырӑнти водительсем ҫуккине те асӑннӑ. Вӗсене автобуссен хуҫи сехетре 300-н яхӑн тенкӗ сӗнсен те лешсем ӗҫлесшӗн мар имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/BrCbN1xngDE/
 

Политика
Дмитрий Лоскутов
Дмитрий Лоскутов

Малашне «Главкосмос» АУна пирӗн ентеш Дмитрий Лоскутов ертсе пырӗ. Ку пукана ӑна раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шанса панӑ.

Дмитрий Владимирович Шупашкарта 1978 ҫулта ҫуралнӑ, 4-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ, 2004 ҫулччен РФ Юстици министерствинче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2012-2018 ҫулсенче РФ Правительствин председателӗн ҫумӗн Дмитрий Рогозинӑн пулӑшуҫи пулнӑ.

Палӑртмалла: «Главкосмос» - «Роскосмос» Раҫҫей корпорацин предприятийӗ.

 

Республикӑра

Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи пӗр ҫурт лифтӗнче арҫын 11 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫынна, Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 42-ри арҫынна, тӳрех тытса чарнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне тунман. Ӑна ун чухнех арестленӗ.

Халӗ ҫак ҫын кунашкал ытти преступление те тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе генотипоскопи экспертизи ирттерӗҫ, кун хыҫҫӑн вӑл 8-11 ҫулсенчи 9 хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланипе пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Ҫак преступленисем те авӑн уйӑхӗнче пулса иртни евӗр: 2010-2015 ҫулсенче палламан арҫын хӗрачасене лифтра тапӑннӑ.

Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Хулара

Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.

Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.

Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54061
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Юрать, арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗнсе ӗлкӗрнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Мир проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте икӗ хӗрарӑм, пилӗк ҫулти ача тата арҫын сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Хӗрарӑмпа ача тӑнне ҫухатнӑ, арҫын тухтӑрсем патне шӑнкӑравлама ӗлкӗрнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкинче фитиль сӳнсе ларнӑ, ҫавна май хваттере сӗрӗм тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54040
 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Элара» савут ӗҫченесем Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем валли парне тума шухӑшланӑ. Ҫак кунсенче савут умӗнчен иртсе кайма та кӑмӑллӑ – ташлакан Юр кӗлетке кӑмӑла ҫӗклет. Сӑмах май, пӗлтӗр унта упа кӳлепине вырнаҫтарнӑччӗ. Юр кӗлетке унран инҫех мар ларать.

Кӳлепене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, мишурапа тата гирляндӑпа илемлетнӗ. Пӗтӗмпе 120 метр гирлянда тата 370 метр мишура тӑкакланӑ. Кӳлепен сӑмсипе куҫне полимер тӑмран ӑсталанӑ.

Савут ӗҫченӗсем Юр кӳлепене 2 уйӑх ытла тунӑ. Вӑл аллине самолет тытнӑ. Ахальтен мар, ара, предприяти шӑпах ҫак енпе ытларах ӗҫлет вӗт.

 

Страницӑсем: 1 ... 1644, 1645, 1646, 1647, 1648, 1649, 1650, 1651, 1652, 1653, [1654], 1655, 1656, 1657, 1658, 1659, 1660, 1661, 1662, 1663, 1664, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...