Культура
![]() Чӑваш Енре Раҫейӗ Пысӑк театрӗн ӗҫӗсене тӳрӗ трансляци вӑхӑтӗнче курма май килӗ. Театр «Большой балет в кино» (чӑв. Кинори пысӑк балет) черетлӗ сезон уҫассине пӗлтернӗ. Пӗрремӗш ӗҫпе, «Раймонда» балетпа, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Ӑна Шупашкарти «Синема 5» кинотеатрта кӑтартӗҫ. Мускаври чаплӑ театрӑн ӗҫӗпе провинцире паллашма TheatreHD проект май парать. «Раймонда» вӑтам ӗмӗрхи юрату романне Ю.Н. Григорович Александр Глазунов кӗввипе редакциленӗ. Вӑл — чипер хӗр рыцаре юратни ҫинчен. Балет виҫӗ актран тӑрать. Тӗп рольте — Ольга Смирнова прима. Жан де Бриенн рыцарь — Артемий Беляков. Вӗсен хушшине кӗрекенни, Абдерахман сарацин, сӑнарӗнче — Игорь Цвирко. 2020 ҫулта та Пысӑк театрӑн ӗҫӗсене кинотеатрта трансляцилӗҫ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче «Жизель» кӑтартӗҫ, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — «Лебединое озеро», пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче — «Ромео и Джульетта», ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — «Драгоценности», чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче — «Корсар», раштавӑн 15-мӗшӗнче — «Щелкунчик». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Китайри Гуйчжоу провинцире Вырӑс чӗлхи вӗренмелли центр уҫӑлнӑ. Тепӗр специалистсем каланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине пӗлекенсем китай чӗлхине те ӑша хӑвӑрт хываҫҫӗ. Центр уҫма И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Делегацире Владимир Иванов ректор, аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх тата инноваци ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, шкул ҫулне ҫитменнисен, коррекци педагогикин тата психологи факультечӗн деканӗ Игорь Кожанов пулнӑ. ЧППУ Гуйчжоури педагогика университечӗпе килӗштерсе ӗҫлет. Чӑваш Енри ҫак аслӑ шкулта пӗлӳ илекенсем Китайри асӑннӑ аслӑ шкулта стажировка ирттереҫҫӗ. Гуйчжоу провинцийӗн тӗп хулинчи, Гуйянти, 10-мӗш вӑтам шкулта та пулнӑ делегаци. Унта та килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан арҫын вӑрттӑн камерӑпа усӑ курса хӗрарӑмсен юбки айне пӑхнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын обществӑна сиен кӳнине саплаштарас тесе ача-пӑча фондне укҫан пулӑшнӑ. Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 55-ри арҫын видеокамерӑран, сумкӑран тата пенопласт татӑкӗнчен визуаллӑ информаци паракан хатӗр ӑсталанӑ. Кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть. Хайхискер ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта хӗрсен кӗпи айӗнчи кӗлетке пайӗсене вӑрттӑн сӑнаса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен ҫакна асӑрхасан полици чӗннӗ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ача-пӑча фондне пулӑшнине, унччен судпа айапланманнине шута илсе суд ӗҫе чарса лартнӑ, суд штрафӗ, 15 пин тенкӗ, тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑ Шупашкарта Кӑнтӑр поселокӗнче цивилизациленӗ кайӑк-кӗшӗк пасарӗ пулӗ. Вӑл Ашмарин тата Кременский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Чӗрчунсене тата кайӑк-кӗшӗке сутмалли пасар лаптӑкӗ 4,8 пине яхӑн тӑваткал метр пулӗ. Эскиз проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна ҫирӗплетсе алӑ пусмалла. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех аталанса пырсан пасар ҫитес ҫул уҫӑлӗ. Унта килти чӗрчуна тата кайӑк-кӗшӗке туянма май пулӗ, вӗсен кирлӗ документсем пулӗҫ. Ҫакна йӑлтах патшалӑх ветеринари служби тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сочире Пӗтӗм Раҫҫейри такси конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Ен чысне Артур Михайлов хӳтӗлӗ. Вал регион шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Унччен Артур дальнобойщик пулнӑ, ҫемйине сахал курнӑ. Кайран вӑхӑтлӑха таксире ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ 3 ҫул ӗнтӗ вӑл унта официаллӑ майпа ӗҫлет. Артур конкурса тӗплӗн хатӗрленнӗ: канмалли кунсенче автодромра ярӑннӑ, правилӑсене тепӗр хутчен аса илнӗ. Усси пулнах: регион шайӗнче мала тухнӑ. Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту «Сочи Автодромра» иртӗ. Унта хутшӑнакансен ҫул укҫине йӗркелӳҫӗ тӳлет. Таксистсен теорие пӗлмелле, автодромра ярӑнмалла, унтан ачаллӑ пассажира кирлӗ ҫӗре илсе ҫитермелле, хӑйне евӗр тиеве илсе каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче икӗ хутлӑ культура ҫуртне туса пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна иртнӗ ҫул хӑпартма пуҫланӑ. Строительство ӗҫӗсем епле шайра пулнипе паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Культура ҫурчӗн строительствипе паллашасшӑнах кайман-тӑр-ха республика ертӳҫи. Михаил Игнатьев ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Регион ертӳҫи паллашнӑ вырӑнти объектсенчен пӗри Шӑхасанти культура ҫурчӗ пулнӑ та. Культура керменне строительсем ҫывӑх кунсенче туса пӗтерме шантарнӑ. Унта вырӑнти аграрисем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен професси уявне палӑртасшӑн. Ҫурт хӑтлӑ, ҫутӑ, илемлӗ. Чи кирли — ӑна йӗркеллӗ ӗҫлеттересси. Культура ҫуртне пушӑ лартмалла маррине Михаил Игнатьев Элтепер те асӑрхаттарса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ. Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменкин Татьяна Гурееван Паралимпиадӑна хутшӑнас шанчӑк пысӑк. Ҫакӑн пирки Бадминтон енӗпе ЧӑвашмЕн командин тӗп тренерӗ Григорий Сергеев каланӑ. Юпа уйӑхӗн 13-20-мӗшӗсенче Дани ҫӗршывӗнче парабадминтон енӗпе тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту иртнӗ. Унта тупӑшнине кура 2020 ҫулхи Паралимпиадӑна суйласа илеҫҫӗ. Чӑваш Енри Татьяна Гуреева пӗччен разрядра турккӑ хӗрне Эмине Сечкина ҫӗнтерсе бронза медале тивӗҫнӗ. Ставрополь тӑрӑхӗнчи Ирина Кузьменкӑпа мӑшӑрлӑн тупӑшнӑ чух та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин ҫӳлти рейтингӗнче ҫавӑн пекех — Юрий Степанов тата Илья Паргеев. Вӗсем те Чӑваш Ен спортсменӗсем. Рейтинга палӑртмалли тепӗр ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Японире иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма пултаракан тата тепӗр кандидат ятне асӑннӑ. Ку ҫын — Александр Шадриков. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ тӗшмӗртекен кандидат хальхи вӑхӑтра Тутарстанра ӗҫлет. Вӑл унта — экологи министрӗ. Александр Шадриков кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлама темиҫе сӑлтав пур теҫҫӗ. 42 ҫулти Александр Валерьевич — Тутартстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа ҫывӑх. Чӑваш Енри элитӑпа ҫывӑх хутшӑнусем вӑл йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Юлашки ҫулсенче Александр Шадриков япӑх мар карьера тунӑ. 2018 ҫулта ӑна Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazeta.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм кредит илме тӑнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне килсе ку мӗнле пулса иртни пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче кредит илмешкӗн заявка хӑварнӑ. Лешсем лайӑх условисем пуласса шантарнӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илме палӑртнӑ. Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс организацийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, условисем пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑма йӑлтах тивӗҫтернӗ. Договорпа килӗшӳллӗн, унӑн страховкӑшӑн тата поцентсен пӗр пайне тӳлемешкӗн укҫа куҫармалла пулнӑ. Хӗрарӑм укҫана банк терминалӗсем урлӑ пайӑн-пайӑн куҫарнӑ. Хайхискер 180 пин тенкӗ куҫарсан тин тӑна кӗнӗ. Лешсем ҫапах хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ. Хӗрарӑм вара шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан полицие кайнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |