Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлне тӗрмене хуптарасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл полицие кайса ун пирки элекленӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ.

Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм ШӖМӗн дежурнӑй чаҫне пынӑ та ывӑлӗ хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.

Хӗрарӑм каласа кӑтартни тӳрре тухман. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл суйнине йышӑннӑ. Судра та хӗрарӑм айӑпне тунман.

Хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Постановлени хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51634
 

Республикӑра

Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Кун пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ ӗнер каҫхине юлашки хутчен ҫыхӑнӑва тухнӑ.

Екатерина ӗнер 16 сехет тӗлнелле йӑмӑкӗпе тата шӑллӗпе хурсене асӑрханӑ. «Каярахпа вӗсене пулӑшма ывӑл кайрӗ. Вӗсемпе тӗл пулсан вӑл Катьӑна киле кайма хушнӑ, хӑй пӗчӗккисемпе юлнӑ. Хӗрача унтан велосипедпа кайнӑ, анчах киле ҫитеймен. Тусӗсем те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Каҫхи 9 сехетре телефонне тытман. Мӗн шутламаллине те пӗлместӗп», - тенӗ Катьӑн амӑшӗ Оксана.

Катя 150 сантиметр ҫуллӗш, хура ҫӳҫлӗ. Ӑна курнӑ тӑк амӑшӗ патне шӑнкӑравлӑр: 89279971385.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51630
 

Пӗлтерӳ

Юпан 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрремӗш хут RockestraLive симфониллӗ оркестр ҫитӗ. Мӗнпе вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать-ха? Вӑл ахальли мар — сцена ҫинче вӗсем вылянӑ чухне эсир хӑвар вырӑнта лараймӑр. Вӗсем калакан кӗвӗ сире ҫӳҫентермесӗр хӑвармӗ.

Пӗтӗм тӗнчипе паллӑ RockestraLive хӑйӗн концертӗнче паллӑ рок-хитсене выляса парӗ. Led Zeppelin, Queen тата Deep Purple кӗввисенчен пуҫласа Linkin Park таранах, Rammstein та пулӗ, Imagine Dragons та. Концерта килнисем классикӑллӑ музыка инструменчӗсен ҫемҫелӗхӗпе тата илемлӗхӗпе пӗрлех рок-кӗвӗн хӑватне туйса илӗҫ. Сӗрме купӑссем,альтсем, контрбассемпе шӑхличсем, тромбонсемпе валторнсем ку концертра пач урӑхла янӑрӗҫ.

RockestraLive пултарулӑхне итлеме кил-йышпах ҫӳреҫҫӗ — ачасем ташша яраҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ҫамрӑклӑхри шухӑ вӑхӑта аса илеҫҫӗ. Концертчӗсем халӑха кӑмӑла кайни паллӑ — Кремльте те вӗсем виҫӗ хутчен вылянӑ.

Каймалла е кая ҫук? Паллах, концерта ҫитсе курмалла. Унта илнӗ хӑват сире уйӑх хушши вӑй парса тӑрӗ. Вӗсен концерчӗнче пулнипе вара эсир самай вахӑт хушши тус-юлташӑрсем хушшинче мухтанма пултаратӑр. Тепӗр тесен, симфониллӗ оркестр рок выляни сирӗн тавракурӑма самай анлӑлатӗ.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарти хӑш-пӗр маршрутка ҫинче билетшӑн банк карточкипе тӳлеме май туса панӑ. Хальлӗхе кунашкалли икӗ маршрут ҫинче тест режимӗнче ӗҫлет.

Пӗрлехи транспорт карттин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнав проекчӗпе килӗшӳллӗн терминала чикмесӗр ӗҫлекен банк карточкисене 33-мӗш тата 42-мӗш маршуткӑсем ҫинче йышӑнаҫҫӗ. Пассажирсем ҫавӑн пекех Google Pay, Apple Pay и Samsung Pay урлӑ та билетшӑн тӳлеме пултараҫҫӗ.

Палӑртмалла: Шупашкарта общество транспорчӗсенче банк карточкипе тата смартфонпа билетшӑн тӳлеме май туса парасшӑн. Ку ыйтӑва обществӑпа ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен сӳтсе явӗҫ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян,ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Кӳкеҫ поселокӗнче комбайнпа пӑтӑрмах пулнӑ. Ку ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ.

Комбайн штурвалӗ умӗнче ларакан водитель темле майпа хиртен тухса кайнӑ. Техника ҫӗмӗрӗлнӗ, водитель вара суранланнӑ.

«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ хыпарланине ӗненес тӗк, 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пуҫне суранлатнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ, хырӑмӗ аманнӑ, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Халӗ комбайнпа мӗнле майпа пӑтӑрмах сиксе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/51619
 

Хулара

Шупашкарта пурӑннӑ Константин Ефремов кӑҫал, 93 ҫулта, ҫӗре кӗнӗ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Константин Григорьев, Шупашкарта тӗпленнӗскер, аслашшӗн вилтӑпри ҫине кайнӑ. Ҫитнӗ те – тӗлӗннӗ. Ветеранӑн вилтӑпри ҫинчи хӗресе вандалсем касса кайнӑ. «Ҫав кунах эпир хамӑр хӗрес ӑсталрӑмӑр та лартрӑмӑр. Тен, ҫӑвасем ҫине видеокамера лартма вӑхӑт ҫитнӗ? Алӑк патӗнче те пулин вырнаҫтармалла, урӑх кунашкалли ан пултӑр», - тенӗ Константин Григорьев «Про Город» хаҫата.

Палӑртмалла: Константин Ефемов ветеран Шупашкарти хула ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ, КПСС хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51598
 

Республикӑра

Кӑҫал юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкартан Питӗре «Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани маршрут уҫма палӑртнӑ. Самолет «Питӗр – Шупашкар – Питӗр» маршрутпа вӗҫӗ.

Хальлӗхе Шупашкартан тӳрех Питӗре вӗҫме май ҫук. Кӑҫал ҫуркунне «Руслайн» авикомпани маршрут уҫнӑ, анчах билетсене сутма пуҫласанах рейса хупнӑ. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Руслайн» Питӗре самолетсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 26-мӗшӗччен вӗҫтерӗ.

Палӑртса хӑвармалла: «Ҫӗнтерӳ» авиперевозчикӑн сайтӗнче хальлӗхе маршрут уҫасси пирки официаллӑ майпа пӗлтермен.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Малюткӑна» Улатӑрти ача ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. Палӑртмалла: вӗсем иккӗшӗ те ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пахӑнаҫҫӗ.

Пӗрлештернӗ хыҫҫн икӗ учреждении те хӑйсен вырӑнӗнчех ларӗҫ, анчах ӗҫченсен шутне чакарӗҫ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӗп тухтӑр, унӑн ҫумӗн, тӗп бухгалтерӑн, экономистӑн, склад заведующийӗн, водителӗн штачӗсене кӗскетӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарти «Малюткӑн» парӑмӗ – 1 миллион та 741 пин тенкӗ, Улатӑрти ача ҫурчӗн - 1 миллион та 671 пин тенкӗ. Штатсене кӗскетсе 1 миллион та 975 пин тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Ҫуллахи шӑрӑхра вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хуралланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура ҫурла уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑччӗ.

Шӑрӑхра типӗ курӑк та ҫунать. Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем типӗ курӑк ҫуннине сӳнтерме кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 35 хут тухса кӗнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн 44 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри арҫынсем хӗрарӑмсене тӑхӑр ҫул пурӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Хӗрарӑмсен ӗмӗрӗ вӑтамран 75 ҫулпа танлашать пулсан, арҫынсен — 66 ҫулпа.

Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 4137 ҫын диспансеризаци тухнӑ, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Сып-сыввисем — халӑхӑн 13,6 проценчӗ. Чир сарӑлас хӑрушлӑх пуррисем — 15,9 процент, чирлисем — 70,3 процент. Чирлес хӑрушлӑх пуррисен йышӗ иртнӗ ҫулхинчен 10 процент нумайланнӑ.

Ҫынсем сахалтарах вилнипе Ҫӗмӗрлепе Ҫӗмӗрле районӗ палӑрнӑ. Унта 1000 ҫын пуҫне 8,6 ҫын леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унта 67 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Республика шайӗнчи тепӗр кӑсӑклӑ цифра — онкологипе ҫыхӑнни. 100 пин ҫын пуҫне унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑрта 111,8 ҫын вилнӗ пулсан, кӑҫалхи ҫур ҫулта — 52,8 ҫын.

 

Страницӑсем: 1 ... 1718, 1719, 1720, 1721, 1722, 1723, 1724, 1725, 1726, 1727, [1728], 1729, 1730, 1731, 1732, 1733, 1734, 1735, 1736, 1737, 1738, ... 3593
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...