Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен интереслӗ те кӑткӑс ыйтӑвӗсене «Что? Где? Когда?» (чӑв. «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?») кӑларӑмра илтме пулать. Хальхинче Евгений Сергеев хӑйӗн ыйтӑвне ярса панӑ. Анчах вӑл унта хутшӑнакансене выляса илеймен. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫиччӗмӗш раундра Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗ янӑранӑ. Вӑл ҫапларах пулнӑ: «Кин Хаббарад мӗн пирки каланӑ: 10 ҫынран 9-шӗ унсӑр калаҫу пуҫараймаҫҫӗ». Ку ыйтӑва Борис Левин хуравланӑ. Вӑл тӳрех акӑлчан юморисчӗ тата карикатурисчӗ мӗн пирки каланине тавҫӑрнӑ: ҫанталӑк ҫинчен. Ку хурав тӗрӗс пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ӗҫ эрни кӗскелӗ. Кун пирки Роструд аса илтерет. Раҫҫейре пурӑнакансем ытларах канӗҫ. Ку Раҫҫей кунне уявланипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ юнкуна лекет. Ҫавна май ҫак кун кантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнчи ӗҫ кунне те кӗскетӗҫ – ҫынсем 1 сехет маларах киле кайӗҫ. «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, ку уйӑхра ҫынсен пӗтӗмпе 19 кун ӗҫлемелле пулӗ. 11 кун вара, Раҫҫей кунӗнчи канмаллине шута илсе, канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Эх, мӑнтарӑн Китай усламҫисем тесе калас патнех ҫитерет ку хыпар-хӑнар. Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савутне малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ. Халӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче хӑпартса лартасшӑн иккен. Сӗт-ҫу тирпейлекен савут тӑвас ыйтӑва сӳтсе явас ҫинчен асӑннӑ район хаҫатӗнче пӗлтерӳ пичетленӗ. Унӑн авторӗ — Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Михайлов. Итлеве ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15 сехетре Илпешри ял вулавӑшӗнче ирттермелле. Ӑна хатӗрлесе иритерессишӗн явапли тесе Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Татьяна Моткинӑна ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре 100 ҫулхи суккӑр ватта операци тунӑ. Ҫавскерӗн куҫне шур илнӗ. Пӗр куҫа ҫеҫ мар, иккӗшне те. Ытларах чухне катаракта ватӑ ҫынсен чирӗ теҫҫӗ. Операци тутарас текенсен чӗре ҫирӗп пулни, юн пусӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи старике Республикӑн офтальмологи пульницинче операци тунӑ. Ваттӑ ҫынна куракан тӑваканни — пульницӑн тӗп врачӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов. Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, сӗм суккӑр пациент операци хыҫҫӑн тепӗр куннех курма пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑйӗн хӗрне тата медицина сестрисене хитре сӑмахпа хавхалантарма тытӑннӑ. Ватӑ ҫынна пульницӑран ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Этникӑсен хушшинчи журналистикӑн гильдийӗн «Национальный акцент» (чӑв. Наци акценчӗ) пирӗн ҫӗршывра ҫулла ирттерекен чи лайӑх наци уявӗсене палӑртнӑ. Списока 20 уява кӗртнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑвашсен Акатуйӗ те сумлӑ вырӑн йышӑнать. Списока пирӗннисен евӗр Акатуй уявсенчен Сабантуйпа уҫнӑ. Чи лайӑх уявсен шутне ҫавӑн пекех удмуртсен «Быг-быг»-ӗ, якутсен «Ысыах»-ӗ, вепс культурин «Древо жизни» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестивалӗ, вырӑс пултарулӑхӗн «Самоварфест» фестивалӗ, удмуртсен «Кöрбан»-ӗ тата ытти уяв пур. Чӑваш Акатуйӗ пирки вӑл ака-суха уявӗ, ҫураки пӗтернӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Кӑҫал ӑна Шупашкарти Анне монуменчӗ патӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр прокуратура уҫӑлнӑ. Ҫавӑн ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприятиех йӗркеленӗ. Унта республика прокурорӗ Василий Пословский та пырса ҫитнӗ. Шупашкар хулинче паянхи кун виҫӗ прокуратура ӗҫлет: Калинин, Мускав тата Ленин районӗсенче. Шупашкар хула прокуратури Байдуков урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Малашне, ав, хула прокуратури те надзор тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Сӑмах май, унтах — Ленин тата Мускав районӗнчи надзор органӗсем. Тӗрмери йӗркелӗхе тӗрӗслесе тӑракан прокуратура та ҫавӑнтах. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче прокуратура уҫма Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫӗнӗ тытӑмра 11 ҫын ӗҫлӗ. Ҫав шутра — тӑхӑр оперативлӑ ӗҫчен, пӗр специалист тата пӗр водитель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Болдино ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри поэзин Пушкин фестивалӗ 53-мӗш хутчен иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Валерий Туркай хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Валерий Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ пулнине палӑртнӑ. Уяв маларах эпир асӑннӑ ялти ӑслӑлӑхпа культура центрӗнче уҫӑлнӑ. Валерий Туркай чӑваш халӑхӗ Пушкина питех те юратнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл поэтӑн «Зимний вечер» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Ӑна Валерий Туркай чӑвашла куҫарнӑ. Болдино ялне пӗрмай ҫӳренӗрен 2017 ҫулта «Александр Пушкин. «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе. А сердце оставляю вам» кӗнеке кӑларнине пӗлтернӗ. Ӑна 1000 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта Пушкинӑн Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем те, вырӑс классикӗ хӑйӗн чӗлхипе ҫырнисем те кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре аслӑ шкул вӗрентекенне министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 460-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунта сӑмах Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Ҫак должноҫе Елена Быковӑна шаннӑ. Министерствӑри пукана йышӑниччен Елена Михайловна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Наталия Яхатинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Наталия Тимофеева министр Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин ҫумсемпе юлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хули Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫулти арҫынна халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ҫынна вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр те пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӑйӗнпе пӗр ҫулхи хӗрарӑма вӑл хыҫран пырса йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳкнӗ хӗр пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ. Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр унтах ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |