Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Канаш хулинче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемен – парӑм 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗн ачисене укҫан пулӑшмалла.

Приставсем ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ, анчах кӑлӑхах. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра та янӑ – усси пулман. Арҫынна 2018 ҫул вӗҫӗнче административлӑ майпа явап тыттарнӑ: 60 сехет ӗҫлеттермелле те тунӑ. Ҫапах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман.

30 ҫулти арҫыннӑн ҫапла майпа пысӑк парӑм пухӑннӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ ҫеҫ ӑна вырӑнтан хускатнӑ. Темиҫе кунтан ҫакскер районти уйрӑма пынӑ та суд приставӗсене парӑма пӗтӗмпех татнине ӗнентерекен хут кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56330
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ.

Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ.

Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ.

 

Спорт

Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ.

Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн.

Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн.

Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла.

 

Республикӑра

Пӗрремӗшпе иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен каналсен аналог версийӗ малашне пулмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Пирӗн республикӑра ӑна ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче сӳнтерӗҫ.

Цифра телекуравне пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Чӑваш Енре (8352) 26-11-11 номерпе «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑранпа специалистсем патне 877 хутчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл номерпе сӗнӳ-канаш ыйтма ҫеҫ мар, телевизора ҫӗнӗлле ӗҫлеттерме пулӑшакан нимеҫӗсене те чӗнсе илме пулать. Ун пек заявкӑсене 217 хутчен шута илнӗ. Нимеҫӗсем 170 киле ҫитме ӗлкӗрнӗ.

Цифра телекуравӗ ҫине куҫас ыйтӑва тӗрӗслесе тӑрассине пирӗн республикӑра Михаил Игнатьев Элтепер хӑй ҫине илнӗ.

Аса илтерер, (8352) 26-11-11 номерлӗ «хӗрӳ лини» ака уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен ӗҫлет; ака уйӑхӗн

15-28-мӗшсенче — тунтикунтан пуҫласа шӑматкунччен 8 сехетрен 20-ччен; ака уйӑхӗн 29-ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче – тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен.

 

Спорт

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Космонавтика кунӗ. Чӑваш Ен, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑррисем те, ӑна уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем шӑпах ҫав тӑрӑхра, Андриян Николаев ҫуралнӑ районта, иртӗҫ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче Шуршӑл ялӗнче Космонавтика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пулӗҫ. Малтанах Летчик-космонавтӑн асӑну комплексӗнче митинг-концерт пулӗ. Унтан музейре экскурси иртӗ, Юрий Гагарин пирки документлӑ фильм кӑтартӗҫ.

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртӗ. Велочупуҫӑсен ҫулӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла выртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/56321
 

Республикӑра

Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер, ака уйӑхн 5-мӗшӗнче, Раҫсейӗн тӗп прокурорӗ ку должноҫе Евгений Серебрякова ҫирӗплетнӗ.

Евгений Александрович Серебряков паян — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1994—1999-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.

1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗнчи Ленин районӗнчи прокуратурӑна прокурор пулӑшуҫи пулма ӗҫе илнӗ. Унтанпа Серебряков тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра — преступление тӗпченине тата ШӖМ органӗсен оперативлӑ тата шырав ӗҫне тӗрӗслекен пай прокурорӗнче, Ленин район прокуратурин прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкарта — прокурор ҫумӗнче, Чӑваш Енӗн прокуратуринче пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче.

 

Хулара

Ҫук-ха, ҫапла ҫирӗплетсех калама хальлӗхе иртерех. Анчах Шупашкар хулине ертсе пыракансем патне ҫав шухӑша сӗнекенсем пулнӑ-мӗн.

Гладков урамӗн пӗр пайне урӑх ят парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алентей ятне Гладков урамӗпе паралельлӗ пыракан лаптӑкри урама парасшӑн. Ҫапла майпа чӑваш халӑх писательне, прозаикне, критикне, публицистне, Василий Алентея, сума сунине палӑртасшӑн. Ҫитменнине кӑҫал, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет.

Урама Василий Алентей ятне парас ыйтупа хула валҫӗсем халӑхра ыйтӑм ирттерӗҫ. Ун валли вӗсем яланхиллех «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) портала суйласа илнӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем валли виҫе вариантлӑ хурав хатӗрленӗ: «ҫапла», «ҫук» тата «ку ыйтӑва специалистсен татса памалла».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.og21.ru/poll/548
 

Чӑвашлӑх

Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тата тӑван халӑхӑмӑр культурине аталантарма пулӑшса пыракан вырӑнти тӳре-шара ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашлӑва пухӑннӑ. Унта Акатуй ирттерес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки эпир ҫав енчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбура хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.

Чӑвашсен уявне сӳтсе явакан мероприятие видеоконференцҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа Тӗментисем тата Аромашево ялӗнче пурӑнакан хастарсем канашлама пултарнӑ. Вӗсем Акатуя епле ирттересси пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канаша итленӗ.

Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлама калаҫса татӑлнӑ.

Ираида Маслова пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре лаша ӑмӑртавӗ пуҫланӗ, 12 сехетре — ытти мероприяти.

 

Пӑтӑрмахсем
Юлия Назарова тунӑ сӑн
Юлия Назарова тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ.

Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман.

«Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56310
 

Республикӑра

Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха?

Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1847, 1848, 1849, 1850, 1851, 1852, 1853, 1854, 1855, 1856, [1857], 1858, 1859, 1860, 1861, 1862, 1863, 1864, 1865, 1866, 1867, ... 3923
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 26

1969
56
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...