Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
Навальный командин "Контактри" страницинчи сӑн
Навальный командин "Контактри" страницинчи сӑн

«Юрма» агрохолдинг ҫынсене ырӑ мар шӑршипе йӑлӑхтарсах ҫитернӗ пулмалла. Ара, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май Шупашкарта тӑтӑшах лайӑх мар шӑршӑ сарӑлать. Ҫынсен шухӑшӗпе, ку «Юрма» агрохолдинг айӑпӗ. Хапрӑкӑн чӑх-чӗп каяшне упрамалли вырӑн пур.

Ҫынсем ырӑ мар шӑршӑпа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел тупнӑ: Шупашкарта агрохолдинга байкот тума чӗнсе калакан листовкӑсем ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Унашкаллисене Воробьев композиторсен урамӗнче, Хулаҫум вокзалӗ ҫывӑхӗнче, МТВ-центра ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнта тата ытти ҫӗрте асӑрханӑ.

Листовка ҫине противогаз ӳкернӗ чӑх ӳкернӗ, «Нет Юрме» тесе ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57552
 

Республикӑра

Чӑваш парламенчӗн депутачӗсене кирек кам та пулӑшайӗ. Ҫук-ха. Аплах мар. 18 ҫултан аслӑраххисем. Ӑс-тӑнӗ айван маррисем. Тепӗр майлӑ каласан, гражданинӑн право пултарулӑхне (вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама, явап тытма пултарнине) шута илӗҫ. Тата судпа айӑпланманнисем, айӑпланнах пулсан суд айӑплавне пӑрахӑҫланисем.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «О статусе депутата Государственного Совета Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн статусӗ ҫинчен) саккуна улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ саккунӑн 27-мӗш статйин 3-мӗш пайне ҫӗнетнӗ.

Саккуна паян улшӑну кӗртиччен депутата професси пӗлӗвӗ е аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем ҫеҫ пулӑшайнӑ. Вӗсене, сӑмах май, хыснаран укҫа тӳлемеҫҫӗ. Пӗр депутата 30 ҫын таран пулӑшайрать.

 

Культура

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи Паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Остановись до переезда!» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне чарӑн!) акци иртӗ. Ӑна машинӑсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханччӑр, чарӑнса тӑччӑр тесе ирттерӗҫ.

Акци Лапсар патӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен иртӗ.

Чулхулари чукун ҫулӑн корпоратив службин пайташӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшне Чукун ҫул каҫҫисене тимлӗх уйӑрмалли пӗтӗм тӗнчери кун тесе йышӑннӑ. Капла йышӑнӑва Чукун ҫулӗсен пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхӗ, Европа союзӗн комиссийӗпе тата Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗпе палӑртнӑ.

Водительсене чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерӗҫ. Ятарлӑ памяткӑсемпе стикерсем валеҫсе парӗҫ.

 

Культура

Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑваш ансамбльне вырӑссемпе тутарсем, вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ытти халӑх пайташӗсем саламланӑ.

Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавда районӗнчи Канаш чӑваш ялӗнчи «Тантӑш» чӑваш ансамблӗ 30 ҫул тултарнӑ. Унӑн юбилейӗ ҫу уйӑхӗнчех ҫитнӗ-ха. Уява вара ҫӗртмен 2-мӗшӗнче пухӑннӑ.

Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ансамблӗн юбилейӗ ячӗпе вӑйӑсем вылянӑ, конкурссем ирттернӗ. Тата... пысӑк концерт. Уяв хаваслӑ иртнӗрен хӑнасем те чунтан савӑннӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, «Тантӑш» ансамбле 1989 ҫулта йӗркеленӗ. Унта ҫӳреме килӗшнисем пурте пӗр ҫулсенелле пулнӑран «Тантӑш» ят пама йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗркеллех иртнӗ, ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

Икӗ ҫынна – шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн, тепӗр иккӗшне аудиторие телефонпа кӗнӗшӗн кӑларса янӑ. Вӗсене кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ, ҫавӑнпа экзамена тепӗр ҫултан ҫеҫ тытайӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенчен пӗтӗмпе 10 ҫынна кӑларса янӑ. Литература экзаменӗнче – 1, математикӑра – 5, вырӑс чӗлхинче 4 ҫын йӗркене пӑхӑнман.

Аудиторие кӗриччен пурне те металлодетекторпа тӗрӗслеҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри телефон епле йӑтса кӗрет-ха? Халӗ пластикран туса кӑларнӑ смартфонсем сутаҫҫӗ, вӗсене детектор тупаймасть. Анчах аудиторире видеосӑнав пур, унта вара телефонпа усӑ курни лайӑх курӑнать.

 

Хулара

Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Шупашкара килни пирки пӗлтернӗччӗ. Хӑнасем Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче пулса курнӑ. Вӗсем пушӑ алӑпа килмен – тӗп тухтӑра Пӗрремӗш канал директорӗ Константин Эрнст алӑ пуснӑ 1 миллион тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ. Ку укҫапа пульница валли реанимаци уйрӑмӗ валли икӗ функционаллӑ медицина кравачӗ тата пӗр бинокулярлӑ лупа туянасшӑн.

Кунашкал кравать интенсивлӑ терапи валли питӗ кирлӗ. Бинокулярлӑ лупӑпа вара тӗрлӗ тытӑмра усӑ кураҫҫӗ: хирургире, дерматологире, нейрохирургире, офтальмологире, стоматологире. Ку хатӗр ачасене паракан медицина пулӑшӑвне пахалӑхлӑрах тума пулӑшать.

 

Республикӑра

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче «Ҫамрӑксен хули» ҫамрӑксен форумӗ иртет. Кӑҫал вӑл «Буревестник» кану базинче ҫӗртмен 8-13-мӗшӗсенче пулӗ.

Хальхинче форумӑн тӗп ыйтӑвӗ – Шупашкар 550 ҫул тултарни. Унта хутшӑнакансем наци проекчӗсене, хулари культурӑна, пултарулӑха пӑхса тухӗҫ.

Паянхи кун тӗлне форума хутшӑнмашкӑн 780 ҫынран заявка килнӗ. Кусем – форум вӑхӑтӗнче базӑра пурӑнакансем. Мероприятие хутшӑнакан ытти ҫынсене шута илсен 1500-е ҫитӗ. Палӑртмалла: форума лекес тесен 200 тенкӗ тӳлемелле.

Кӑҫал «Ҫамрӑксен хули» форума Ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентствин ертӳҫи Александр Бугаев килӗ.

 

Персона

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 90-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Леонид Сергеев 90 ҫул тултарнӑ.

Леонид Сергеев Муркаш районӗнчи Ҫурлатӑри ялӗнче 1929 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкулта, унтан ҫывӑхри Муркашри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1945 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ҫул тытнӑ.

Шкулта та тӑрӑшнӑ, уркаш райӗҫтӑвкомӗн ҫут ӗҫ пайӗн ертӳҫи те пулнӑ. Ҫамрӑклах тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Малтанласа муркашсен калаҫӑвне тӗпченӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ҫумӗнчи аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Каярах Азербайджан университетӗнче доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

Леонид Сергеевӑн пысӑкран та пысӑк, сумлӑран та сумлӑ ӗҫӗсем нумай. Вӗсенчен пӗри тесе вӑл ҫирӗм ҫула яхӑн ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи диалекчӗсен системи /Диалектологи атласӗ/» тӗпчеве асӑнмалла.

Леонид Сергеев паян та Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тӑрӑшать.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ-ха? Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен республикӑра вӑйлӑ ҫумӑрсем пулмӗҫ. Канмалли кунсенче вара каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫимӗк тӗлне вӑйлӑ ҫумӑр килмелле, кайран сивӗтмелле.

Ыран тата паян ҫӗрлесерен сивӗрех, 7 градус ӑшӑ, пулӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун кӑнтӑрла сулхӑнра 27-29 градус таран ӑшӑтӗ. Эрнекун ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ. Анчах канмалли кунсене каллех шӑрӑх килӗ.

Эппин, утӑ ҫулса типӗтмелли лайӑх тапхӑр пуҫланать. Ку эрнере ҫулсан ҫумӑрсем пуҫланиччен типӗтсе кӗртетӗрех.

 

Страницӑсем: 1 ... 1836, 1837, 1838, 1839, 1840, 1841, 1842, 1843, 1844, 1845, [1846], 1847, 1848, 1849, 1850, 1851, 1852, 1853, 1854, 1855, 1856, ... 3958
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ҫурла, 11

1977
48
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...