Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.

Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.

 

Персона

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, 2003 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫнӗ Александр Степанов (Пӑртта) 55 ҫул тултарнӑ.

Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑскер Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш пукане тетарӗнче ӗҫленӗ, кайран Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫнӑ. Унта ӑна Н. Сидоров пьесипе лартнӑ «Шупашкарти савни» спектакльти тӗп сӑнара тӳрех шанса панӑ.

Ҫак ҫулсенче Александр Пӑртта Б. Чиндыковӑн «Урасметӗнчи» Тусмета, Н. Сидоровӑн «Кӗтрӗм сана, кӗтрӗмӗнчи» Сашӑна, Е. Еллиевӑн «Пирӗн пурнӑҫ ҫавнашкалӗнчи» Сергея, Ф. Галиев «Чуниллинчи» Гаптрие, Ф. Буляковӑн «Пилсӗр юратӑвӗнчи» Булата, М. Ладон «Ирпе автан авӑтсанӗнчи» Хуҫана, А. Хмытӑн «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗмӗнчи» Сӑхман Сахрунне вылянӑ. Унӑн пур сӑнарне халӗ асӑнса та пӗтереймӗн.

Александр Пӑртта сӑвӑсем, поэмӑсем тата пьесӑсем ҫырать. Унӑн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсенче лартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.

Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48907
 

Чӑвашлӑх

Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.

Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.

 

Статистика

Чӑвашстат пирӗн республикӑри миграци лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл кӑҫалхи икӗ уйӑха: кӑрлачпа нарӑса — тишкернӗ.

Кӗске ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7035 ҫын тухса кайнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрта ку йыш 777 ҫын сахалтарах пулнӑ. Хуларине илсен, унта пурӑнакансем те куҫса ҫӳреҫҫӗ-ха, ҫапах та килен-каян йышӗпе пӑхсан унта йыш катӑлни сисӗнмен. 499 ҫын хушӑнни вара палӑрать.

Республикӑпа пӗтӗмӗшле илсен, каякансен шучӗ пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхринчен кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 6 хута яхӑн ӳснӗ.

Чӑвашстатӑн таблицине тишкерсен, ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне тухса кайни сисӗнет. Ют ҫӗршыва каякансем тата унтан килекенсем те пур. Инҫетри чикӗ леш енне 32-ӗн кайнӑ, 61 ҫын килнӗ.

 

Экономика

Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗлтӗр банксенчен кивҫен самай илнӗ. Кредит илнин тӑрӑмне Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи тӗп управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче 2016 ҫулхипе танлаштарса пӑхнӑ та кивҫенӗн пӗтӗмӗшле виҫи 132 миллиард тенке ҫитнине палӑртнӑ. Ку вӑл унчченхинчен 27 процент нумайрах.

Кредит сумми ӳснине финанс аналитикӗсем процент ставки чакнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче уйрӑм ҫынсемшӗн вӑл вӑтамран 14,6 процентпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи раштавра — 11,8 процентпа.

Кивҫене укҫана пысӑк усламҫӑсем ҫеҫ мар, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательсем те, уйрӑм ҫынсем те илеҫҫӗ. Халӑх банксене ытларах чух ипотека патне каять. Унсӑр пуҫне автокредит, аллӑн кивҫен, кредит картти тата ыттине суйлакансем те йышлине палӑртаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Патӑрьел районӗнчи сӑвӑрсем ҫуркунне сиснине туйса хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Ҫак хыпар Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минмистерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, сӑвӑрсем юр ҫине час-часах тухкаласа кӗреҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа апатланаҫҫӗ тата юр ҫиеҫҫӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫак чӗрчунсем хӑйсен йӑвине йӗркене кӗртме тытӑнӗҫ. Юрӑхлӑ пек туйӑнмасан ҫӗннине те тӑвӗҫ.

Сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен пирӗн тӑрӑхра нарӑс уйӑхӗн 27—ака уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ-мӗн.

Пуш—ака уйӑхӗсенче сӑвӑр амисем пӗтӗленме тытӑнаҫҫӗ. 30-35 кунран ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минмистерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурасем 9—11 сантиметр тӑршшӗ пулаҫҫӗ, вӗсен йывӑрӑшӗ — 30-40 грамм. Сӑмах май, аҫа-сӑвӑр пӗтӗ е ӗмӗртекен амапа пӗрле пурӑнмасть иккен.

 

Вӗренӳ
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкарта «Ҫулталӑк воспитателӗ» тата «Профессионал педагог» конкурссене пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав конкурссене кӑҫал 115 ҫын хутшӑннӑ. Ку йыш иртнӗ ҫулхинчен самай пысӑкрах иккен.

Виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ конкурсра воспитательсемпе педагогсем шкул ҫулне ҫитменнисемпе занятисем ирттерсе кӑтартнӑ, ӗҫри ҫӗнӗ мелсемпе паллаштарнӑ, вӗренӳ тытӑмӗнчи пӗр-пӗр ҫивӗч ыйтӑва суйласа илсе пултарулӑх презентацийӗ хатӗрленӗ.

Ҫапла майпа «Шупашкар хулин ҫулталӑкри чи лайӑх воспитателӗ» ята 158-мӗш ача пахчин воспитателӗ Анастасия Гайнутдинова тивӗҫнӗ, «Профессионал педагог – 2018» конкурсра вара 174-мӗш ача пахчин физкультура инструкторӗ Надежда Кальметова ҫӗнтернӗ.

 

Республикӑра
Александр Андреев депутат
Александр Андреев депутат

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра Улатӑрта нумай ачаллӑ ҫемьесене кӳрентернӗ фактпа паллаштарнӑ.

Улатӑр хула администрацийӗ виҫӗ ачаллисене нумай ачаллисен йышне кӗртмен, ҫавна май вӗсене шкулта апатланма 50 процентлӑ ҫӑмӑллӑх паман иккен.

Йӳнӗпе апатлантармалли йӗрке пулнӑ-ха унта, анчах татӑ е унран ытларах ачаллисене ҫеҫ шута илнӗ.

Депутат виҫӗ ачаллисене хӳтӗлеме ыйтса прокуратурӑна ҫыру ҫырнӑ. Унта вӑл вырӑнтисен йышӑнӑвӗ республика тата федераци саккунӗсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев хуравланинче Улатӑр хула администрацийӗ саккуна пӑснине палӑртни сисӗнет.

 

Пӑтӑрмахсем

Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ фирмӑна ертсе пыракан арҫын приставсем туртса илесрен хӑраса хаклӑ йышши ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ.

Асӑннӑ службӑн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ патшалӑха 800 пин тенкӗ налук тӳлемен арҫын тӗлӗшпе пурнӑҫлав производстви пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа тишкерме тытӑннӑ кун хайхискер хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи 1 миллион тенкӗ тӑракан Nissan Muran машинине арӑмне документсем хатӗрлесех парнеленӗ.

Ҫакна кура суд приставӗсем налук инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗн судне ҫитнӗ, парне хутне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд ыйтӑва туллин тивӗҫтернӗ. Ӗҫ пурнӑҫлакан пристав ҫӑмӑл машина ҫине арест хурсанах арҫын юратнӑ «тимӗр урхамахӗсӗр» юласран сехӗрленсе парӑма татнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48890
 

Страницӑсем: 1 ... 1843, 1844, 1845, 1846, 1847, 1848, 1849, 1850, 1851, 1852, [1853], 1854, 1855, 1856, 1857, 1858, 1859, 1860, 1861, 1862, 1863, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...