Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк
Шупашкарти ҫулсем / Н.Плотников тунӑ сӑн
Шупашкарти ҫулсем / Н.Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер пирӗн республикӑра тинех юр ҫуса кайрӗ. Кӑнтӑрла ӳкме пуҫланӑччӗ те паянхи ир тӗлне ун хулӑнӑшӗ вунӑ сантиметр таран ҫитнӗ теме пулать. Пӗрремӗш пысӑк юр хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ уйрӑмах канмалли кунсене лексен юра тасатасси тивӗҫлӗ шайра иртмест.

Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хулинчи лару-тӑрӑва сӑнаса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хак пама пултарать — ҫул тасалӑхӗшӗн яваплисем тӗпрен илсен хатӗр пулнӑ. Тӗп ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ, хуларан тухаканнисем кӑна тап-тасах мар. Вӑрнар ҫулӗн айӑккине, сӑмахран, тасатни курӑнмарӗ. Шупашкарта вара тротуарсене та тракторпа хырса тухнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ юр ашса ҫӳреме тивет. Канмалли кунсем пулин те чылай тирепейҫӗсем (дворниксем) хӑйсене шанса панӑ лаптӑксене юртан тасатнӑ.

RP5 портал тӑрӑх юр эрнипех ҫӑвӗ. Ырансене каҫхинелле ҫил вӑйланӗ, кассӑн-кассӑн ҫил хӑвӑртлӑхӗ 13 м/ҫ ҫитме пултарӗ. Ҫанталӑк ытларах пӗлӗтлӗ пулӗ, юнкун кӑна кӑшт уяртса илӗ.

 

Политика

Чӑваш Енри чи паллӑ та сумлӑ юристсенчен пӗри, Юрий Кручинин, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫӗршыври партисенчен пӗрин пайташӗ пулса тӑнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев тата ыттисем хутшӑннӑ.

Паллӑ юрист хӑйсен йышне кӗнине каярах Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. «Пытармастӑп. Юрий Сергеевич пирӗн йыша кӗме кӑмӑл тунинчен тӗлӗнтӗм. Кун пек пулӑмсем хаваслантараҫҫӗ паллах, малалла ӗҫлеме кӑмӑл хушаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Олег Николаев.

Аса илтерер, Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнӑччӗ, каярах вӑл «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци туса хунӑччӗ.

 

Политика

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн XXVI конференцийӗ иртнӗ.

Унта партин регионти уйрӑмне ертсе пынӑ Николай Малов ку тивӗҫе пӑрахассине пӗлтернӗ.

Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарьне, Николай Малова, РФ Патшалӑх Думинчи депутат мандатне панӑччӗ. Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ.

Шупашкарти эрнекунхи конференцие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тата унӑн пайташӗсене пысӑка хурса хакланӑ.

Конференцире Валерий Филимонова партин регионти уйрӑмне ертсе пыма шаннӑ.

 

Кӳршӗре
Ҫӗнӗ Каньӑкьел ачисем
Ҫӗнӗ Каньӑкьел ачисем

«Волжская коммуна» (чӑв. Атӑл коммуни) хаҫат Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Каньӑкьел шкулӗ пирки статья кӑларнӑ. 11 класс таран вӗрентекен шкулта пурӗ 136 ача пӗлӳ пухать. Ку ялта ытларах енӗпе чӑвашсем пурӑннӑран ачасем факультатив шайӗнче чӑваш чӗлхине те вӗренеҫҫӗ.

Хаҫат журналисчӗсем шкулти музея ырланӑ. Вӑл пуян пулнипе тӗлӗннӗ — мамонт шӑлӗ те пур, ӗлӗкрех усӑ курнӑ савӑт-сапа тата ытти япала. Шкул ҫумӗнче «Асамат» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленнӗ, унта ачасем хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ. Маттурскерсем облаҫре иртекен фестивальсенче те пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

Материал авторӗ Светлана Решетихина пӗлтернӗ тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ушкӑнсем уҫма палӑртнӑ — ача пахчинче вырӑн сахал, ачисем вара нумай тесе пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ Каньӑкьел — Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнче вырнаҫнӑ чӑваш ялӗ. Вӑл Сургут шывӗ хӗрринче, район центрӗнчен 28 ҫухрӑмра ларать. Ку яла 1770 ҫулсенче Питтапаль ялӗнчи чӑвашсем никӗсленӗ. 2005 ҫулта кунта пурӗ 972 ҫын пурӑннӑ. Ялти шкул 1895 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ Каньӑкьелте ХХ ӗмӗрте те тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнни паллӑ.

Малалла...

 

Культура
Ирина Кошкина сӑн ӳкерчӗкӗ
Ирина Кошкина сӑн ӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи «Раҫҫей чӑваш пики» Крымра канӗ.

Ҫак конкурс паян, раштавӑн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.

«Раҫҫeй Чӑваш пики — 2017» ята ҫӗнсе илессишӗн Чӑваш Енри тӗрлӗ районтан, Тутар, Пушкàрт республикисенчен, Чулхула, Самар, Тӗмен, Иркутск облаҫӗсенчен, Питрӗ хулинчен килнӗ 21 хӗр тупӑшнӑ.

«Раҫҫей чӑваш пики» ята илес тесе вӗсен тӑван халӑх историйӗпе, кун-ҫyлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ. Ҫав ята тивӗҫес текенсенчен Чӑваш Ен Эл еперӗ кам пулнипе, тӑван халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫне пӗлнипе те кӑсӑкланнӑ.

Пикесене ытти ҫулхиллех тӗрлӗ номинацире хавхалантарнӑ. «Раҫҫeй Чӑваш пики-2017» ята Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина тивӗҫнӗ. Ӑна Крымра канмашкӑн путевка парнеленӗ.

 

Спорт

«Матч ТВ» федераци каналӗпе Раҫҫейри Паралимп комитечӗн «Пурнӑҫа таврӑнни» преми чыславне кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ унӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Мероприятире паралимп спортне аталантарассишӗн нумай тӑрӑшакан ҫынсене чысланӑ. «Личный пример» номинацире Андрей Михайлов ҫӗнтернӗ. Вӑл Раҫҫейри хусканупа тӗрев енчен сусӑр ҫӑмӑл атлетсен командин тренерӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.

Андрей Михайлов – Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спорт отличникӗ, Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46297
 

Раҫҫейре

Мускаври аэропортра полицейскисем ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Кияметдин Мифтахутдинова тытса чарнӑ. Вӑл сумка вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Сумкӑра вара укҫа пулнӑ. Анчах депутат ҫакӑ тӗрӗс маррине, ӑнланманлӑх сиксе тухнине ӗнентерет.

Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче Питӗртен Мускава вӗҫнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсен ун патни пакунлисем пынӑ та пӗр пассажирӑн сумкине вӑрланӑ тесе айӑплама пуҫланӑ. Сумкӑра 400 доллар пулнӑ-мӗн.

Кияметдин Мифтахутдинов тытса чарнӑ чухне сумкӑна вӑрламаннине, шӑпах ӑна тавӑрса пама хатӗрленнине ӗнентерме пуҫланӑ. Депутат корочкине кӑтартсан та полицейскисем хайхискере яман, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

«Ку ӑнланманлӑх. Питӗртен вӗҫсе тухиччен эпӗ тепӗр регионти ӗҫтешпе кафере апатлантӑм. Лешӗ самолета пӗрремӗш ларчӗ, эпӗ вара вӑл сумкине манса хӑварнӑ пуль терӗм, мӗншӗн тесен сумка юнашар пукан ҫинче выртатчӗ. Ӑна усал тӗллевпе илмерӗм. Мускава ҫитсен сумка манӑн ӗҫтешӗн марри тӑрӑ шыв ҫине тухрӗ. Пирӗн рейс тытӑнса тӑчӗ, эпӗ Шупашкара вӗҫекен самолета кая юлаттӑм, ҫавӑнпа малтан регистрациленесшӗнччӗ, унтан сумкӑна полицие кайса парасшӑнччӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46301
 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев юристсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Чӑваш Ен юрисчӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пур­нӑҫласа пыраҫҫӗ, пурнӑҫӑн кирек хӑш сферинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, пра­во йӗркине шанчӑклӑн тытса пырас, обществӑпа пат­ша­лӑ­х ҫирӗплӗхне вӑйлатас, халӑхӑн право культурине ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ.

Республикӑра граж­дансен хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене тӳлев­сӗр право пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫав­на­шкал пулӑшупа регионта пурӑнакан 200 пине яхӑн ҫын усӑ кур­нӑ.

Эсир хӑвӑрӑн професси ӑсталӑхне малашне те ӳстерсе пы­­расса, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗ­хӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», — тенӗ вӑл.

 

Политика
Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин еитӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗнче халӑха йышӑннӑ.

Тӗл пулӑва ҫакӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, маларах асӑннӑ партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, унӑн ҫумӗ Николай Николаев хутшӑннӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Елена Ногаева хӑйӗн сӑмахӗнче хулари автомашина ҫулӗсем ҫывӑхӗнче ҫутӑ ҫителӗксӗр пулнине каланӑ.

Михаил Игнатьев ыйтӑва итленӗ май ҫапларах хуравланӑ: «Юлашки ҫулсенче регионти ҫулсене тӗпрен юсаса сарма, модернизацилеме сахал мар укҫа-тенкӗ тӑкакланать. «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» проект та анлӑн пурнӑҫа кӗрсе пырать. Водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем валли сахал мар чаплӑ условисем хатӗрленӗ. Федераци, регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 113,045 ҫухрӑм ҫула транспорт инфратытӑмне ҫӗнетессипе йышӑннӑ программӑсене тӗпе хурса йӗркене кӗртсе майлаштарнӑ. 2018 ҫлта «М-7 Волга» федераци трасси еннелле ҫутӑпа тивӗҫтерме плана кӗртнӗ».

 

Спорт

Паян Шупашкарта ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑм-ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ.

Тӗнче кубокӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.

Ӑмӑртӑва Японирен, Китайран, АПШран, Азербайджанран, Монголирен, Швецирен, Украинӑран тата Раҫҫейрен пӗрлештернӗ ушкӑнсем килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансен ячӗпе Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ. «Пире тӗнчери чи чаплӑ та сумлӑ, паллӑ, вӑйлӑ спортсменсене кӗтсе илме шаннӑ. Ҫакӑ чӑннипех те пысӑк чыс пирӗншӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче патшалӑх политики спорт аталантӑр тесе чӑннипех те курӑмлӑ ӗҫсем туса пыни куҫкӗретех, условисем ҫителӗклӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.

Тӗнчери кӗрешӳҫӗсен федерацийӗн вице-президенчӗ Наталья Ярыгина хӑйӗн саламӗнче республика ертӳлӗхне мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ тесе хыпарланӑ ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.

 

Страницӑсем: 1 ... 1937, 1938, 1939, 1940, 1941, 1942, 1943, 1944, 1945, 1946, [1947], 1948, 1949, 1950, 1951, 1952, 1953, 1954, 1955, 1956, 1957, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...