Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Мария Денисова тунӑ сӑн
Мария Денисова тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать.

Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман.

Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария.

Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54399
 

Персона

Раҫҫей почти тата Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗ йӗркеленӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурса Шупашкарти 26-мӗш ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл парнесене тата 75 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

Конкурсра Амур облаҫӗнчи Ксения Голобородько тата Тверь облаҫӗнчи Вера Семерина чи лайӑх операторсем пулнӑ. Вӗсене тӗп парне – машина – лекнӗ (кашнине пӗрер).

Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкарти 5-мӗш ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонӗ Диана Илеменева чи лайӑх оператор ятне тивӗҫнӗ, ӑна ун чухне «Лада Веста» машина парнеленӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри тӗп суд приставӗн вакансийӗ ҫур ҫул пушӑ пулнӑ. Акӑ халӗ ку пукана Тутарстанри ҫын йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл та тивӗҫсене пурнӑҫлакан кӑна-ха.

Ҫӗнӗ ертӳҫе Анвар Закирова коллективпа Суд приставӗсен федераци службин директорӗн ҫумӗ Денис Фирсатов паллаштарнӑ. Анвар Закиров раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ӗҫлӗ виитпа пулнӑ.

Палӑртмалла: вӑл ку должноҫре ӗҫлеме тытӑниччен РФ Суд приставӗсен федераци службин Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Енре ҫак должноҫре тӑрӑшнӑ Аанатолий Иванов вара кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Мари Эла ӗҫлеме куҫнӑ, ун вырӑнне вӑхӑтлӑха Наталия Вассиярова вӑй хунӑ.

 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче арҫын ача ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Чӑнах та, кунашкал ят пирӗн республикӑра питӗ сайра тӗл пулать. Тен, унашкалли иккӗ ҫеҫ.

Аннӑпа Александр тахҫантанпах кӗтнӗ ывӑлне Космос ят панӑ. Ӑна Шупашкарти Мускав район администрацийӗнче регистрациленӗ. Ҫапла майпа ача Космос Александрович пулса тӑнӑ.

Кунашкал ятлӑ арҫын ача Ҫӗнӗ Шупашкарта та ӳсет. Вӑл пӗр ҫултан иртнӗ ӗнтӗ.

 

Харпӑр шухӑш Культура

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.).

«Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри».

А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та. Ҫынна ӑнланма ҫур пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Александр Ивановича тахҫантанпа пӗлекенсем те темшӗн ӑнланас йӗр ҫине ӳкмен. «Поэт мар ӗнтӗ вӑл», – терӗ Ю.М. Артемьев (2018, чӳк, 28). А.С. Смолин – Сантӑр Аксара вырӑсла куҫараканӗ. Анчах вӑл та темшӗн Сантӑр Аксарта унра ҫуккине шырать. «Тӗссемпе туйӑмсен алхасӑвӗ» тесе ят панӑ вӑл «Сандор Аксар. Сильбийский родник. Стихи и песни, поэма» кӗнеке (Чебоксары, 2006) умсӑмахне: «Поэзи пулмалла айвантарах та», – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче А.С. Пушкин. Паллах ӗнтӗ, вӑл поэзи ӑссӑр та ниме юрӑхсӑр япала пулмлла темен, пачах та урӑхла – Александр Сергеевич сӑвӑсен урӑм-сурӑм хӑватне, урӑхла каласан, туйӑмсен ирӗклӗхпе шухӑшсен алхасӑвне, вӗсемсӗр поэзи пулма та пултарайманнине шута илнӗ.

Малалла...

 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗшнче, ыран, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче уяв умӗнхи «Юмахри ҫунасем Ҫӗнӗ ҫула васкаҫҫӗ» конкурс иртет. Унта чи илмлӗ ҫунана суйлӗҫ.

Конкурса ҫемьесем хутшӑнӗҫ, вӗсем ҫунасене хӑйсем илемлетӗҫ. Жюри вара вӗсен ӗҫне хаклӗ: йывӑрлӑха, Ҫӗнӗ ҫул паллипе усӑ курнипе курманнине шута илӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене «Чи креативлӑ ҫуна», «Юмахри сӑнар», «Ҫемье ҫуни» номинацисенче палӑртӗҫ, дипломпа тата хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ертӳҫине тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Ку ҫын — Алексей Грищенко.

Алексей Алексеевичпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарнӑ.

Михаил Игнатьев «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статус вӑхӑтлӑх тесе палӑртнӑ. Вӑл Правительство пайташӗсене паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатурӑна Раҫҫейӗн Стройминӗнче пӑхса тухса ырламалла-мӗн.

Алексей Грищенко «Честр» строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, «Иско-Ч» АУО генеральнӑй пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «ТУС» строительство предприятийӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра

РФ ШӖМӗн следстви департаменчӗ Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пулнӑ авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Ку ӗҫре самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ водителе айӑпласшӑн. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче арестленӗ.

Аса илтерер: хӑрушӑ авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 1 ҫынран 11-шӗ вилнӗ, тепри пульницӑра куҫне хупнӑ.

Следстви шухӑшӗпе, самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти водитель тормоз йӗркеллӗ ӗҫлеменнине, ҫанталӑк япӑх пулнине пӑхмасӑрах хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Ҫитменнине, вӑл тимлӗхе ҫухатнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци панӑ.

 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа «Уҫӑ хула» порталта транспорт реформин ыйтӑвӗпе сасӑлав иртет. Хальлӗхе Шупашкарти район администрацийӗсенче тӳре-шарапа тата халӑхпа ирттернӗ тӗлпулусем вӗҫленнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ыйтнипе транспорт маршручӗсен схемине улӑштарас сӗнӳсене сасӑлав мелӗпе йышӑнӗҫ.

«Автобус тата троллейбус маршручӗсене улӑштарма сӗнӳсем килчӗҫ. Раштав уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме ыйтатӑп. Ҫынсем сӗннипе маршрутсен схемисене улӑштарма хатӗр», - тенӗ Алексей Ладыков.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ.

Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана.

Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1934, 1935, 1936, 1937, 1938, 1939, 1940, 1941, 1942, 1943, [1944], 1945, 1946, 1947, 1948, 1949, 1950, 1951, 1952, 1953, 1954, ... 3922
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 24

1892
133
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
73
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
30
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...