Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика
Етӗрнери спирт савучӗ
Етӗрнери спирт савучӗ

Етӗрнери спирт савучӗ, унччен 7 ҫул хушши ахаль ларнӑскер, ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай пулмасть унта Иван Моторин премьер-министр та пырса кайнӑ.

Хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑнана каласа панӑ тӑрӑх савут хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех пуҫланӑ, анчах малтанах унти оборудованипе кӑлтӑксем сахал мар сиксе тухнӑ. Тултаракан аппаратӑн операторӗ Николай Платонова ӗненес пулсан хальхи вӑхӑтра пур станок ӗҫне те йӗркеленӗ, вӗсем чӑхӑмламасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар кӑларас енӗпе те малтанхи калӑпӑш таран ӳснӗ.

Андрей Егоров директор пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫалӑха ҫӗнӗрен ӗслеттерсе янӑ хыҫҫӑн кӗленчесен дизайнне улӑштарнӑ, анчах рецептурине малтанхинех хӑварнӑ. Паянхи кун спирт савучӗ пурӗ 12 тӗс ҫутӑ эрех кӑларать. Ӑна республикӑра тата ун тулашӗнче сутаҫҫӗ.

Сӑмах май, хӑйӗн спиртне (унпа вӗсем маларах мухтанатчӗҫ) Етӗрнери савут кӑлармӗ. Ку саккуна хирӗҫлет имӗш — пӗр вырӑнтах спирт та водка та кӑларма юрамасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16426
 

Культура
Опурӑпа балет театрӗ (2014). Н. Плотников тунӑ сӑн
Опурӑпа балет театрӗ (2014). Н. Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ.

Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ.

 

Раҫҫейре
Никитӑпа пӗрле ҫула тухма шут тытнӑ Настя Сафонова
Никитӑпа пӗрле ҫула тухма шут тытнӑ Настя Сафонова

Тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве велосипедпа тухнӑ Никита Васильев пирки эпир сире пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Халь чӑваш ҫулҫӳревҫи пирки тепӗр хыпар ҫитрӗ — ҫул ҫинче вӑл халь пӗччен мар иккен, унпа пӗрле Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова пырать. Хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса (Ҫӗнҫӗпӗр хулинче радиоертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ) вӑл Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.

Барнаула ҫитнӗ хыҫҫӑн Наҫтука ҫӗнӗ велосипед парнеленӗ, хула ҫыннисем ӑна ҫула хатӗрлесе янӑ. Сӑмах май вӑл ку вӑхӑт тӗлне хӑйӗн пӗрремӗш 100 ҫухрӑмне та хыҫа хӑварнӑ.

«Акӑ Наҫтукӑн пӗрремӗш ҫӗр ҫухрӑм те пулчӗ. Эпӗ чӑн та тӗлӗнтӗм. Унччен нихҫан та йывӑр ҫӗклемпе инҫе ҫула тухман хӗршӗн Настя питӗ лайӑх пырать. Ӑна кӗтме тивменнипе пӗрех, сӑртсем ҫинелле ҫеҫ уншӑн хӑпарма йывӑртарах. Анчах вӑхӑт кӑна тӳрлетӗ. Мӗн калас, эпӗ хам та ывӑннӑскер», — ҫапларах нумай пулмасть пӗлтернӗ Никита хӑйӗн блогӗнче.

Аса илтеретпӗр, Никита хӑйӗн ҫулҫӳревне 2015 ҫул вӗҫӗнче тухнӑ. Вӑтам Азире хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Инҫет Тухӑҫалла ҫул тытнӑ. Тепӗр хӗле Никита Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азире ирттернӗ — Китайра, Вьетнамра, Лаосра, Камбоджӑра, Тибетра, Монголинче пулнӑ.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарта ача пахчи умӗнче хир сыснисем чупса ҫӳренӗ. Ҫынсем ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ.

Хир сыснисене иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. 21 сехетре Магницкий урамӗнче хир сыснисен кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ. Ачасем те инҫех мар вылянӑ. Аслисем вӗсене айккинелле илсе кайнӑ. Ара, хир сыснисем шар кӑтартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха.

Видеокамерӑсем те хир сыснисене ӳкерсе илнӗ. Ҫав кӗтӗвех, ахӑртнех, Ботаника сачӗ ҫывӑхӗнче ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре пулнӑ. Унта та вӗсене камера ӳкерсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43059
 

Хулара
Шупашкарта ташлама вӗрентӗҫ
Шупашкарта ташлама вӗрентӗҫ

Шупашкар хулинче ташлама тӳлевсӗр вӗрентӗҫ. Ку ӑсталӑха алла илес е ансат хусканусене вӗренес текенсен кӗсйи ҫӳхелменни паха ҫеҫ мар, занятисем уҫ сывлӑшра, урамра, иртни.

Хӗрлӗ лапамра занятисем ҫу каҫипех иртӗҫ. Ҫанталӑк начар пулсан ҫеҫ килте ларма тивӗ. Хитре ҫанталӑкра эрнекунсерен, шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен 18 сехетре йыхравлаҫҫӗ. Ташша юратакансене шӑматкунсерен, 16 сехетре, Лакрей вӑрманӗнче те хапӑл тӑвӗҫ. Унта "Ретро" стилӗллӗ канмалли кун" проект пурнӑҫланннӑ май чуна ҫывӑххине тупма май килӗ.

«Капелия», «Стиляги», «РИТМ», «ASTA-DANCE», «ФЛЭЙМ» ташӑ студийӗсемпе шкулӗсем сальсу тата хастл, танго тата свинг, бал ташши, street dance, вальс, бачата, блюз, ча-ча-ча тата ытти хӑш-пӗр ташша вӗрентӗҫ.

 

Спорт

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Францире сумлӑ «Тур де Франс» велочупу старт илет. Унта пирӗн ентеш Григорий Чернов та хутшӑнӗ.

Гриша велочупӑва хӗллех хатӗрленме тытӑннӑ. Ку унӑн пирвайхи опычӗ мар, 2014 ҫулта вӑл ҫакнашкал ҫула парӑнтарнӑ. Вӑл «В» категорире тупӑшӗ.

Велочупӑва Европӑри ҫӗршывсенчи 10 пин ытла ҫын хутшӑнӗ. АПШран та килӗҫ. Профессионалсем 3 тата 4 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. Юлашки эрнере спортсменсен пӗр хутчен ҫеҫ канма юрать. Тур вӗҫӗнче кам пӗрремӗш ҫитет – ҫавӑ ҫӗнтерӳҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43033
 

Спорт
Клавдия Афанасьева
Клавдия Афанасьева

Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Польшӑра 23 ҫулчченхи ҫамрӑксен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври икӗ спортсменка лекнӗ. Анчах иккӗшӗ те вӗсем нейтралитет мелӗпе тупӑшаҫҫӗ.

Кристина Сивкова спринтра ӑмӑртӗ, Чӑваш Енри Клавдия Афанасьева вырсарни кун, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, старта тухӗ. 20 километра тупӑшма хӗрсем Мускав вӑхӑчӗпе 12 сехетре тӑрӗҫ.

Унта ҫӗнтерсен Чӑваш Енри хӗрӗн Лондонра ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен иртекен Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче Клавдия ҫитӗнӗвне питех те шанаҫҫӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, Европа стартне тӑракансенчен унӑн рекорчӗ — 1:26.37 чи лайӑххи. Сезонта та вӑл ыттисенчен лайӑх кӑтартупа( 1:28.29) палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tass.ru/sport/4410117
 

Чӑвашлӑх

Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра «Играй, гармонь любимая» (чӑв. Выля, юратнӑ купӑс) кӑларӑмра кӑтартассине пӗлтереҫҫӗ.

1986 ҫултанпа эфира тухакан кӑларӑма Трактор музейӗнче ӳкерме аваллӑх управҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн.

Музейра Геннадий Заволокинӑн «Частушка», Агрегат савутӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем, республикӑри тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

«Играй, гармонь любимая!» кӑларӑм ертӳҫисем Анастасия тата Захар Заволокинсем музейпа паллашнӑ, унтисене телекӑларӑм ячӗпе парне панӑ. Музейра вара чӑваш туйӗш сыпӑкне тата ытти хӑш-пӗр сценӑна ӳкернӗ.

Чӑваш Енри пултаруллӑ купӑсҫӑсем тата ушкӑнсем эфира авӑн уйӑхӗнче тухӗҫ. Шӑпах ҫавӑн чухне телекӑларӑма куракансем патне ҫитермелле.

 

Хулара

Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет корпусӗ хута кайӗ. Унта ҫынсем валли канмалли вырӑн та пулӗ.

Унччен ҫав вырӑнта халӑх шашлӑк ӑшалама юратнӑ. Анчах каннӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарман, пӑрахса хӑварнӑ. Волонтерсем кашни ҫул тасатнӑ унта, анчах кӑштахран каллех тискер ӳкерчӗк хуҫаланнӑ.

Кадет корпусне ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ. Паян обществӑна проект эскизӗсемпе паллаштарӗҫ. Канмалли паркра аллея, фонтан, пӑр катокӗ те пулӗҫ.

Ҫынсем унти юмансене каснӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Анчах влаҫрисем ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗрне те тӗкӗнмӗҫ. Темиҫе ҫул каялла ӳссе ларнӑ хунавсене ҫеҫ касӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43024
 

Хулара
Студентсен урамӗнчи ишӗлнӗ тротуар
Студентсен урамӗнчи ишӗлнӗ тротуар

«Cheb.ru» порталта ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Студентсен урамӗнчи тротуар вырӑн-вырӑнпа шӑтса-путса кӗрсе кайнӑ. Ик айкки те тӑвайкки мар ҫын кун пикри Шупашкарти пӗрлехи диспетчер службине 23-50-75 номерпа шӑнкӑравласа систернӗ. «Итлерӗҫ, асфальт хӑш тӗлте путса кӗнине уҫӑмлатрӗҫ», — ҫырать ку хыпар авторӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлтах ӑнлантарнӑ.

Хальччен юсанӑ пуль тесе пурӑннӑ ҫын утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче те лару-тӑру улшӑнманнине асӑрханӑ. Виҫӗмкун, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшнче, ҫынсем вӑл путӑка пластмасса савӑтсем пӑрахнине асӑрханӑ.

Тротуар путса кӗнине хыпарлакан автор те диспетчер службинче кирлӗ ҫӗре пӗлтермен, те хӑш вырӑнта ишӗлнине тупайман тесе пуҫ ватать. Ҫывӑх кунсенче вӑл тата ҫав тӑрӑха кайса пӑхасшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 2063, 2064, 2065, 2066, 2067, 2068, 2069, 2070, 2071, 2072, [2073], 2074, 2075, 2076, 2077, 2078, 2079, 2080, 2081, 2082, 2083, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.