Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ.

Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ.

Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ.

 

Раҫҫейре
Вӑрманти пушарсен картти
Вӑрманти пушарсен картти

Иртнӗ талӑк хушшинче Инҫет Тухӑҫри вӑрмансенче 12 ҫӗнӗ пушар тухнӑ, пурӗ 14 пин гектар кӗлленнӗ. Вӑрман хуҫалӑхӗн федераллӑ агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 91 пушар алхасать: 76 — Якутинче; 13 — Хабаровск тӑрӑхӗнче; пӗрер — Сахалин тата Магадан облаҫӗсенче.

Вут-ҫулӑма пурӗ 740 ҫын кӗрешет, 81 техникӑпа тата 5 самолетпа усӑ кураҫҫӗ.

Пушарсемпе кӗрешекенсем ӗнер 12 вырӑна сӳнтернӗ, тата тепӗр ҫитмӗл тӑххӑрӑшӗ халӗ те ҫунаҫҫӗ: Саха Республикинче — 79; Хабаровск тӑрӑхӗнче — 13; 4 — ытти облаҫсенче. Инҫет Тухӑҫри вӑрмансенче кӑҫал пурӗ 1579 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 1 млн 162 пин гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан — ытларах. 2016 ҫулта ҫак вӑхӑт тӗлне Инҫет Тухӑҫра 1088 вӑрман пушарӗ ҫеҫ тухнӑ пулнӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре шкул пӗтернӗ яш-хӗрӗмпе хӗр-упраҫ хамӑр республикӑри аслӑ шкулсене суйласшӑнах мар. Вӗсенчен пӗр пайӗ ют регионсенчи вӗренӳ заведенийӗсене кӗме, урӑх хулана талпӑнать.

Абитуриентсем юта ӑнтӑлнине Экономикӑн аслӑ шкулӗн ӑсчахӗсем асӑрханӑ. Чӑваш Енсӗр пуҫне ҫакӑн пек кӑткӑс лару-тӑру тата тепӗр тӑватӑ регионта — Псков, Улатимӗр, Тверь, Вологда облаҫӗсенче — сисӗнет.

Экономикӑн аслӑ шкулӗн ӑсчахӗсем эпир маларах асӑннӑ федерацин пилӗк субъектӗнче ҫамрӑксем хӑйсем патӗнчи аслӑ шкулсенче вӗренесшӗнех маррине ҫеҫ мар, тӑван тӑрӑхра ӗҫлесшӗнех маррине те палӑртнӑ.

Аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Тутарстанра, Мускавра тата Мускав облаҫӗнче, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче, Орлов облаҫӗнче ӗҫлеме яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хирӗҫ мар, вӗсенче кӑмӑлтан юлаҫҫӗ.

 

Политика
Алексей Григорьев
Алексей Григорьев

Ҫӗмӗрле хулинче ӗнер хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем сити-менеджерпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев вырӑнне унӑн тивӗҫне пурнӑҫлакана палӑртасси тата сити-менеджера суйламалли комиссие палӑртасси пулнӑ.

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Зиновьевӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ. Ку пукана вӑл икӗ ҫул йышӑннӑ.

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен тилхепене сити-менеджерӑн ҫумӗ Алексей Григорьев тытса пырӗ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртмелле. Комиссие районта ҫеҫ мар, республикӑра та йӗркелӗҫ. Кайран кандидатурӑна вырӑнти депутатсем пӑхса тухса ҫирӗплетмелле.

 

Республикӑра

Паян Шупашкарта ҫарпа транспорт самолечӗ анса ларнӑ. Аэропортра ИЛ-76 ларнине паян хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вӗсемех «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портала самолета ӳкерсе ярса панӑ.

Форума кӗрекенсен портала сӗннӗ ӳкерчӗксенче самолет курӑнать. Ҫарпа транспорт самолечӗсӗр пуҫне полици ӗҫченӗсем, Шалти ӗҫсен министерствин машинисем йышлӑ пулнӑ.

Хӑшӗ-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта анса ларнӑ борт ҫӗршыв ертӳҫисене кӗтсе илме кирлӗ оборудовани илсе килнӗ. Пирӗн регионпа кӳршӗллӗ республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗршыв ертӳҫисем килмелле текен сас-хура та ҫӳрет. Вӗсем унта ҫитес кунсенче ҫитмелле имӗш. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мари Эл республикӑна Шупашкар урлӑ каймалла тесе калаҫакансем те пур.

 

Хулара

Шупашкарта ҫӳллӗ хутран хӗр ӳкнӗ. Юрать, 18 ҫулти пике вилмеллех аманман.

Ҫакскер селфи тума шухӑшланӑ та балкона тухнӑ. Ку Граждан урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Пике 5-мӗш хутран ӳксе асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу тата полици килнӗ.

Йывӑр суранланнӑ хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна сиплеҫҫӗ.

МЧС асӑрханулӑх пирки аса илтерет: ҫӳллӗ хутран селфи тума юрамасть. Кадр туса пурнӑҫпа сывпуллашасси те инҫех мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43178
 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта 3 ҫулти ачана хура ҫӗлен сӑхнӑ. Ку инкек пахчарах пулнӑ.

Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫӗлен тапӑннине вӑхӑтра курнӑ. Ачана Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пӗчӗкскере тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари пульницӑна яма йышӑннӑ. Унта ачана тӳрех хура ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен сыворотка янӑ.

Телее, ача халӗ хӑйне чиперех туять. Шӑпӑрлана халӗ пульницӑра сиплеҫҫӗ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗлен курсан сехӗрленсе ӳкмелле мар, майӗпен каялла чакмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43185
 

Персона

Йӗпреҫ районӗнче 102 ҫул тултарнӑ ҫын пурӑнать. Вӑл – Мария Лукиановна Маркова. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Купня ялӗнче 1915 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Мария Лукиановна Вӑрнарти зооветеринари тухникумӗн зоотехника факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан Чӑваш учителӗсен институтне пӗтернӗ, кун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ, Мускаври патшалӑх педгогика институтӗнче ӑс пухнӑ.

Мария Маркова педагогра, логопедра ӗҫленӗ. Вӑл – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

Мария Лукиановнӑна 102 ҫул тултарнӑ ятпа тӳре-шара саламланӑ, парнепе савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43192
 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк пӑсӑлассине сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫурҫӗр иртсен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Шел те, асар-писер ҫанталӑк хӑш-пӗр тӑрӑхра шар кӑтартнӑ.

Ҫӗмӗрле хулине ытларах лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Муркаш районӗсенче те пӑтӑрмахсем пулнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ҫӗрле ҫутӑ сӳннӗ, ҫуртсен 50 проценчӗ электричествӑсӑр юлнӑ. Ир енне чылайӑшне ҫутӑ панӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче аслатие пула харпӑр секторта электричество сӳннӗ. Ҫак сӑлтава пулах Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче ҫутӑ пӗтнӗ. Унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Муркаш районӗнче аслатие пула икӗ пушар тухнӑ: сарай ҫунса кайнӑ, тырӑ склачӗ сиенленнӗ.

 

Республикӑра

Канашра 16 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ «Pro город» хаҫат пӗлтерни тӑрӑх ӗнер ҫырнӑччӗ. Ывӑлӗ утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнине унӑн амӑшӗ Ольга Игнатьева пӗлтернӗ. Дмитрий ятлӑ каччӑ килтен 2—3 сехетдӗхе уҫӑлма тухнӑ та таврӑнман. Килтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа никам та вӑрҫӑнман. Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен.

Ҫамрӑка хулара та, ун тулашӗнче те шыраҫҫӗ тенӗччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ. Икӗ кинолог йытӑпа ӗҫленӗ. Шупашкартан, районсенчен волонтерсем килнӗ.

Халӗ вара тӗнче тетелӗсенче каччӑна тупни, вӑл вилнине пӗлтерекен хыпар сарӑлнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ача вышка ҫинчен ӳкнӗ. Ҫак самантра кун пирки официаллӑ ҫӑлкуҫем пӗлтернине РФ Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче те, РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн сайтӗнче асӑрхамарӑмӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 2059, 2060, 2061, 2062, 2063, 2064, 2065, 2066, 2067, 2068, [2069], 2070, 2071, 2072, 2073, 2074, 2075, 2076, 2077, 2078, 2079, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.