Вӗренӳ
![]() Татьяна Кучерова Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна ют ҫӗршывран килнӗ студентсенчен чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сӑмах Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен, Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухакан Татьяна Кучерова пирки пырать. Вӑл Китайри университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрат., университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать. Халӗ пикене Китайри аслӑ шкул ют ҫӗршыа студенчӗсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта тӑвакан кадет шкулӗшӗн яваплисене палӑртнӑ. Ку вӗренӳ учрежденине тӑвас пирки вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчипе Михаил Бабичпа килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула каярах юлса пыни пирки те сӑмах-юмах тухнӑччӗ. Республикӑн Строительство тата Вӗренӳ министерствисен пӗрлехи приказӗпе халӗ строительствӑшӑн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑн ертӳҫи — строительство министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Иванов. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стройкӑра рабочи вилнӗ. КамАЗ бомба хӳтлӗхӗ пулнӑ шӑтӑка анса ӳксе машина водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку факта тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ. Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре икӗ районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Патӑрьели тата Комсомольски районӗнчи икӗ хуҫалӑхра чӑхсем вилнӗ. Вӗсен виллисене Чӑваш ветеринари лабораторийӗ тӗрӗсленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулма пултарать. Халӗ вирус килме пултарнӑ вырӑна тӗрӗслеҫҫӗ. Ку чӑнах та кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн материала Владимир хулине тӗпчеме ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн Шупашкар ҫыннисем ырӑ мар шӑршӑ шӑршласа ывӑнчӗҫ пулӗ. Ҫакна чылайӑшӗ «Юрма» агрохолдинг каяша уя тухса тӑкнипе сӑлтавлать. Агрохолдинг директорӗ Владимир Ермолаев ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта ырӑ мар шӑршӑ кӗме пӑрахасса шантарнӑ. Раштав уйӑхӗ тӗлне кайӑк-кӑшӗк каяшӗ валли тӑрӑллӑ сооружени тума палӑртнӑ-мӗн. Хапрӑк каяша уя тухса тӑкнӑран ҫывӑхри ял ҫыннисем те, шупашкарсем те шар кураҫҫӗ. Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗн хастарӗсем журналистсемпе пӗрле Шупашкар районӗнче экологи рейчӗ ирттернӗ. Владимир Ермолаев эрне хушшинче каяша хумалли объектӑн проекчӗпе паллаштарма шантарнӑ. Палӑртмалла: халӗ ЧР Арбитраж сучӗ Россельхознадзор «Юрма» тӗлӗшпе ҫырнӑ тӑватӑ тавӑҫа пӑхса тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗрпӳ кӗперне хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ку ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук пек туйӑнать ахӑртнех. Ара, ӑна миҫе ҫул тӑваҫҫӗ-ха та. Ҫак кунсенче рабочисем Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине ӗҫлеме тухнӑ. Унта реконструкцин юлашки тапхӑрӗ пырать. «Волго-Вятскуправтодор» пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере кӑҫал юпа уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ. Ҫывӑхри ял ҫыннисем валли чарӑну та пулӗ. Унта павильон лартӗҫ. Палӑртмалла: Ҫӗрпӳ кӗперне хута ямашкӑн федераци хыснинчен 282 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канашри пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ун чухне пӗр ҫемьен пӗчӗк ывӑлне ҫулӑмран кӑларнӑ. Пушар картишӗнчи хуралтӑсене тӗп тунӑ, кӳршӗ ҫурта куҫма тытӑннӑ. Унта вара виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Пӗр шӑпӑрлана пушарнӑйсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Амӑшӗ МЧС ӗҫченӗсене тав туса пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, тав тунӑ. «Пушар вӑхӑтӗнче пурте ҫухалса кайрӗҫ. Урама чупса тухсан пирӗн 6 ҫулти ывӑлӑмӑр картишре тӑрса юлнӑ. Унта вара йӑлтах ҫунатчӗ. Ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑран эпӗ те, упӑшка та ача патне ҫитеймерӗмӗр»,- ҫапла ҫырнӑ Вера Кашинская ҫырӑвӗнче. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен тӳрех тӗтӗм ӑшне чӑмса арҫын ачана шыранӑ. Телее, ӑна урама илсе тухнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, алли пиҫсе кайнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Хир кунӗ» республикӑри курав уҫӑлнӑ. Ӑна пирӗн республикӑри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ ҫулсерен йӗркелет. «Хир кунӗ» куравра ял хуҫалӑхӗнчи пысӑк эффективлӑ сортсемпе, ҫӗнӗ йышши агротехникӑпа, пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Кӑҫалхи курав уҫнӑ ҫӗрп хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шучӗпе ҫак мероприяти ялти техникӑна ҫӗнетме, ҫӗнӗ йышши технологисене аталантарма май парӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑри аграри предприятийӗсене 2 миллиард та 757 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта укҫан ҫуррине аграрисем илнӗ те ӗнтӗ. Курава уҫас умӗн республикӑри маттур аграрисене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе чысланӑ, малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта нумай функциллӗ спорт лапамӗ уҫӑлӗ. Вӑл Соляной проездри 14-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Универсаллӑ спорт объектӗнче — 20x40 метрлӑ хоккей лапамӗ. Ӑна искусствӑллӑ курӑкпа витнӗ. Хӗлле унта хоккей выляма, ҫулла футбол выляма май килӗ. Спорт объектне уҫнӑ май Спорт аэробикин федерацийӗ, «Спартак» спорт шкулӗн ҫамрӑк футболисчӗсем тата «Спартак-Чебоксары» (чӑв. Спартак-Шупашкар) спорт ушкӑнӗн пайташӗсем уяв туса парӗҫ. Универсаллӑ спорт лапамне тума хула хыснинчен 4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр Шупашкарта тӑватӑ спорт объекчӗ – виҫӗ мини-футбол лапамӗ (кашнин лаптӑкӗ — 20x40 м, вӗсем 61, 40 тата 10-мӗш шкулсенче вырнаҫнӑ) тата Эгер бульварӗнче 33-мӗш ҫурт картишӗнче универсаллӑ спорт лапамӗ — хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклӗҫ. 240 вырӑнлӑскерӗн хакӗ — 176 миллион тенкӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине хӑпартма халӗ строительство предприятине палӑртасшӑн. Ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ организацин объекта ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтерме тивӗ. Строильство предприятине палӑртмалли конкурса «Капиталлӑ строительствӑпа реконструкци управленийӗ» муниципалитетӑн хысӗа учрежденийӗ ирттерет. Ача пахчине хӑпартма укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа уйӑрӗҫ. Подрядчика кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен палӑртмалла. Маларах Ҫӗнӗ хулара 160 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвакан предприятие палӑртнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен пӗри аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменнине кура подрядчикпа хальлӗхе уҫӑмлӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |