Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Чӑваш Енри аслӑ шкулсемпе техникумсенче тата колледжсенче абитуриентсенчен заявленисем малалла йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну кампанийӗ ҫӗртмен 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзамен кӑтартӑвне кура вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене аслӑ шкулсенче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Колледжсемпе техникумсенче куҫӑн майпа вӗренес текенсен ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӑхӑт пур-ха. Ирӗклӗ вырӑнсем юлсан вӗсенче абитуриентсене чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗчченех йышӑнассине систереҫҫӗ.

Аслӑ шкулсенче хысна шучӗпе вӗренме пӗр вырӑна 2,1 ҫынтан заявлени ҫитнӗ.

Техникумсене колледжсенчи хысна вырӑнӗсене 6,3 пин ытла заявлени панӑ, рабочи профессийӗсем илме — 800 ытла заявлени.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 26 професси вӗрентӗвӗн организацийӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан 14 организаци ӗҫлет.

 

Пӑтӑрмахсем

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан 45-ри арҫынна волонтерсем шыранӑ. 1972 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Николаевич Шуркин Улатимӗр облаҫӗнчи Александровски районӗнчи Анисимка ялне ӗҫлеме кайнӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тухса утнӑ.

Lizaalert.org сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна волонтерсем тепӗр куннех шырама тытӑннӑ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫын аташса калаҫма пуҫланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Выҫлине арҫын таврӑнман.

Владимир Шуркин 172 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑрах ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ. Ҫийӗнче сӑрӑ футболка, хура спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочки пулнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлекенсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерессе шанаҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.

Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ.

Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ.

Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/tutarsen-pysak-uyav
 

Культура

Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йӗркеленӗ Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйне халалланӑ.

Концерт курма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн наци канашӗн ертӳҫи Василь Шайхразиев, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев кайнӑ.

Ӑстасен сцена ҫинчи ӑсталӑхӗпе паллашиччен тӳре-шара тутарсен художество промыслисене хатӗрлекенсен пултарулӑхӗпе паллашнӑ.

«Тутарсен хӑйне евӗр культури Раҫҫейӗн нумай енлӗ культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать», – тенӗ Михаил Игнатьев тутар ӑстисен концерчӗ пуҫланас умӗн сцена ҫине тухсан.

 

Раҫҫейре

Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма Ҫӗмӗрле арҫынни (ятне ҫак йӗркесен авторӗ, шел те, итлесе юлайман) хутшӑнчӗ.

Вӑл ялта пурӑнать, телепередачӑна мӑнукӗпе Ксюшӑпа тата хӗрӗпе ҫитнӗ. Вӑл — смс-викторина ҫӗнтерӳҫи. Кӑларӑма хутшӑнма май килнишӗн арҫын хӑйӗн хӗрне тав туса чечек ҫыххи тыттарчӗ.

Телепередачӑн спонсорӗнчен арҫынна телевизор лекрӗ. Ӑна парне те тухрӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмерӗ — малалла выляма кӑмӑл турӗ.

Ҫӗмӗрле арҫыннин мӑнукӗ сӑвӑ каларӗ. Вӑл асли пӗчченех пурӑнать тесе ӗнентерчӗ, унпа ҫӗрулми лартнине пӗлтерчӗ. Анчах ача тӗрӗс мар калани палӑрчӗ: арҫын арӑмӗпе пурӑнать, унӑн ывӑл та пур.

Ҫӗмӗрле арҫынни, шел те, финала лекеймерӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче пурӑнакансем уйри ҫӗр пайӗсем патне пыма май ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ҫак ыйтупа районӑн прокурорӗ Зелфинас Карама патне ҫитнӗ.

Пысӑк йышран тӑракан ушкӑн алӑ пуснӑ ҫӑхавра палӑртнӑ тӑрӑх, «Новочебоксарский» теплица комплексне тӑвакансем ял ҫыннисен ҫӗр пайӗсем патне каякан ҫула карта тытса хунӑ. Палӑртар, теплицӑна «Теплицы регионов» (чӑв. Регионсен теплицисем) тулли мар яваплӑ общество тӑвать. Унӑн хуҫи — Виктор Вексельберг. Проекта усламҫӑ 6,5 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хума хатӗр.

Теплица хӑпариэтакан ҫӗр лаптӑкӗ уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнче пирки строительство чӑрмавлӑ пуҫланнӑ сӑмах-юмах тухнӑччӗ малтан. Халӗ, ав, тепӗр ыйтӑва хускатнӑ.

 

Республикӑра

Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкулӑн алӑкне приставсем пичет ҫапсах питӗрнӗ. Апатланмӑшӑн пӗр уйӑх ӗҫлеме юрамӗ, мӗншӗн тесен унта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шкулта апат пӗҫернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнмашкӑн условсем ҫуккине тупса палӑртнӑ. Апатланмӑшра апат хатӗрлемелли тата упрамалли ятарлӑ вырӑнсем ҫук ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗк ҫумалли, пахча ҫимӗҫ, пулӑ, какай тасатмалли пӳлӗмсем ҫук. Апатланмалли залра вара мачча хӑмисене ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.

Шкул директорӗ апатланмӑшра ҫитменлӗхсем пуррине тунман, ун валли хушма ҫурт тумашкӑн смета хатӗрлени пирки пӗлтернӗ. Строительство валли укҫа-тенкӗ шыраҫҫӗ-мӗн. Апла пулин те Роспотребнадзор апатланмӑш ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарма йышӑннӑ. Шкулта вара ҫуллахи уйлӑх ӗҫлемелле пулнӑ.

 

Республикӑра

«Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче ӗҫлекенсем тинех хаш сывларӗҫ пуль-ха. Ара, ҫак кунсенче вӗсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнӗ-ҫке-ха. Предприяти парӑма кӗни пирки чылай калаҫрӗҫ.

219 ҫынна (вӗсен йышӗнче ӗҫрен кайнисем те пур) пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи тата кӑҫалхи нарӑс-ака уйӑхӗсенчи шалӑва тӳленӗ.

«Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсен умӗнче парӑм самаях пухӑннӑччӗ-ха. Пӗтӗмпе – 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ. ЧР прокуратури, республикӑри ӗҫ патшалӑх инспекцийӗ пулӑшнипе унта ӗҫлекен ҫынсем хӑйсен саккунлӑ укҫисене илме пултарнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерне юсама пулӑшни – ырӑ йӑла. Халӗ мэри виҫӗ ветеранӑн килне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Ҫак тӗллевпе хула хыснинчен 500 пин тенке яхӑн уйӑрнӑ. Аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫе утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

Уйӑрнӑ укҫапа Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх тата Ленин проспектӗнчи икӗ хваттере (80 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ) юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Унта обой ҫыпӑҫтарӗҫ, плинтуссем ҫапӗҫ, балкон тата чӳрече блокӗсене улӑштарӗҫ.

Мусоргский урамӗнчи харпӑр ҫуртра вара 406,5 пин тенкӗпе тӑррине тӗпрен ҫӗнетӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарта арҫын хӑйне малалла талпӑнакан усламҫӑ пек кӑтартса ҫынсенчен укҫа кивҫен илнӗ. Вӑл расписка та ҫырнӑ-ха, автомойкине залога хӑварни пирки каланӑ. Анчах хайхискер пӗр эрнерен йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Халӗ ӑна приставсем шыраҫҫӗ.

Арҫын 28 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Приставсем вӑл Гремячево поселокӗнчи коттеджра пытанса пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр уйӑх ӗнтӗ вӗсем унта пыраҫҫӗ, анчах шала иртеймеҫҫӗ: хуняшшӗпе хунямӑшӗ кӗртмеҫҫӗ. Ҫитменнине, картишӗнче алабай йӑхӗнчи йытӑсем ҫӳреҫҫӗ, ют ҫынна курсанах хамлатаҫҫӗ.

Шупашкарти Калинин районӗнчи суд приставӗсем ҫав коттеджа тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫав арҫын унта пурӑнни пирки, ӑна машинипе коттедж патӗнче курни ҫинчен сас-хура ҫитнӗ-мӗн. Тӑванӗсем тӗлӗшпе вара протокол ҫырнӑ. Ара, вӗсем приставсене ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ вӗт. Парӑмҫа ШӖМ те, патшалӑх автоинспекцийӗ те шырама пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50958
 

Страницӑсем: 1 ... 2101, 2102, 2103, 2104, 2105, 2106, 2107, 2108, 2109, 2110, [2111], 2112, 2113, 2114, 2115, 2116, 2117, 2118, 2119, 2120, 2121, ... 3955
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...