Культура
![]() Черетлӗ сезона хупнӑ каҫ лартнӑ спектакль саманчӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи икӗ актер ҫӗнӗ сезонта сумлӑ юбилейсене уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки театрӑн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров ӳнер учрежденийӗ черетлӗ сезона хупнӑ май каланӑ. 100-мӗш сезонти чаршава театр И.С. Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьесипе лартнӑ спектакльпе ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хупнӑ. Театра пухӑннисем умӗнче ҫав каҫ тухса калаҫнӑ Юрий Владимиров иртсе кайнӑ юбилейлӑ сезона пӗтӗмлетнӗ. Ҫитесси пирки асӑнса хӑварнӑ май чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина 95 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Нина Григорьева 80 ҫулхи юбилея палӑртӗ. Тӑван сцена ҫине тухма вӗсем пӑрахман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ. Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускава чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ те унта хутшӑннӑ. Ансамбль Нацисен ҫурчӗн картишӗнче хӑнасене наци тумӗпе, чӑваш юрри-кӗввипе кӗтсе илнӗ. Патӑрьелсем уявран савӑк кӑмӑлпа тата Хисеп грамотипе таврӑннӑ. Ара, вӗсем унта ентешӗсене те курса савӑннӑ. Хӑнасен йышӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫынсем те пулнӑ. Вӗсем «Илем» ансамбль юрласа ташланине курса савӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Ансамбль Раҫҫей халӑх артисчӗпе, хӑйсен ентешӗпе Станислав Садальскипе сӑн ӳкерӗннӗшӗн хӗпертенӗ. Уявра Ҫуттакӑларуҫӑн Иван Яковлевӑн тӑванӗсем, граждан вӑрҫин паттӑрӗн Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ачи те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Мензелинск аэродромӗнче Екатеринбург, Пермь, Челепи, Ижевск, Шупашкар тата Мускав парашютисчӗсем «Вингсьют – пысӑк формацисем» дисциплинӑра Урал тата Атӑлҫи рекордне ҫӗнетнӗ. Парашютистсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Эппин, Евгений Абрамов та рекорда ҫӗнетес ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Парашютистсем улттӑмӗш хутӗнче фармаци пуҫтарнӑ. Унта 10 ҫын хутшӑннӑ. Ҫапла вӗсем регионсен хушшинче спорт ҫитӗнӗвӗ тунӑ. Халӗ спортсменсем Раҫҫей тата Европа рекорчӗсене ҫӗнетес ӗҫе хутшӑнма пултарӗҫ. Ӑмӑрту Коломнӑра ҫак уйӑхра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Статистика савӑнтармасть: юлашки икӗ эрнере республикӑра 4 ача тата 8 аслӑ ҫын путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче те инкек пулнӑ. Унта 6 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ача ялпа юнашар вырнаҫнӑ пӗвере путнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман, пӗчӗкскер вара ишме пӗлмен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Кунта криминал ҫукки паллӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ аслисене асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ачасенчен куҫ вӗҫертме юрамасть. Вӗсене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() СУОР строительство организациийӗнче ӗҫлекен 139 ҫын тӑватӑ уйӑх шалу илмен. Компанин ӗҫченӗсене укҫа тӳлемешкӗн май пулнӑ, анчах хуҫа ҫакна пурнӑҫламан. Ҫапла майпа парӑм 8,5 миллион тенке ҫитнӗ. Компанин генеральнӑй директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура суда ярса панӑ. Следстви вӑхӑтӗнче айӑпланакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин парӑмне татнӑ. Генеральнӑй директора суд штрафӗ тӳлеттерме пултарӗҫ. Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса панӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫын ытларах пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – 159 ҫын. Анчах парӑм виҫӗ пӗчӗкрех-мӗн – 76,9 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал федераци Сапантуйӗ Шупашкарта иртесси пирки сай тра хыпарланӑччӗ. Тутарсем уява утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче пухӑнӗҫ. Унта Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов та килме палӑртнӑ. Президент Чӑваш Ене пушӑ алӑпа ҫитмест. Вӑл наци кӗрешӗвӗнче ҫӗнтернӗ спортсменсене хаклӑ парнепе чысласшӑн. 20 ытла виҫе категорийӗнче мала тухнисене такапа тата хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ. Тӗп ҫӗнтерӳҫе, паттӑра, президент «Вольскваген Поло» машина парнелӗ. Рустам Минниханов регонти тутарсен наци культурин автономине те парнепе хавхалантарасшӑн. Вӑл Чӑваш Енри тутарсене «Форд Транзит» микроавтобус пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енри чи ватӑ хӗрарӑмсенчен пӗри, Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Ольга Яфаркина 104 ҫул тултарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтакӑн тӑлӑх арӑмне ҫуралнӑ кун ячӗпе хула администрацийӗн ертӳлӗхӗ саламланӑ. Ольга Васильевна Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 1930 ҫулта кул хуҫине кулаксен йышне кӗртсе аякка ӑсатнӑ. Ҫавна пулах ачасен шӑпи тата йывӑрланнӑ. Пӗчӗк Ульхана Ҫӗмӗрлере пурӑнакан тӑванӗсем илсе килнӗ. Кунта вӑл хурӑнташӗсене кил-тӗрӗшре пулӑшнӑ. Темиҫе ҫултан Ольга Васильевна тӑван ялне таврӑннӑ, 1937 ҫулта качча кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илсе кайнӑ, Ольга Васильевна икӗ пӗчӗк ачапа тӑрса юлнӑ. Кил хуҫи ҫапӑҫу хирӗнче йывӑр амансан килне таврӑннӑ. 1951 ҫулта ҫемье Ҫӗмӗрле хулине пурӑнмах куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа тӑрӑхӗнче Чӑваш Енӗн чи пысӑк археологи палӑкӗ вырнаҫнӑ. Унта Совет саманинче ҫӗр чавнӑранпа шырав ӗҫӗсене тек пурнӑҫламан. Халӗ унта Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем тата волонтерсем шырав ӗҫне ҫӗнӗрен кӳлӗннӗ. Вӗсем тӑпран кашни ывӑҫӗнче историн хаклӑ пайӗ упранма пултарать тесе асӑрханса та тимлесе ӗҫлеҫҫӗ. Каярах Хусанти тата Йошкар-Олари ӳркенмен хастарсене те ӗҫе явӑҫтарасшӑн. Тӗпчев лапамӗ — 25 гектар. Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта 11-13 ӗмӗрсенче хула пулнӑ. ЧПГӐИн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Мясников унта «пура культурин» йӑхӗсем пурӑннӑ тесе шухӑшлать. 11-мӗш ӗмӗрте ҫавӑнта Атӑлҫи пӑлхарсем куҫса пынӑ. Тутар-монголсем тапӑнсан хула крепоҫе ҫаврӑннӑ. Экспедин малтанхи кунӗнчех тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тупма май килнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем каярах вӗсене тӗплӗн тишкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Правде ПФО» сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем. Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ. Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |