Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» спектакле йыхравлать. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савнине» куракансем хӑй вӑхӑтӗнче кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче театрта камитӗн улттӑмӗш серине лартнӑччӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫав спектакле Чӑваш халӑх артисткин Светлана Савельевӑн 60 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Унта Светлана Рюриковна Лисук сӑнарне калӑплать. Хаваслӑ сӑнарсене кӑмӑллакан артист сцена ҫинче 80-а яхӑн роле вылянӑ. Хӑш-пӗр сӑнара тӗлӗкре тӗлленни те пулнӑ унӑн. Етӗрне районӗнчи Хорамал ялӗнче 1958 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ вӑл. Артист пулма ӗмӗтленнине никама та шарламанскер, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин актер уйрӑмне ҫамрӑксене илнине пӗлсен кайса пӑхнӑ та вӗренме кӗме пултарнӑ. 1979 ҫултанпа, вӗренсе тухнӑранпах, Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. |
Вӗренӳ
![]() Нарӑс уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ача-пӑча парламентне йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарни — «Вӗрентӗве аталантараси ҫинчен» республика программин «Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксем» ҫумпрограммипе килӗшӳллӗн пулнӑ утӑм. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ача-пӑча парламентне районти кашни шкултан пӗрер ача лекнӗ. Вӗсене малтанласа вӗренӳ учрежденийӗсенче суйланӑ. Ача-пӑча парламенчӗн пӗрремӗш ларӑвне нумаях пулмасть пуҫтарӑннӑ. Ӑна Ҫамрӑк суйлавҫӑн кунне йӗркеленӗ, парламент пайташӗсемпе районти суйлав комиссийӗн ертӳҫи Н.В. Давыдова тӗл пулнӑ. Ларура ачасем пӗр-пӗринпе паллашнӑ, ӗмӗт-шухӑшӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ача-пӑча парламенчӗн ертӳҫи пулма Кукашни шкулӗнчи Екатерина Коротковӑна суйланӑ. Парламентра — темиҫе комитет. Информаци енӗпе ӗҫлекеннине Урхас Кушкӑри Анна Григорьева ертсе пырӗ, йӗркелӳ енӗпе ӗҫлекеннине — Шуршӑлти Лариса Молярова, проект енӗпе ӗҫлекеннине — Хуракассинчи Николай Колесников. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников нумаях пулмасть физкультурӑпа спорт комплексӗнче тӗлпулу ирттернӗ. Унта сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем, Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пресс-служби хыпарланине ӗненсен, ветерансем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсанишӗн тав тунӑ. Физкультурӑпа спорт комплексне пенсионерсене йӳнӗ хакпа кӗртнишӗн те ватӑсем савӑнаҫҫӗ, пуҫлӑхсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ыйтса пӗлме ӑнтӑлакансем те йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, управляющи компанисем кӑрлач уйӑхӗнчен тарифсене ӳстернишӗн пӑшӑрханнӑ ватӑсем. Хастар пенсионерсем культура учрежденийӗсенче, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче ачасемпе тӗл пулас, вӗсене ӑс-тӑн парса калаҫас кӑмӑллине палӑртнӑ. Теприсем тата ачасене ишме вӗрентес шутлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче тара паракан хваттерсене шыраҫҫӗ. Рейдсене республикӑн тӗп хулинче маларах та ирттернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун пеккине Шупашкарти Ленин районӗнче йӗркеленӗ. Тара паракан хваттерсене палӑртма Шупашкарта ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йыша Ленин район администрацийӗн пайташӗ, налук тытӑмӗн специалисчӗ, полицин участокри уполномоченнӑйӗ кӗнӗ. Рейд вӑхӑтӗнче Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулса 57 хваттере тӗрӗсленӗ. Хваттер алӑкне пурте уҫман-ха. Ҫуртри 31 хваттерте ҫеҫ ҫынсем килте пулнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем икӗ хваттере вӗсен хуҫисем тара панине палӑртнӑ. Ку факта тӗпе хурса налукҫӑсем акт ҫырнӑ, тара кӗрӗшсе пурӑнакансенчен хӑҫантанпа йӑва ҫавӑрнине ыйтса пӗлнӗ. Тара паракан хваттер хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра налук хурса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак пӑтӑрмах нумаях пулмасть пулса иртнӗ. Шупашкар арҫынни банксенчен пӗринче 300 доллар кредит илнӗ. Хӑй тимсӗрлӗхне пула укҫана унтах ҫухатса хӑварнӑ. Урайӗнче пӗр чӗрке выртнине ҫывӑхра тӑракан ҫамрӑк мар хӗрарӑм асӑрханӑ. Ҫухатакан этем хыҫҫӑн тухнӑ-ха вӑл. Анчах кӑштахран каялла ҫаврӑнса кӗнӗ те чӗркене илсе чикнӗ. Ют укҫана тупакана кӗҫех пакунлисем шырама пуҫланӑ. Ҫавна Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн тӑванӗсем илтеҫҫӗ. 300 доллар тупнӑ хӗрарӑм кӗҫех полицейскисем патне вӗҫтерет. Ахаль мар. Укҫа йӑтсах пырса кӗрет. Хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӗркере мӗн пулнине те вӑл малтанласа ӑнланман имӗш. Кайран ӗн тумаллине пӗлмен. Ют укҫана хӑй кӑмӑлӗпе тавӑрса панӑ хӗрарӑма пакунлисем явап тытармассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ. Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдинг хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑспа инҫе ҫула тухакан пассажирсене какай ҫитерме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене пулӑпа ҫӑмарта та лекмӗ. Анчах ҫакӑ — вӑхӑтлӑха кӑна. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдингӑн Чулхулари чукун ҫулӗн корпоратив ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗр апат типӗ тытакансене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсене те ирӗксӗрлесе ҫитермӗҫ. Хӑйсене килӗшекен менюна пассажирсем билет туяннӑ чухнех суйлаҫҫӗ. Типӗ тытакансен рационӗпе хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑсри пӗрремӗш класлӑ тата услам-класлӑ вырӑнсене билет туяннисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ. Ун пек пуйӑссем Шупашкара ҫӳремеҫҫӗ-ха. Вӗсем, сӑмахран, Мускавран Питӗре тата Чулхулана хутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх организацийӗсенчен пӗри юр вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑлтӑклӑ ӗҫлекенни — «Жилсервис» предприяти. Район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан ҫак организаци ҫивитти ҫинчи юра вӑхӑтра тасатман иккен. Хӗрлӗ Чутайӗнчи нумай хваттерлӗ 5 ҫурт ҫивитти ҫинче юр 30 сантиметртан хулӑн пулнине пӗлтернӗ. Прокуратура ҫавна кура «Жилсервис» предприяти пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Йӗркене пӑсни пулать тесе предприятин тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫурт-йӗре тытса тӑракансем прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юра тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти хӑш-пӗр аптекӑра эмел вырӑнне ун курупкине сутаҫҫӗ имӗш. Ку хыпара vistanews.ru Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ. Ӑна вара Вячеслав Михайлов халӑх корреспонденчӗ евитленӗ-мӗн. Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑс районӗнче пурӑнакан ҫав ҫын республикӑн тӗп хулинчи аптекӑсенчен пӗринче ацетилсалицил йӳҫекне туяннӑ. Киле ҫитсен эмел курупкине уҫать те вӑл пуш-пушшине асӑрхать. Ӳркенменскер аптекӑна вӗҫтерет. Лерисем арҫын эмеле хӑй кӑларса илмен-ши тесе иккӗленнӗ-мӗн. Ҫакӑн пирки вӗсем темиҫе хутчен те ыйтнӑ иккен. Вячеслав Михайлов ятлӑ ҫав ҫын маларах ҫавӑн пек пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи пӗр аптекӑра сиксе тухнине ӗнентернӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем те аптекӑра пуш курупка туянса курнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Фото alev.biz Чӑваш Енӗн Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗ пуш уйӑхӗнче темиҫе рейд ирттерме палӑртнӑ. Хайхи тӗрӗслевсен графикне хӑйсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫав графикпа килӗшӳллӗн республика шайӗнче профилактикӑпа ҫыхӑннӑ пилӗк тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫул каҫҫи» рейд иртӗ. Уйӑх варринче, 16-мӗшӗнче, инспекторсем «Автобус» ятпа пулакан тӗрӗслеве тухӗҫ. Пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче ҫул ҫине руль умне ӳсӗрле ларса тухнисене тытса чарас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ, акци ячӗ — «Ӳсӗр водитель». Тепӗр пилӗк кунран, 29-мӗшӗнче, пакунлисем ҫынсем ачисене машинӑра епле илсе ҫӳренине тимлӗрех сӑнӗҫ, ун чухне вӗсем «Ачасем. Упранмалли хатӗрсем» рейда тухӗҫ. Тепӗр кунхине вара инспекторсем «Чукун ҫул каҫмӑшӗ» тӗрӗслев ирттерме планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |