Культура
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Культура ҫуртӗнче вырӑнти ветерансен хорӗ 35 ҫул тултарнӑ ятпа ӗнер концерт лартнӑ. Ветерансен хорне 1983 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Степанов йӗркеленӗ. Ансамбль ертӳҫи пулса вӑл 2012 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Хор пуҫаруҫи вӑхӑтсӑр вилнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнне Михаил Бархонов ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра хора Геннадий Степанов ятне панӑ. Ветерансен халӑх хорӗ районти тата республикӑри мероприятисене кӑна мар, ҫӗршыврисене те хутшӑнать. Тӗрлӗ наградӑна, премие сахал мар тивӗҫнӗ. Сумлӑ ушкӑна 35 ҫулхи юбилейпа район администрацийӗн информатизаци тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Константа саламланӑ, райадминистрацин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Классика кӗвви-ҫеммине юратакансене, унтан та ытларах — наци хайлавӗсене кӑмӑллакан ентешӗмӗрсене, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫак кунсенче Чӑваш кӗввин фестивалӗпе савӑнтарчӗ. Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ культура мероприятийӗн программине опера та, балет та кӗртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Фестиваль, аса илтерер, «Нарспи» оперӑпа уҫӑлчӗ. Куракансем тепӗр икӗ кунтан «Сарпике» балетпа киленчӗҫ. 1970 ҫулта пуҫласа лартнӑ пӗрремӗш чӑваш балетне халӑх паян та ӑшшӑн йышӑнать. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче театрта «Шывармань» опера кӑтартрӗҫ. Паян Чӑваш кӗввин фестивалӗ гала-концертпа вӗҫленӗ. Ун вӑхӑтӗнче классика хайлавӗсенчен пуҫласа хальхи вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗ таранах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() СССР летчик-космонавчӗ А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Мемориал комплексӗ, аса илтерер, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вырнаҫнӑ. Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем нумаях пулмасть Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ шкулта пулнӑ. Вӗсем 7–9-мӗш классенче вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ. Ачасемпе Радио юратакансен союзӗн квалификаци комиссийӗн ертӳҫи Тимур Юрьев калаҫнӑ, вӑл вӗсене радиотехникӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ япаласемпе паллаштарнӑ. Тимур Юрьев шкулти радиостанци уҫма Раҫҫейӗн радио юратакансен союзӗ укҫа уйӑрса пулӑшассине пӗлтернӗ. Маларах пирӗн тӑрӑхрисем асӑннӑ союз ирттернӗ конкурса хутшӑннӑ. Радиостанцие ҫитес уйӑхра вырнаҫтарӗҫ, ӑна ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑтлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла ҫырнӑ текстри йӑнӑшсене шырамалли хатӗрӗн ҫӗнӗ версийӗ тухрӗ. Ӑна эсир ятарлӑ сайтран уҫласа илме пултаратӑр. Ҫӗнӗ версире сӑмахсен йышӗ 30 пин ҫурӑ патне. Улшӑнусен ытларах пайӗпе паллӑ ячӗсем ҫумне «-и» аффикс хушӑнса пулнӑ формӑсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗ верси ытти йышши сӑмахсемпе те пуянланчӗ. Чӑвашла ҫырнӑ текстра йӑнӑшсене шырамалли хатӗре унӑн ятарлӑ сайтӗнчен уҫласа илме пултаратӑр. Унтах текста тӗрӗслесе илме те май пур. Ҫавӑн пекех вӑл сайтра браузерсем тата офис программисем валли хатӗрленӗ хушӑмсене уҫласа илме пулать. Эпир хамӑр енчен LibroOffice офис программипе тата Mozilla Firefox браузерпа уса курма сӗнетпӗр. Вӗсенче чӑвашла текста тӗрӗслеме питӗ меллӗ, ытлашши чӑрмавсем сиксе тухмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Муркаш районӗнчи пӗр ялта арҫын Александр Невский чиркӗвне тӑтӑшах ҫӳренӗ. Пӗр кунхине вӑл кассӑна тата ҫынсем храма парса хӑварнӑ ҫӗрре вӑрланӑ. Кун пирки полицие ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ҫак киревсӗр ӗҫе 28 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫынсем ӑна Муркашра курнӑ. Кайран вӑл хӑйӗн ялне кайнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна. Хайхискер вӑрланӑ укҫа-тенкӗн пӗр пайне тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Алтарьтен илсе тухнӑ ылтӑн ҫӗрӗ, укҫан пӗр пайӗ тата кӗлӗ кӗнеки хӑйӗн ҫумӗнчех пулнӑ. Тӗлӗнмелле те, вӑрланӑ укҫана вӑл Муркашри храма кӑштах панӑ. Хӑйӗн айӑпне ҫемҫетесшӗн пулнӑ-ши? Арҫын хӑй пысӑк айӑпа кӗнине питӗ лайӑх ӑнланать, ӳкӗнет. Арҫыннӑн психиатр патӗнче тӗрӗсленме тивӗ. Салтакран таврӑнсан ял ҫыннисем вӑл хӑйне урӑхларах тытнине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Борис Немцова асӑнса акци ирттересшӗн. Ҫав утӑма тӑвас шухӑшлисем мероприятие йӗркелеме хула администрацийӗнче ирӗк илнине пӗлтернӗ. Борис Немцова хисеплекенсем йышпа пухӑнса Шупашкар урамӗпе утса тухасшӑн, кайран митинг ирттересшӗн. Ӑна йӗркелеме политика репрессийӗнче шар курнисене асра тытса лартнӑ палӑк умне пуҫтарӑнӗҫ. Шупашкарти мероприятие 150 ҫын патне хутшӑнмалла. Шупашкарти акци пирки темиҫе кун маларах «Интерфакс-Поволжье» интернет-хаҫатра пӗлтернӗччӗ. Борис Немцова халалланӑ Чӑваш Енри мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри Семён Кочкин пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ирина Клементьева сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртекен РФ Президенчӗн суйлавӗнче Шупашкарти 125 суйлав участокӗнче суйлав бюллетенӗсене тишкерекен ятарлӑ комплекссем вырнаҫтарӗҫ. Хальхинче ҫӗнӗ йышши «КОИБ-2017» комплекспа усӑ курӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Ирина Клементьева «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ятарлӑ комплекссем бюллетеньсене сканерласа сасса шутлама кирлӗ. Хальхи «КОИБ» унчченхисенчен лайӑхрах-мӗн. Суйлавпа ҫыхӑннӑ самантсемпе Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин тата Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков паян каласа кӑтартнӑ. Вӗсем Шупашкарта пӗрлехи пресс-конференци ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Пятница!» телеканал эфирӗнчи «Орёл и решка» (чӑв. "Пиччӗн те ӳппӗн") кӑларӑма хатӗрлекенсем Раҫҫей ҫыннисем валли парне тӑвасшӑн. Передачӑсен тепӗр сезонне шӑпах пирӗн ҫӗршывра ӳкерӗҫ. Кӑларӑмсене хӑш хулара хатӗрлессине вара куракансен хӑйсен палӑртмалла. «Пятница!» телеканалӑн сайтӗнче халӗ сасӑлав пырать. Шупашкарсем валли те савӑнмалли тупӑннӑ. Списокра Чӑваш Енӗн тӗп хули те пур. Хальлӗхе Шупашкаршӑн 1200 ҫын ытла хӑйӗн сассине панӑ. Вӑл танлаштарӑмра ытларах сасӑ пухсан кӑларӑма ӳкерме шурӑ Шупашкара килӗҫ. Ҫапла майпа Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫинчен пӗтӗм тӗнчене каласа кӑтартӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, «Орёл и решка» кӑларӑм — чи паллӑ программӑсен йышӗнче. Паянхи кунччен унӑн 15 сезонне ӳкерсе сенкер экран ҫине кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑра халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ мӗншӗн тӑрук йӳнелнӗ? Монополипе кӗрешекенсем ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хак объективлӑ сӑлтавсене пула е усламҫӑсем калаҫса татӑлнӑран йӳнелсе кайнӑ-и? Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакӑ халӑх сӗт юр-варне сахалрах ҫиме пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ ыйтнипе УФАС ӗҫченӗсем сӗт пуҫтаракансене пурне те тӗрӗслӗҫ. Унччен маларах оппозици сӗт хакӗ йӳнелни лару-тӑрӑва йывӑрлатма пултарни пирки пӗлтернӗ. Халӗ 1 литр сӗте вӑтамран 14 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 35 процент йӳнӗрех. Халӑха ку чӑнах та пӑшӑрхантарать. Ара, капла ӗне усрама та тупӑшлӑ мар. Темиҫе ҫултан ҫынсем ӑна пачах усрама пӑрахас хӑрушлӑх пур. Ҫынсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине ҫӑхавсем ҫырнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев шухӑшӗпе, чикӗ леш енчен типӗ сӗт, услам ҫу нумай кӳрсе килнӗрен сӗт хакӗ чакнӑ. Апла-и, капла-и – УФАС ҫак ҫивӗч ыйтӑвӑн хуравне тупасса халӑх шанать . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти кӳлмекре авточупу иртӗ. Кун пирки ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакансем кӳлмеке нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, старта 11 сехет ҫурӑра тухӗҫ. Тупӑшӑва ахаль сериллӗ автомобильсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тӳлев – 3 пин тенкӗ. Студентсем валли – 1500 тенкӗ. Тепӗр эрнерен, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, пӑр ҫинчи авточупу енӗпе Раҫҫей Кубкӗн финалӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |