Спорт
![]() Шупашкарти кӳлмекре авточупу иртӗ. Кун пирки ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакансем кӳлмеке нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, старта 11 сехет ҫурӑра тухӗҫ. Тупӑшӑва ахаль сериллӗ автомобильсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тӳлев – 3 пин тенкӗ. Студентсем валли – 1500 тенкӗ. Тепӗр эрнерен, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, пӑр ҫинчи авточупу енӗпе Раҫҫей Кубкӗн финалӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи юсанмалли 6-мӗш колонин пай пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе вӗҫне тухнӑ, суда ярса панӑ. Экс-пуҫлӑха должноҫ полномичийӗсенчен иртнӗ тесе айӑплаҫҫӗ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «ПФО чӑнлӑхӗ») интернет-кӑларӑм хыпарлать. Чӑваш Енӗн следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче ҫак арҫын юсанмалли колоние саккуна пӑсса 24 кӗсье телефонӗ, авӑрлав (зарядка) хатӗрӗсем тата 30 литр этил спирчӗ йӑтса кӗнӗ. Вӗсене йӑлтах пӗр ҫынна, колонире ларакана, 109 пин тенкӗпе сутнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑннӑ, пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтса ҫырнӑ. Айӑпланаканӑн шӑпине суд ҫитес вӑхӑтрах татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе прокуратура ӗҫченӗсем Канашра тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем контрафактлӑ улма-ҫырла тупнӑ. Тавара тӗп тума тивнӗ. «Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ общество территорийӗнче Польшӑран кӳрсе килнӗ груша сутнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинчи этикетка та улма-ҫырла ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Улма-ҫырла докуменчӗсем те пулман. Аса илтерер: санкцисем йышӑннӑ хыҫҫӑн Польшӑран улма-ҫырла кӳрсе килме, ӑна сутма юрамасть. Пӗтӗмпе Польшӑран илсе килнӗ 36,15 килограмм груша туртса илнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑна йӑлтах тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Геннадий Дегтярёв вӗрентекенне аса илет Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявланӑ кун, Михаил Иванович Скворцов профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ырми-канми словарь ӑсти Михаил Иванович Скворцов профессор» фотокурав уҫӑлчӗ. Кунта паллӑ словарь ӑстин ӗҫне хаклакансем пухӑнчӗҫ — тӑванӗсемпе тусӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, пӗр ҫуртра пурӑнакан кӳршисем, ӑслӑлӑх анинче пӗрле вӑй хунисем. Вӗсем пурте хӑйсен сӑмахӗнче Михаил Ивановичӑн пысӑк ӗҫне палӑртрӗҫ. «Ырми-канми словарь ӑсти Михаил Иванович Скворцов профессор» тесе ят панӑ фотокурав паллӑ профессорӑн пӗтӗм кун-ҫулӗпе паллаштарать — инҫетри Египетран пуҫласа пурнӑҫӗн юлашки кунӗсемчченех. Кунта Каирти тусӗсемпе пӗрле тунӑ сӑнсем те, Хусан университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрисем те, вӗренӳ институтӗнче ӳкерӗннисем те пур. Фотосӑнсенче Михаил Скворцов пурнӑҫӗн тӗрлӗ саманчӗпе паллашма пулать: кану вӑхӑтӗнчисемпе те, ҫемйипе пӗрле тунисемпе те, ӗҫтешӗсемпе пӗрле ӳкерӗннисемпе те. Вӗсенче паллӑ профессорӑн пӗтӗм кун-ҫулне йӗрлесе тухма пулать. Фотокурав темиҫе эрне гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулӗ. |
Сывлӑх
![]() Геннадий Онищенко Нумай пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хӗрарамӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр юлассине пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. Министр каланине тӗнче тетелӗнче хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Ҫак кунсенче Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ пулнӑ Геннадий Онищенко Владимир Викторов каланине комментари панӑ. Геннадий Онищенко чи малтан министра республикӑри сывлӑх сыхлавӗнчи ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе ӗҫлеме сӗннӗ. Ҫапах вӑл министрӑн сӑмахӗнче тӗрӗссине те тупнӑ. «Ку тӗслӗхре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланин шухӑшӗ ҫапларах: хӗрарамӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк хламидиозпа тата ытти инфекципе чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Ку вара хӗрарӑм хӗсӗрлӗхӗн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри, - тенӗ Геннадий Онищенко. – Викторов господин каланинче тӗрӗслӗх кӑштах пур, анчах «ҫиччӗ» хисепе ӑҫтан илнӗ вӑл? Ахӑртнех, ку концепци чӑваш сывлӑх сыхлавӗн шӑпи пирки шухӑшланӑ чухне ҫуралнӑ. Урӑхла ӑнлантарма пултараймастӑп. Пӗтӗмӗшле илсен, арҫынсене час-часах улӑштарсан инфекци ерес хӑрушлӑх питӗ пысӑк». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Алексей Матвеев Шупашкар каччи, 33 ҫулти Алексей Матвеев, сноубордист пулнӑ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ ытла ир татӑлнӑ. Алексей Сочире каннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл сноубордпа ярӑннӑ. Пирӗн ентеш тӑрук ӳкнӗ, пуҫӗ ҫине гематома тухнӑ. Алексее кӑткӑс операци тунӑ. Арҫын комӑра пӗр эрне выртнӑ. Анчах, шел те, вӑл тӑна кӗреймен, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. «Живая Кубань» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра акӑ мӗн ҫырнӑ: тӑванӗсен шухӑшӗпе, Алексей сарӑмсӑр вилмен, ахӑртнех, ӑна такам ҫапса хӑварнӑ. Алексей опытлӑ сноубордист пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл ӳкнӗ вырӑн яка пулнӑ, унта ӳксе вилмеллех суранланма та май ҫук имӗш. Ҫавӑнпа тӑванӗсем ҫав кун Роза Хуторта ярӑннӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ: тен, Алексей мӗнле ӳкнине кам та пулин курнӑ? Халӗ Алексей Матвеевӑн ӳтне тӑван тӑрӑха илсе килес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Кун валли укҫа та пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, нарӑс 22-мӗшӗнче, Шупашкарти чукун ҫул ваксалӗнче Раҫҫей чысне хӗллехи Олимп вӑййисенче хӳтӗленӗ Татьяна Акимовӑна Чӑваш Енӗн спорт министерствин ӗҫченӗсем, тренерсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе илнӗ. «Кашни спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма ӗмӗтленет. Телее, ӑнтӑлни пурнӑҫланчӗ. Ӑмӑртусем кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетрӗҫ. Хама халӗ хӑюллӑрах туятӑп. Кӑҫалхи вӑйӑсем урӑхларах иртрӗҫ пулин те эпир пӗтӗм вӑйран тупӑшрӑмӑр, мӗн пултарнӑ таран кӗрешрӗмӗр», — чунне уҫнӑ Татьяна Акимова пуйӑсран ансанах. Палӑртса хӑвармалла, спортсменка килӗнче вӑрах вӑхӑт пулмӗ, кӗҫех тӗнче кубокӗн чететлӗ тапхӑрне хутшанӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Финляндире пуҫланӗ. Пуш уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче вара тӗнче кубокӗн 9-мӗш тапхӑрӗ Тӗмен хулинче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли чӑрӑш каснӑшӑн явап тыттарасшӑн. Чӑваш Республикин прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, уголовлӑ ӗҫ пуҫарма ял хӗрарӑмӗн ҫӑхавӗ хистенӗ. Хайхи хӗрарӑм йӗрке хуралне пырса ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче ӳснӗ чӑрӑша каснине хут ҫырсах пӗлтернӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ те хӗрарӑм ахальтен ҫӑхавламаннине палӑртнӑ. Чӑнах та, хайхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пыракан компани директорне рашитав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чӑрӑша касма хушнӑ, анчах ҫак ӗҫе тума вӗсен нимӗнле ирӗк те пулман. Чӑрӑша каснӑран ял тӑрӑхӗ 50 яхӑн тенкӗлӗх шар курнӑ. Уголовлӑ ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи Ҫӑварни нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланчӗ те нарӑсӑн 18-мӗшӗнче вӗҫленчӗ. Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 7 эрне маларах уявлаканскер вӑл ҫулсерен тӗрлӗ вӑхӑта килет. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче кӗҫӗн ҫӑварнине уявлама культура Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ. Унта иртнӗ «Ҫӑварни ҫуни ҫут ҫуни» уява ачасем, ҫамрӑксем, ял-йыш тата ватӑсем хутшӑннӑ. Уява ачасем пуҫланӑ. Вӗсем тӑвайккине пухӑнса ярӑнма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул «шыв ҫулӗ уҫакан» ача Богдан Ларионов пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тӑвайккинчен пӗрремӗш ярӑнса аннӑ. Сӑвӑ каласа Богдан кантӑр вӑррине инҫетелле персе янӑ. Тӑвайккинчен камӑн ҫунашки инҫетерех анать, ҫавӑн тырри ӑнса пулать тесе шухӑшланӑ ӗлӗк чӑвашсем. Ачасемпе ҫамрӑксем ҫунашкапа тупӑшнӑ, «Сӗнтӗр» халӑх фольклорне ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫамрӑксемпе ачасем лашапа каттачи чупнӑ. Уявра тӗрлӗ чӑваш вӑййисене вылянӑ: «Икерчӗлле», «Ҫӑпаталла», «Лашалла», «Йытӑлла». Ҫӑварни уявӗ улӑмран тунӑ ҫӑварни катемпине ҫунтарнипе вӗҫленнӗ. Малтанах катемпи тавра ҫӑварни юрри юрласа ташланӑ, кайран ҫунакан катемпи урлӑ сиксе ырӑ-усалсенчен, чир- чӗртен тасалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ваттисем валли хӑна ҫурчӗ уҫӑлнӑ. «Социаллӑ хӑна ҫурчӗ» ят панӑскерте ваттисемпе сусӑрсем вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ проектпа паллаштарнӑ май Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр пуҫлӑхӗ Ренада Федорова хӑна ҫуртне кинеми-мучине, сусӑрсене вӗсен ачи-пӑчи, ҫывӑх тӑванӗсем ӗҫпе е канма тухса кайнӑ вӑхӑтра йышӑнассине пӗлтернӗ. Сӑмахран, командировкӑна кайма тивсен. Е тата канма каяс тесен. Халсӑррисене пӑхакансем киле таврӑниччен вӗсен ҫывӑх ҫыннисем хӑна ҫуртӗнче талӑкӗпех пурӑнӗҫ. Вӗсене апат ҫитерӗҫ, ытти енӗпе пулӑшӗҫ. «Социаллӑ хӑна ҫурчӗпе» усӑ курнишӗн укҫа тӳлемелле. Шупашкарта 2015 ҫултанпа ваттисемпе сусӑрсем валли «Ача пахчи» ӗҫлет. Вӑл — халсӑррисене ачи-пӑчи ӗҫре чух пулӑшма уҫнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |