Ҫутҫанталӑк
![]() Караппӑл Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел вӑрман хуҫалӑхӗнче хальччен курман кайӑк асӑрханӑ. «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайӑка ӳкерсе илнӗ те ҫӑткӑн кайӑксене аван пӗлекен Игорь Карякин орнитолога кӑтартнӑ. Специалист ҫак кайӑк пӗчӗк караппӑл (вырӑсла каласан, подорлик) иккенне палӑртнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енри кайӑксен тӗсӗ 289-па танлашнӑ. Караппӑл иленнӗ вырӑнта унччен масар ӑмӑрткайӑкӗ пурӑннӑ. Караппӑл хӑлатран пысӑкрах иккен, пӑхсан ӑмӑрткайӑка аса илтерет. Унӑн виҫи — 1,5 килограма яхӑн. Ҫунатне сарсан тӑршшӗ — 444—480 мм, амисен ҫуначӗн сарлакӑшӗ — 475—505 мм. Тӗсӗ кӑмрӑк пекрех. Ҫамрӑк кайӑксен ӳчӗ ҫинче охра евӗр пӑнчӑсем пур. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте тӗл пулаҫҫӗ, Грецин ҫурҫӗр пайӗнче те пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри депутат арҫынсене массаж тӑвакансене шанмасть тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков массаж тӑвакан салонсем пирки малтан шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем патне ҫырнӑ. Унтисем пуҫиле ӗҫ пуҫарманнине кура депутат прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Халӗ РФ ШӖМӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн 10 хулинче операци ирттернӗ, массаж тӑвакан салонсенче арҫынсене хӗрарӑмсем урӑхла майпа килентернине кура хупнӑ. Шупашкарта ун пек икӗ салон ӗҫӗе пӳлнӗ. Ҫакӑнта Игорь Моляков депутат тӳпи те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗ укҫине вӑхӑтра парас, «сӑрӑ» схемӑсемпе ӗҫлекенсене чарас ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйтупа ЧР Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин тухса калаҫнӑ. Шупашкарти 1-мӗш типографин ӗҫ укҫи парӑмӗ 16,3 миллион тенке ҫитнӗ, «Элма» автокомпонентсен савучӗн – 18,1 млн, Улатӑрти «АЗНХ» обществӑн – 13,4 млн, «Чӑваш бройлерӗн» – 10,6 млн, «Старко» фирмӑн – 3,9 млн. Кӑҫал инспекци ӗҫченӗсем 103 тӗрӗслев ирттернӗ, предприятисем саккунсене пӑхӑнса пыманнине тупса палӑртнӑ. Кӑҫал «Чӑвашавтодор» АУО 802 ҫынна ӗҫ укҫине 30 млн ытла парса саплаштарнӑ, «Чӑвашавтотранс» та ӗҫ укҫипе парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестивале хутшӑннисем Элтеперпе тӗл пулнӑ Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ. Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫсем ӳкни, пӳрт ҫивиттисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер те, паян та пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ. Вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Енник Чуллӑ шкулӗн ҫивиттине те вистенӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре общество транспорчӗн чарӑнӑвне ҫавӑрса пӑрахнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта электричество пӑралукӗсене татса пӑрахнӑ, ҫӑмӑл автомашинӑсене сиен кӳнӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче икӗ ҫын аманнӑ. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне Чӑваш Енре кӗске метражлӑ «Ҫӑматӑ» ятлӑ фильм ӳкернӗ. Унта ҫивӗч ыйту хускастнӑ: ашшӗ-амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен ачисем шар кураҫҫӗ. Фильма Владимир Синяев режиссер ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнче тетелне кӑларнӑ. Сюжечӗ куҫҫуль кӑларать. Амӑшӗ ывӑлне ҫӑматӑ парнелет. Ашшӗ киле мухмӑрлӑ килет те эрех шырать. Хайхискер ывӑлӗн ҫӑматне йӑтса тухса каять. Ача ашшӗ хыҫҫӑн ҫара уран чупать. Урамра вара – шартлама сивӗ. Арҫын ывӑлне юр ҫине тӗксе ярать. Вӑл ҫӑматӑна сутса эрех ӗҫет. Ачан урине тӑм илет. Ывӑлӗ пульницӑра выртнине пӗлсен ашшӗ ҫӑматӑна каялла илсе ачана парать. Анчах вӑл ӑна кирлӗ мар ӗнтӗ: арҫын ачан урине чӗркуҫҫи таран татнӑ… Фильм авторӗ ҫапла каланӑ: «Миша рольне вылякан арҫын ача ӳкерӳ умӗн 3 уйӑх кӗлеткине пиҫӗхтернӗ, урине сивӗ шывпа сапнӑ. Фильма ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл чирлемен». Фильмпа «Про Город» сайтӗнче паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Раҫҫей кунӗнче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене пысӑк парне кӗтет. Ҫак кун валли кӑсӑклӑ уяв программи хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей кунӗнчи уявра Хӗрлӗ лапамра РФ наци гвардийӗн ҫарӗсен юрӑпа ташӑ ансамблӗ юрлӗ. Ҫӗршывӗпех палӑрнӑ ансамбльпе ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киленме май пулӗ. Концерт 15 сехетре пуҫланӗ. Палӑртмалла: кӑҫал ансамбль 45 ҫул тултарать, ҫавна май артистсем ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫӳрӗҫ, Шупашкарта та чарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма приговор вуланӑ, кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче хӑш-пӗр должноҫа 3 ҫул йышӑнма чарнӑ. Тата унӑн ЧР Спорт министерствине 10 миллион ытла тенкӗ тӑкака саплаштармалла. Ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ айӑплав приговорне улӑштарнӑ, кун хыҫҫӑн Алексей Яковлев тӗлӗшпе амнисти акчӗ пурнӑҫлама май пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна ирӗке кӑларӗҫ. Следстви версийӗ тӑрӑх, министр ҫумӗ 2013 ҫулта ведомство ячӗпе «Шурӑ чулсем» республика центрне реконструкцилемешкӗн проект документацине хатӗрлеме Шупашкарти пӗр стройфирмӑпа 9 миллион ытла тенкӗлӗх патшалӑх килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Шупашкарти маунтинбайк центрӗ ҫывӑхӗнчи ҫула тунӑ чухне те ҫакнашкалах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи ырламасӑрах вӑл подрядчик счечӗ ҫине 1,2 миллион ытла тенкӗ куҫарса пама хушнӑ. Аса илтерер: Алексей Яковлева 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланассине ӗнер сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫавна май уяв мероприятийӗсене урӑх куна куҫарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта ачасем валли тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. Мускав ҫыранӗ хӗрринче ирттерме палӑртнӑ «Атӑл ҫинчи ачалӑх телейӗ» фестивале вырсарникуна, ҫӗртмен 3-мӗшӗ ҫине, куҫарнӑ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. «Амазони» этнокомплексра йӗркелеме палӑртнӑ «Ачалӑх йӑхӗнчен» программӑна ҫӗртмен 5-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ, вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Шыв хунарӗсен «Ҫывӑхрах» фестивалӗ хӑҫан пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле сывлӑш температури 1 градус сивӗ таран анмалла. Кӑнтӑрла вара 6-11 градус кӑна ӑшӑ. Ку ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи ҫанталӑк пекех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер республикӑра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ май йывӑҫсем ӳкни, пӳрт тӑррисене сӳни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӗнер каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Уйрӑмах Пӑрачкав ялӗ шар курнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев район комиссийӗн плана кӗртмен ларӑвне ирттернӗ. Унта муниципалитетра чрезвычайлӑ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ, ҫил «йӗр хӑварнӑ» пулӑмсене мӗнле пӗтермелли плана хатӗрленӗ. «Ҫил темиҫе минут кӑна алхаснӑ, ҫапах ку пысӑк тӑкак кӳнӗ. Ӑҫта мӗн сӑтӑр кӳнине хальлӗхе палӑртаҫҫӗ, тӑкака шутлаҫҫӗ», — ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче. МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт тӑрри, харпӑр 15 ҫурт ҫивитти сиенленнӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫил паян та лӑпланман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |