Кӳршӗре
![]() Тутарстанра Ольга Зиятдионовӑпа (хӗр чухнехи хушамачӗ: Гавриленко) тутарсем хушшинчи хирӗҫӳ сарӑлса пырать. Ольга хӑйӗн ачине ирӗксӗрлесе тутарла темиҫе ҫул вӗрентнӗшӗн суда панипе чапа тухнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен. Кун хыҫҫӑн «Контактра» ун ятӗнчен тутарсене кӳренӳллӗ темиҫе сообщени вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ку тутарсене килӗшмен, вӗсем хӗрарӑма явап тыттарма ыйтнӑ. Нумай пулмасть Ольга Зиятдионова ячӗ каллех халӑх ҫине тухнӑ. Хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗсенче унӑн хваттерне полицейскисем килнӗ, япаласене ухтарма пуҫланӑ. Экстремислӑ материалсем шыранӑ, хӗрарӑмӑн ноутбукне, планшетне, флешкӑсемпе ачан смартфонӗ таранах тӗпчев ирттерме илсе кайнӑ. Ку Ольгӑна питӗ килӗшмен, ҫавна май вӑл тӗнче тетелӗнче уҫӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ. Полицейскийсем унӑн патне килсе кайнине Ольга Зиятдионова «Контактра» хӑварнӑ комментарисене пула тесе шутлать. Анчах вӗсене хӑй ҫырнине йышӑнмасть, ку ӗҫе ачи тунӑ тесе калать. Ывӑлӗ амӑшне апла та капла кӳрентернине чӑтайман, ҫавна май тутар халӑхне кӳрентерсе ҫырнӑ та тесе тӳрре тухма пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине палӑртнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗ те вӑрӑмланнӑ, халӑх йышӗ те нумайланнӑ. Ҫынсен йышӗ мигрантсене пула кӑна мар, ача нумай ҫуралнипе те ӳснӗ. Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта пурӑнакан ҫынсен хисепӗ 502 255-пе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 2203 ҫын нумайрах. Ҫитес ҫулсенче те демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх пуласса шанаҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр 6 275 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2 462-шӗ ҫемьере пӗрремӗш пепке пулнӑ. 2 804-шӗ — иккӗмӗш ача, 801-шӗ — виҫҫӗмӗш тӗпренчӗк, 208-шӗ тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере 13 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Пӗр талӑка яхӑн шыранӑ хыҫҫӑн, телее, вӑл тупӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ уроксем хыҫҫӑн киле таврӑнман. Хӗрачана Ҫӗмӗрле районӗнчи кӑна мар, кӳршӗ районти полицейскисем те, Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем те шыранӑ. Нимеҫӗсем (волонтерсем) те ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем пакунлисемпе пӗрле вӑрманта, юхӑннӑ ҫуртсенче, путвалсенче, мачча тӑррисенче шыранӑ. Телее, хӗрачана тепӗр кунхине патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тупнӑ, киле илсе ҫитернӗ. Хӗрача тупӑннӑшӑн ашшӗ-амӑшӗ питӗ савӑннӑ. Вӗсем полицейскисемпе нимеҫӗсене йывӑрлӑхра пӑрахманшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарти Кӑкшӑм урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗнни пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ахальтен илтӗнмен-мӗн. Пакунлисем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Балконран «Байкал МП-512» пневматика пӑшалӗнчен икӗ хутчен пенӗ. Ҫакна 15 ҫулти арҫын ача тунӑ. Хайхискер пӑшалтан пемелли секцие ҫӳрет-мӗн. Пневматика пӑшалне вӑл хӑй туяннӑ пулнӑ. Куншӑн унӑн ашшӗ-амӑшне явап тыттарнӑ. Телее, арҫын ача балконран икӗ хутчен пенӗ пулин те никам та шар курман. Каярахпа вӑл полицейскисене акӑ мӗн ӑнлантарнӑ: пӑшала ашшӗ-амӑшӗнчен вӑрттӑн туяннӑ пулнӑ. Аслисем килте ҫук чухне пӑшала тӗрӗслеме шухӑшланӑ. Арҫын ачан ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Халӗ полицейскисен 15-ри ачана кам пӑшал сутнипе палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатеьвпа Вероника Крашенинникова Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать. Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ. Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ. Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри ҫуртсӑр ҫынсен социаллӑ адаптаци центрӗн экс-директорӗ Андрей Мякишев тӗлӗшпе тепӗр пилӗк пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: унччен сӗтев илнӗшӗн (пӗтӗмпе 120 пин тенкӗ ытла) ун тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015–2017 ҫулсенче вӑл хӑйӗн тӑватӑ ӗҫченӗнчен 170 пин тенкӗ сӗтев ыйтнӑ. Унсӑрӑн хайхискерсен ӗҫ укҫине пӗчӗклетессипе е должноҫран кӑларассипе хӑратнӑ. Приют ӗҫченӗсем, паллах, хӑраса ӳкнӗ, хуҫа ыйтнине пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен вӑл пӗр ҫынна суя майпа ӗҫӗ илнӗ, ӑна пӗтӗмпе 66 пин тенкӗрен кая мар шалу тӳленӗ. Ҫав укҫаран ҫурри хуҫа кӗсйине кӗнӗ. Следователь ыйтнипе экс-директора арестленӗ. Унӑн машинине те арест хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тата «Ҫӗнӗ формат» продюсер центрӗ ҫӗнӗ концерта йыхравлать. «Кулас та килет, юрлас та килет!» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Концертра кулӑшпа сатира театрӗн артисчӗсем Леонид Петров, Ольга Ухтерикова, Николай Кляжев, Чӑнкӑ чӑваш бабкисем тата ытти артистсем пулӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе Константин Евруков, Полина Борисова, Андрей Думилин, Диана, Михаил Араскал, Любовь Семенова, Ольга Терентьева тата ыттисем савӑнтарӗҫ. Билет хакӗ 250 тенкӗ. Туянма кӑмӑл пулсан 51-25-20 е 60-60-42 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗн православи кӗнекин «Радонеж» центрӗнче Сӗнтӗрвӑрри епархийӗн епископӗ Игнатий (Суранов) чӑвашла тухакан хаҫат-журналсенче ӗҫлекен журналистсемпе ҫавра сӗтел ирттернӗ. Пуҫтарӑннисене вулавӑш директорӗ С.М. Старикова саламланӑ. Игнатий Владыкӑна пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче епископа лартнӑ, ҫакна Мускаври Ҫӑлакан Христос чиркӗвӗнче чысланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополине ертсе пыракан Варнава митрополит ӑна издательство тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайсене ертсе пыма хушнӑ. — Чӑваш хаҫачӗсемпе журналӗсем православи чиркӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне тӑтӑш ҫутатаҫҫӗ, тӗн кӗнекисем те тухсах пыраҫҫӗ, — палӑртнӑ Игнатий Владыка. — Паллах, ҫак ӗҫре йывӑрлӑхсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Журналистсене тата редакторсене тӗн пӗлӗвӗ ҫитменни тата чӑвашла терминсене тӗрӗс куҫарма пӗлменни чӑрмантарать. Ҫак ӗҫре эпир сирӗнпе таччӑнрах ӗҫлесшӗн. Йӑнӑшсем ан кайччӑр, чиркӳ вӗрентӗвне пӑсас марччӗ тесе тимлесшӗн эпир. Ҫитес вӑхӑтра тӑтӑш усӑ куракан терминсен стандартне хатӗрлесе сирӗн пата ҫитересшӗн. Ҫавра сӗтеле хутшӑннисем чӑвашла Библие тепӗр хут пичетлесе кӑларас, чӑваш орфографии словарӗнче тӗн сӑмахӗсене тата пӗлтерӗшӗсене тӗрӗс ҫырас, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн передачисенче чиркӳ пурнӑҫне тата анлӑрах ҫутатас ыйтусене хускатнӑ. |
Онлайн
Спорт
![]() Пхёнчханра паян Татьяна Акимовӑн тепӗр хут старта тухма тивӗ. Хальхинче харпӑр ӑмӑрту пулӗ. Финал. Вӑл 14:05 вӑхӑтра пуҫланмаллаччӗ (тӗнче тетелӗнчи онлайнсем ҫак вӑхӑта кӑтартнӑччӗ). Ӑмӑртӑва кӗҫнерникуна куҫарнӑ. Ҫапла май эпир хамӑр онлайна нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 11 сехетсенелле малалла тӑсӑпӑр. Эпир сире текстлӑ онлайнра ӑмӑртури самантсем пирки пӗлтерсе тӑрӑпӑр! Пирӗнпе пулсан хыпарсене эсир чи малтан пӗлме пултарайратӑр! Аçтахар Плотников12:51
Ҫакӑнпа хамӑр трансляцине вӗҫлетпӗр. Аçтахар Плотников12:49
Все, пур биатлонҫӑсем те чупса пӗтерчӗҫ. Чи япӑх лекекенни 10 хут тӗл лекеймен. Вӑл 87-меш вырӑнта. Аçтахар Плотников12:40
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Ханна Эберг (Швеци) — пӗрремӗш, Анастасия Кузьмина — 2-мӗш, Лаура Дальмайер — 3-мӗш. Пирӗн Татьяна — 15-мӗш вырӑнта. Ульяна Кайшева — 23-мӗш. Аçтахар Плотников12:37
Лаура Дальмайер ҫавах та Анастасия Кузьминан вӑхӑтне ҫитереймерӗ. Хальлӗхе Анастасия — 2-меш, Лаура — 3-мӗш. Аçтахар Плотников12:32
Ханна Эберга ҫитекенни ку ӑмӑртура пулаймасть пуль теҫҫӗ-ха... Кузьмина медальлӗ пулӗ е ҫук — хальлӗхе паллӑ мар. Аçтахар Плотников12:29
Лаура Дальмайер тӑваттӑмӗш рубежра та пур мишене лектерчӗ. Ханна Эбергран 31 ҫеккунт кӑна кая юлса пырать. Аçтахар Плотников12:25
Татьяна Акимова финиша ҫитрӗ. Хальлӗхе унӑн 9-мӗш вырӑн. Чи кирли паян Татьянӑшӑн — масс-старта лекесси. Аçтахар Плотников12:23
Лаура Дальмайер (пасьюртра ҫӗнтернӗскер) виҫҫӗмӗш рубежра пӗтӗмпех лектерчӗ. Аçтахар Плотников12:17
Шел те, тӑваттӑмӗш рубежра Татьяна Акимова каллех пӗр мишене тивӗртеймерӗ. Ҫапла май ӑна 2 минут хушӗҫ. Аçтахар Плотников12:17
Ульяна Кайшевӑна 12-мӗш вырӑна антарчӗҫ. Аçтахар Плотников12:15
11 ҫурӑ километр иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн Татьяна Акимова вӑхӑтпа 10-мӗш. Аçтахар Плотников12:13
Ульяна Кайшева финиша саккӑрмӗш ҫитрӗ. Аçтахар Плотников12:11
Пирӗн Татьяна виҫҫӗмӗш рубежа пӗтӗмпех лектерчӗ. Вӑл халь 12-мӗш вырӑнта. Аçтахар Плотников12:10
Ханна Эберг финиша ҫитрӗ. Вӑл Кузьминаран 25 ҫеккунт малта. Сӑмах май, Ханна кашни мишене лектерчӗ, 20-рен 20 тивӗртрӗ. Аçтахар Плотников12:07
Ульяна Кайшева тӑваттӑмӗш рубежра пур мишене те лектерчӗ. Хальлӗхе вӑл 8-мӗш. Аçтахар Плотников12:06
Иртнӗ пасьюртра мала тухнӑ Лаура Дальмайер пӗрремӗш рубежра пӗрре тӗл лекеймерӗ. Аçтахар Плотников12:02
Татьяна Акимовӑн хальлӗхе 16-мӗш вырӑн. Аçтахар Плотников12:01
Сӑмах май Анастасия Кузьмина (Словаки) финиша тухма ӗлкерчӗ. Халь ыттисем мӗнле тухасса кӗтмелле. Аçтахар Плотников12:00
Иккӗмӗш рубежра, шел те Татьяна пӗр мишене тивертеймерӗ. Ҫапла май ӑна пер минут хушса пачӗҫ. Аçтахар Плотников11:56
Пирӗн Акимова та старта тухрӗ. Пӗрремӗш рубежра вӑл пурте те тӗл лектерчӗ. Аçтахар Плотников11:54
Ханна Эберг 15-рен 15 тивӗртрӗ. Ҫапла май вал мала тухрӗ. Аçтахар Плотников11:52
Кузьмина тӑваттӑмӗш ребежа лайӑх иртрӗ, пурне те лектерчӗ. Ҫапла май ӑна, тен, медаль те лекме пултарӗ. Аçтахар Плотников11:48
Хотя Ханна Эберг та малти вырӑна тытса тӑраймарӗ, Дарья Домрачева лайӑх печӗ те мала тухрӗ. Аçтахар Плотников11:47
Ханна Эберг мала тухрӗ. Вӑл пӗтӗм мишене тӗл лектерчӗ. Кузьмина татах лекеймерӗ те малти вырӑна ҫухатрӗ. Кайшева 15-мӗш. Вӑл хальлӗхе иккӗ тӗл лекеймен. Аçтахар Плотников11:44
Хальлӗхе чи малта Кузьмина пырать. Ун хыҫҫӑн Эберг, Бендика, Новаковска. Аçтахар Плотников11:40
Дарья Дормачева хальлӗхе пиллӗкмӗш пырать. Кузьминаран 26 ҫеккунт юлса пырать. Аçтахар Плотников11:38
Ульяна Кайшева пӗрремӗш рубежа лайӑх персе иртрӗ, пурне те лектерчӗ. Аçтахар Плотников11:35
Тӑрса пенӗ чухне Анастасия Кузьмина пӗрре тӗл лекеймерӗ. Ӑна пӗр минут хушса пачӗҫ. Ҫавах вӑл хальлӗхе чи малта. Аçтахар Плотников11:30
Ульяна Кайшева (Раҫҫей), Дарья Дормачева (Беларуҫ) старта тухрӗҫ. Аçтахар Плотников11:28
Ольга Полторанина та Анастасия Кузьмина та кашни мишене тӗл лекрӗҫ, Марта Олсбу вара пӗрине лекеймерӗ. Аçтахар Плотников11:20
Анастасия Кузьмина та старта тухрӗ. Аçтахар Плотников11:18
Ольга Полторанина та Марта та ӑмӑртма пуҫларӗҫ. Аçтахар Плотников10:52
Ульяна Кайшева 25-мӗш старта тухӗ, пирӗн Татьяна — 52-мӗш ҫеҫ. Сӑмах май, Лаура Дальмайер, иртнӗ ӑмӑртура ылттӑн ҫӗнсе илнӗскер, 80-мӗш старта тухӗ. Аçтахар Плотников10:49
Итак, биатлон ӑмӑртӑвӗ ҫывӑх вӑхӑтра пуҫланать пулас. Аçтахар Плотников11:43
![]() Вӑйлӑ ҫиле пула Пхёнчханри ҫынсене урама тухма сӗнмен. Олимп паркӗнче сиенленме пултаракан конструкцисене пуҫтараҫҫӗ тет: sport.rbc.ru/news/5a83f3679a794768b771c0a4 (кунашкал ҫанталӑкра, паллах, нимӗнле биатлон пирки те сӑмах пыраймасть) Аçтахар Плотников10:58
Эх, паян сире хыпарласси пулмасть иккен. Вӑйлӑ ҫиле пула ӑмӑртӑва ырана куҫарнӑ тет. Арҫынсемпе пӗр кунхине ирттерӗҫ. Хӗрарӑмсем старта 11:15-ре тухӗҫ, арҫынӗсем — 14:30-та. Ну мӗнех, ыранччен вара. Аçтахар Плотников10:52
Ҫакнашкал уйрӑмлӑха пула ӑмӑртура кӗтмен самантсем те пулма пултарайраҫҫӗ. Калӑпӑр, малти вырӑна тухма пултараканни кая юлма пултарать. Сӑмах май, Пхёнчханри пемелли вырӑна тренерсем меллисен йышне кӗртмеҫҫӗ. Хӑваламалла ӑмӑртнӑ чухне те, сӑмахран, пӗрре те йӑнӑшман спортсменкӑсем пулмарӗҫ. Пирӗн Татьяна та ҫавна пулах тӑватӑ хутччен хушма ҫаврӑм чупрӗ. 20-мӗш вырӑнтан 31-мӗшне анса ларчӗ. Аçтахар Плотников10:45
Кӗскен харпӑр ӑмӑрту пирки каласа парар. Ӑна акӑлчанла каласан олдскул тесе хаклаҫҫӗ, чӑвашла вара «чи малтанхи», «никӗсри» тесе ӑнлантарса пама пулать. Ӑмӑртакансем старта уйрӑмшарӑн тухаҫҫӗ, мишене пӗрре тӑрса переҫҫӗ, тепре — выртса. Лекеймесен хушма ҫаврӑмсем тумаҫҫӗ, вӑхӑтне кӑна хушса параҫҫӗ. Пӗр минут. Ҫапла май тӗл лекесси питӗ пӗлтерӗшлӗ теҫҫӗ, ытти тӗсӗсемпе хакласа икӗ хут пӗлтерӗшлӗрех. Виҫҫӗ-тӑваттӑ лекмесен вӑл вӑхӑта хӑваласа ҫитме чи хӑварт чупакан биатлонҫӑсене те йывӑр. Аçтахар Плотников10:35
Онлайна хатӗрленнӗ май пирӗн сайтра унӑн биографийӗ ҫуккине асӑрхарӑмӑр. Хушрӑмӑр: chuvash.org/wiki/%D0%90%D0%BA%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D0%B2%D0%B0%20%D0%A2%D0%B0%D1%82%D1%8C%D1%8F%D0%BD%D0%B0%20%D0%A1%D0%B5%D1%80%D0%B3%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%BD%D0%B0 Паллашма пултаратӑр. |
Вӗренӳ
![]() Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарта РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Михаил Бабич пулнӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулинче ҫӗкленекен Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн строительствине хакланӑ. «Россия 1» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ графикран юлса пырать. Подрядчик талӑкӗпех ӗҫленине ӗнентернӗ. Строительство пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ иккен. Михаил Бабич кашни корпус патӗнче чарӑнса тӑнӑ, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп подрядчик пулса ӗҫе кӳлӗннӗ «Старко» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра графикпа хӑпартма шантарнӑ. Тӗрлӗ ӗҫе субподряд мелӗпе ытти организаци пурнӑҫлать. РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ строительсене графикран пӗр кун та юлма юраманнине ҫирӗплетсех каланӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |