Культура
![]() Шупашкарта ют чӗлхе литературин вулавӑшне уҫасшӑн. Вӑл хула варринче, А.С.Пушкин ячӗллӗ вулавӑш вырӑнӗнче, пулӗ. Аталану концепцине тата дизайн-проекта Пӗтӗм Раҫҫейри М.И.Рудомино ячӗллӗ ют чӗлхесен патшалӑх вулавӑшӗ хатӗрленӗ. Унта кафепе нумай функциллӗ холл, ҫамрӑксен тата ачасен залӗсем пулӗҫ. Аслисен вулав залне экспозици витринисемпе хӑтлӑлатӗҫ, компьютерсем, лайӑх сӗтел-пукан вырнаҫтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫурта, ҫумӗнчи пысӑках мар территорие ҫӗнетӗҫ. Умӗнче чӑваш тӗрри пулӗ, алӑк умӗнче саксем, ӳсен-тӑран лартнӑ пичкесем лартӗҫ. Велочарӑну та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, политик тата патшалӑх ӗҫченӗ пулма ӗмӗтленекен шкул ачипе тӗл пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ чух Татьяна Владимирова хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне Элтепер хӗрачана Правительство ҫуртне чӗнме шантарнӑ. Ӗнер Таня тата унӑн амӑшӗ Елена Александровна министрсем тата ӗҫ тӑвакан влаҫра тӑрӑшакан ытти тӳре-шара ӗҫлекен ҫуртра пулнӑ. Хӗрача хӑйне чӗнессине ӗненмен, йыхравланӑ хыҫҫӑн савӑннӑ тесе пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев унччен те шкул ачипе тӗл пулнӑччӗ. Вӑл арҫын ача Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ӑна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) вӗренетчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, усӑ курнӑ батарейкӑсене пухмалли ешчӗк лартнӑ. Ҫынсем малашне унта пырса пӑрахма пултарӗҫ. Усӑ курнӑ батарейкӑсем сиенлӗ пулнине, вӗсем тӑпрана, тавралӑха вараланине кашни ҫыннӑнах пӗлмелле. Ҫавӑнпа батарейкӑсене тӗрӗс утилизацилемелле. Экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усӑ курнӑ батарейкӑсене пухмалли ешчӗке Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 69-мӗш «б» ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Унта батарейкӑсемсӗр пуҫне пӗтнӗ аккумуляторсене те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Документра вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки каланӑ. Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк параҫҫӗ. Ҫак йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла. Кӗскен каласан, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ шутланӗ. Муниципалитетсем ӑна юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарассине хӑйсем татса парӗҫ. Ку ачасене ӑшӑ ҫанталӑкра туллин канма май парать-мӗн. Депутатсем саккун проектне пӑхса тухсан йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ. Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти юханшыв портӗнчен Атӑлӑн леш енне ҫӳрекен пӑрахучӗсем кӑҫалхи сезонта ыран юлашки хутчен ҫула тухмаллаччӗ. Ку йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫу уйӑхӗнчи йышӑнусенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑччӗ. Кӑҫалхи навигаци тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ. Шупашкарти юханшыв портӗнче теплоходсене Атӑл леш енне ҫурлан 28-мӗшӗнчех каҫарма пӑрахнӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче порт пӗлтерни тӑрӑх ҫанталӑк сулхӑнлатнипе тата пассажирсен шучӗ чакнипе сӑлтавланӑ. Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж — Шупашкар» маршрутпа теплоходсем ҫӳретнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ирина Диарова. Шупашкарти 33-мӗш шкул сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ. Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта. Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна вырӑнти прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пӑхса тухма суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри обществин республикӑри уйрӑмне ертсе пыракан Маргарита Кузьминых «Раҫҫей Федерацийӗн социаллӑ пулӑшӑвӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Маргарита Павловнӑна ҫывӑх пӗлекенсем вӑл хӑйӗнпе мухтанма юратманнине, анчах хӑй хӳтте илнӗ сусӑрсем пултарулӑхӗ пирки татти-сыпписӗр каласа кӑтартма хатӗррине палӑртаҫҫӗ. Уҫӑ чунлӑ, ҫынсемшӗн чунне ыраттаракан ҫак хӗрарӑм пур енлӗ хастар. Вӑл сусӑрсене тӗрлӗ-предприяти-организацие ирӗклӗн кӗрсе тухма майсем туса парассипе те сахал мар тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна «Чӑваш Республикин социаллӑ пулӑшӑвӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята та тивӗҫлипе пани пирки иккӗленме кирлӗ мар. Ҫынсене пулӑшма Маргарита Кузьминых хӑй икӗ ҫул вырӑнпах выртнӑ хыҫҫӑн йышӑннӑ иккен.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе ҫырнӑ уҫӑ ҫырӑва канашсем петицисен порталӗнчен пӗринче пичетленӗ. Унта кӑтартнӑ дата — кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ. «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнакансем, пирӗн ыйтӑва тимлӗх уйӑрма ыйтатпӑр», — пуҫланӑ петицие. Унта шыв пӑрӑхӗ шӑтнипе утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шыв парассине чакарнине пула утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче типӗ ларнине, кайран хӑш-пӗр кун шыва графикпа пама тытӑннине ҫырса кӑтартнӑ. Хулари «Водоканал» предприяти электроэнергипе тивӗҫтерекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула йывӑрлӑх сиксе тухнӑ иккен. Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫутӑ парассине чакарнӑ хыҫҫӑн насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен. Канашри шыв ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑччӗ, ун хыҫҫӑн ыйту татӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.