Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Учительсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине хутшӑннӑ. Чи малтан вӑлкуравсене пӑхса тухнӑ, педагогсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.

Раҫҫей шайӗнче хисепе тивӗҫнисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул директорӗ Вера Вавилова чи пултаруллӑ вӗрентекенсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу панишӗн ырласа хӑварнӑ.

Мероприятире учительсен хорӗсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ. Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурсра вырӑсла юрласа Улатӑр хулинчи учительсен хорӗ ҫӗнтернӗ. Чӑвашла юрлакансем те кая юлман — кунта Вӑрмар тӑрӑхӗнчи учительсен хорӗ палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чувашия» санаторие канма кайма путевка панӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ыран, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ вӗҫленесси пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсма ыйтнӑ.

Паян Михаил Васильевич Шупашкарти ял хуҫалӑх продукцине сутакан пасарсенче пулнӑ. Элтепер кунашкал ярмӑрккӑсем питӗ кирлӗ пулнине, ҫынсен унта пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана йӳнӗрехпе туянма май пуррине аса илтернӗ. Кӑҫал ҫумӑрсем вӑраха тӑсӑлнӑран вырмана часах тухайман, ҫавна май халӑх халӗ хӗле хӗрсе кайсах хатӗрленет.

Вырма кая юлнине шута илсе Михаил Игнатьев ярмӑрккӑна тепӗр эрнене тӑсма ыйтнӑ. Аса илтерер: вӑл ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

 

Спорт

Маунтинбайк енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланнӑ та юпан 1-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Вӑл Геленджикра иртнӗ.

Elimination дисциплина чи кӑсӑклисенчен пӗри шутланать. Унӑн ҫулӗ вӑрӑмах май, ҫавна май ҫынсем спортсменсем тупӑшнине лайӑх курма пултараҫҫӗ. Ку дисциплина – йывӑр, унта пӑрӑнчӑксем, тӑвайккисем нумай. Спортсменӑн велосипеда итлеттерме пӗлмелле.

Шӑпах ҫак йывӑр дисциплинӑра Ольга Терентьева чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапла вӑл Раҫҫей кубокне ҫӗнсе илнӗ.

Сӑмах май, Ольга Терентьева ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Питӗр чысне хӳтӗленӗ.

 

Политика

Авӑн уйӑхӗнчи кӑтартусене шута илсе кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Хальхинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха?

Хальхинче Михаил Васильевич ултӑ йӗрке аяларах аннӑ. Вӑл 85 йӗркерен 77-мӗшне йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсен пуҫлӑхӗсен хушшинче Михаил Игнатьев ҫаплипех юлашки вырӑнта-ха. Элтепер пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 3627 хутчен асӑннӑ.

Мускав мэрӗ Сергей Собянин унчченхи пекех малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗш йӗркере – Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров. Виҫҫӗмӗш йӗркене Свердловск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Куйвашев йышӑннӑ.

Сӑмах май, кунашкал танлаштарӑма кашни уйӑхрах хатӗрлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45070
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Ку – Ксавьер атлантика циклонне пула. Вӑл Германире тустарнӑ ӗнтӗ: унта 7 ҫын вилнӗ, вун-вун ҫын суранланнӑ. Япӑх ҫанталӑк хыҫҫӑн метро ӗҫлемен, самолетсем вӗҫмен.

Атлантика циклонӗ Атӑлҫи тӑрӑхне ҫитнӗ. Паян ҫӗрле ҫавна май Чӑваш Енре ҫумӑр ҫунӑ. Паян ҫӗрле ҫанталӑк тата япӑхланасса пӗлтереҫҫӗ. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 10 литр таранах ҫумӑр ӳкӗ, ҫил ҫеккунтра 22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Чи вӑйлӑ ҫил Тутарстанра пулӗ.

Ыран вара ҫанталӑк лайӑхланӗ. Шӑматкун 15 градус таран ӑшӑ пулӗ, ҫамӑр ҫумӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45074
 

Экономика

Шупашкарти троллейбус управленийӗн мӗншӗн ҫавӑн чухлех парӑм пухӑнса кайнӑ-ха? Ку кӑтарту 157 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

ЧР транспорт министрӗ ҫакна ӑнлантармалли сӑлтав тупнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, электричествӑшӑн тӳлемен парӑм электричество хакӗ ӳснӗрен пухӑннӑ.

2016 ҫулпа танлаштарсан, предприяти парӑмӗ 25 процент ӳснӗ. Кӑҫал Шупашкарти троллейбус управленине хула хыснинчен 25 миллион тенке яхӑн уйӑрса панӑ. Ку укҫапа парӑмӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Парӑм пӗтмен-ха. Шупашкар хула администрацине ку ӗҫре пулӑшма хушнӑ.

Сӑмах май, предприятире халӗ 2 пин ытла ҫын ӗҫлет. Вӗсене ӗҫ укҫине парса татнӑ. Предприяти троллейбусӗсем 18 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ.

 

Культура
Форума ҫамрӑксене Вячеслав Оринов пил парса ӑсатнӑ.
Форума ҫамрӑксене Вячеслав Оринов пил парса ӑсатнӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен хастарӗсем Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» форумне тухса кайнӑ. Халӑхӑмӑрӑн ятне ҫӳлте тытма, чӑваш сӑнне тивӗҫлипе кӑтартма вӗсене культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов пил панӑ.

Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак форум Хусанта Раҫҫейӗн нацисен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан правительстви пулӑшнипе иртет. Иккӗмӗш хут йӗркеленекен форума ҫӗршыври 15 регионти тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен 150 ҫамрӑк хутшӑнать. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартӗҫ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулӗҫ. Форум уяв концерчӗпе хупӑнӗ.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева «Правда ПФО» интернет-хаҫатри статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ тенӗччӗ эпир ҫав хыпар тӑрӑх.

Асӑннӑ кӑларӑмра ӗҫлекен Александр Белов журналист Фейсбукра паян ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, кӑларӑмӑн генеральнӑй директорӗ Василий Гуськов суд йышӑнӑвӗ пулсан ҫеҫ IP-адрессене право хуралҫисене пӗлтерӗҫ.

Тепӗр майлӑ каласан, сӑмах кӳрентернине экспертсем тата суд урлӑ ҫирӗплетсе памалла, кайран ҫеҫ кӳрентерекене шырамалла.

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫапла хыпар «Сӗтев» («Взятка») хаҫат блогӗ пӗлтернӗ. Редакцие ӗнер Страсбург хулинчен шанӑҫ кӳрекен хыпар ҫитнӗ имӗш.

Темиҫе ҫул каялла Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суда «Сӗтев» хаҫатра 2011 ҫулта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе «Покажи мне свой язык, и я скажу кто ты» публикаци кун ҫути курнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн хаҫата экстремизм статьяпа айӑпларӗҫ. Айӑпӗ тӗрӗк тӗнчинче паллӑ Илле Иванов журналист ҫине лекрӗ, лешӗ статйине редакциленӗ ҫын кӑна пулнӑ пулин те.

Паллах, айӑплавра политика тата административлӑ йӗр питӗ вӑйлӑ сисӗнетчӗ — сӗтев илекенсене тупса палӑртакансене хӗстерме тӑрӑшни курӑнчӗ.

Айӑплав хыҫҫӑн редакци хӳтӗлев шыраса Страсбурга ҫыру янӑ, халӗ вара унтан хуравӗ ҫитнӗ. Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суд «Сӗтев» хаҫат ҫӑхавне пӑхса тухма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра Европӑра «Эдуард Мочалов тата Илле Иванов Раҫҫее хирӗҫ» суд процессӗ пулӗ.

 

Харпӑр шухӑш Ӑслӑлӑх

Карччынкка ҫинче — Сувар Хулашӗ. Дмитрий Мадуров фотовӗ.

Суваризм тесе ят панӑ идейӑлла юхӑм пур. Вӑл чӑвашӑн вӑтам ӗмӗрсенчи тата авалхи историне пӗртен-пӗр савирсемпе-сӑварсемпе ҫеҫ ҫыхӑнтарасшӑн.

Халиччен ҫакнашкал идейӑллӑ ҫынсен пӗр нуша пекки пурччӗ: "сӑвар чӗлхи" текен ӑнлав ӑслав тӗнчинче пачах та ҫук.

Ӗнтӗ халӗ хӑшпӗр ҫынсем ку самант хыҫала юлчӗ теме пултараҫҫӗ пуль. Мӗншӗн тесен истори ӑславӗсен докторӗ Антон Кириллович Салмин "Вестник Чувашского университета" журналта (2015, 4№) "БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ" статья пичетлесе кӑларчӗ.

Унта вӑл "сӑвар чӗлхи" пирки те сӑмах тапратма хӑтланса пӑхнӑ. Вӑт пыр та калаҫ! Пултараҫҫӗ питӗрсем!

Халиччен ӑслав тӗнчи вӑтам ӗмӗрсенчи "пӑлхар чӗлхи" пирки ҫеҫ пӗлетчӗ*. Халь вара, "пӑлхар чӗлхи" тенипе пӗрлех, "сӑвар чӗлхи" пирки те калаҫма май пур имӗш.

Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчи (13-14-мӗш ӗмӗрсем) ҫыруллӑ чул юпасем сыхланса юлнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2325, 2326, 2327, 2328, 2329, 2330, 2331, 2332, 2333, 2334, [2335], 2336, 2337, 2338, 2339, 2340, 2341, 2342, 2343, 2344, 2345, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.