Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсем хастарлӑхпа палӑрнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те асӑрхарӗҫ пулӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Китайри Хулумбир хули ҫывӑхӗнчи Хайлар провинцийӗнче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери эрешсемпе тумсен фестивальне хутшӑннӑ.

Унта аякри йӑхташӑмӑрсем тивӗҫлипех палӑрнӑ. Китайри курава ҫитнӗскерсене ылтӑн турилккепе, дипломпа чысланӑ.

Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине ҫав фестивале хутшӑнма Этнодизайнерсен Евразири ассоциацийӗ пулӑшнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск тӑрӑхӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем Байкал кӳлли хӗрринче, «Тальцы» уҫӑ сывлӑш айӗнчи музей комплексӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/chavash-tume-kitayra
 

Хулара

Хулари пепкелӗх центрӗнче хӑйне евӗр йӗкӗреш ҫуралнӑ. Мӗншӗн хӑйне евӗр-ха? Ара, вӗсем ҫемьери иккӗмӗш йӗкӗреш!

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унашкалли сайра тӗл пулать. Миловидовсен 2016 ҫулта Володьӑпа Настя ҫуралнӑ. Чи асли Виктор 11 ҫулта. Кӑҫал ҫемьене каллех йӗкӗреш килнӗ. Хальхинче – Викторийӑпа Елизавета.

Тухтӑрсем хӗрарӑм ачасене варта йӗркеллех йӑтса ҫӳренине палӑртаҫҫӗ. Хӗр пӗрчисем палӑртнӑ срокран маларах 2,1 тата 2,5 килограмм ҫуралнӑ. Тухтӑрсем вӗсене пӗр уйӑх сӑнаса тӑнӑ. Пепкесем халӗ хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ.

Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑкне 100 йӗкӗреш ҫуралать

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16792
 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан арҫыннӑн хир сыснисене пенӗшӗн явап тытма тивнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн сучӗ тунӑ приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн халӗ штраф тӳлемелле.

Ҫак арҫын Пантьӑк вӑрман хуҫалӑхӗнче ултӑ хир сыснине персе вӗлернӗ. Ҫапла вӑл саккун йӗркине пӑснӑ. Пӗтӗмпе ку патшалӑха 330 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Суд ҫак арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ унӑн патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштармалла, кунсӑр пуҫне 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Культура
Зульфия Шарафеева — сулахайран виҫҫӗмӗш
Зульфия Шарафеева — сулахайран виҫҫӗмӗш

Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ.

Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова.

«Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43999
 

Чӑвашлӑх

Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карабулак районӗнчи Ӗшнеуй (выр. Шняево) ялӗ никӗсленнӗренпе 325 ҫул, Сарӑту облаҫӗнчи чӑваш наципе культурин «Ентеш» автономийӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче регионта пысӑк уяв иртнӗ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат пӗлтернӗ.

Унта Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр, Пенза облаҫӗнчи делегацисем те кайнӑ.

Сарӑту облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине Сергей Васильев ертсе пырать. Хӑнасене ял халӑхӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Уява валли чӑваш, вырӑс, мӑкшӑ, тутар тата ытти халӑх картишӗсем йӑла-йӗркепе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

«Уяв театрализациленӗ акаран пуҫланнӑ. Аслӑраххисем ака пуҫне йӑтса утнӑ, хӗрсемпе каччӑсем тырӑ акнӑ. Ҫакӑ хирти ӗҫсене сӑнланисӗр пуҫне пурнӑҫӑн пӗр чарӑнми ҫаврӑнӑвне те палӑртать: ака пуҫӗ — арҫын, ҫӗр аннемӗр — хӗрарӑм», — тесе ҫырнӑ «Чӑваш хӗрарӑмӗнче».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/entesh-20-culta
 

Республикӑра

Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ҫурла уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пур.

РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн тӑваттӑмӗш класӗ вӑйра пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула пушарсем тухма пултараҫҫӗ.

Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ятарлӑ режима вӑя кӗртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, вӑрмансенче, вӗсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче пӗҫерме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене явап тыттараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Патӑрьелти, Ишлейри райпора тата «Сахарок» ТМЯПра срокран тухнӑ ҫӑкӑр сутнӑ. Ҫакна Роспотребнадзорён Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ.

Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра ведомство ӗҫченӗсем 125 килограмм ҫӑкӑр туртса илнӗ. Срокран тухнисӗр пуҫне вӗсен туса кӑларнӑ предприяти пирки информаци пулман.

Ҫӳлерех асӑннӑ предприятисене йӗркене пӑснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Пӗтӗмӗшле вӗсене 200 пин тенкӗлӗх штраф хунӑ.

 

Кӳршӗре

Чулхулари чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗ нумаях пулмасть хваттерлӗ пулнӑ. Унччен автономин хӑйне ят ҫурт пулман. Чулхулари Автосавут районӗн администрацийӗ ентешӗмӗрсене хамӑр чӗлхене, йӑла-йӗркене аталантарма ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ.

Чулхулари чӑвашсен автономине уйӑрса панӑ хваттер Октябрь проспектӗнче вырнаҫнӑ.

Хваттерӗн пӗр пӳлӗмне йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелеме уйӑрасшӑн. Пысӑкрах пӳлӗмре пуху ирттерӗҫ, пӗрле пуҫтарӑнса калаҫӗҫ.

Автономин ертӳҫи Алина Артемьева пӗр пӳлӗме хӑй йышӑнӗ. Унта вӑл ӗҫ вырӑнне йӗркелӗ.

Хваттерти юсава ассоциаци хӑй вӑйӗпе ирттерет. Пуянсем тупӑнсан вӗсен пулӑшӑвне кӑмӑлтан йышӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/chulhulasen-savanace
 

Чӑвашлӑх

Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ баннерсене, стендсене, учрежденисен ячӗсене курсан ачалла хӗпӗртетпӗр. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче нумаях пулмасть уҫнӑ культура ҫуртне аякран курӑнмалла пысӑк саспаллисемпе тӑван чӗлхепе ҫырни куҫа илӗртет.

Нумай ҫул хушши клубсӑр пурӑннӑ ялти культура ҫуртне ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӗҫлеттесре янӑ. Вӑл — 150 вырӑнлӑх.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «культура вучахӗнче вулавӑш та, санузел та пур. Юнашарах — спорт площадки, ҫуллахи сцена. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кунта Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль лартнӑ. Паян вара асӑннӑ культура керменӗнче республика пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш мероприяти иртнӗ. Унта Вӑрмар районӗн пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ».

 

Республикӑра

Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Прокопьев текех ҫемҫе пукан йышӑнмасть. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Instagram-ра пӗлтернӗ. Прокопьев вырӑнне халӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Андреев йышӑнать.

«Пирӗн хисеплӗ ӗҫтешӗмӗр Прокопьев Николай Петрович паян ҫуралнӑ кунне палӑртать тата хула администрацийӗнчи ӗҫне вӗҫлет. Унта 19 ҫул ӗҫленӗ, вӗсенчен виҫӗ ҫулне Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ», – тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков Instagram-ра.

Николай Прокопьев — республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче ӗҫлекен, халӗ Чӑваш Енри этем правине хӳтӗлеме ӗмӗтленекен Надежда Прокопьева упӑшки. Теприсен шучӗпе Николай Прокопьев арӑмне ҫул парас тӗллевпе должноҫрен кайма пултарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2329, 2330, 2331, 2332, 2333, 2334, 2335, 2336, 2337, 2338, [2339], 2340, 2341, 2342, 2343, 2344, 2345, 2346, 2347, 2348, 2349, ... 3917
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.