Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче астрономи предметне вӗрентме пуҫласси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачисене финанс грамотноҫӗ предметне те ӑса хывтарасшӑн. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ку предмета Раҫҫейри 72 регионта пилот мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енре ку проекта Сӗнтӗрвӑрринчи гимназире тата Патӑрьелти шкулта пурнӑҫласшӑн. Вӗсен йышне Шупашкарти виҫӗ шкул та кӗрӗ: 24-мӗш, 30-мӗш тата 48-мӗш. Ҫулталӑк вӗҫне Раҫҫейре ку предмета вӗрентекен шкулсен йышӗ 500 таран ҫитмелле. Специалистсене у йрӑм курссенче хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Хулара
Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен пирӗн Шупашкар уйрӑм вырӑн йышӑнать. «Хӑш хула хитререх?» тесен, паллах, кашни хӑйӗн хули пирки хурав парӗ. Ҫавӑнпа та эпир Шупашкара вӑл енчен пӑхмӑпӑр. Ҫавах та Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ палӑратех. Кӑна ман пата ытти хуласенчен килнӗ хӑнасем те сахал мар асӑрханӑччӗ. Пире, кунта пурӑнакансене, тен, хӑш-пӗр япаласем сисӗнмеҫҫӗ те пуль, анчах аякран килнисем вӗсене хӑвӑрт кураҫҫӗ. Сӑмахӑм Шупашкарти картасем пирки пырать. Ытти хуласенче те вӗсем хитре-ха, анчах пирӗннисенче чӑваш эрешӗсем пурри ҫакӑ хӑнасене тӳрех кӑсӑклантарса ярать — пирӗн картасене ӳкерсе илнине хам куҫпа сахал мар курса. Ҫакна шута илсе Шупашкарти картасен пуххине хатӗрлес терӗм. Чи малтанах статья ятне «Шупашкарти чи илемлӗ 10 карта» тесе ят парас тенӗччӗ, унта вара вунӑ картана суйласа 1–10-мӗш вырӑн парса тухасшӑнччӗ. Анчах ӗнер, ҫак картасене ӳкерсе ҫӳренӗ май, вуннӑшне кӑна кӑтартни ҫителӗксӗр пуль терӗм. |
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта кадет корпусне тума пуҫласси пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пулас корпусӑн никӗсне капсула хунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Михаил Бабич Канаша кайнӑ, унта вӑл «Промтрактор-Вакун» савута тата Гемодиализ центрне ҫитсе курнӑ. Аса илтерер: кадет корпусӗ ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗ ҫывӑхӗнче, пулӗ. Унта 16 класс вырнаҫӗ. Кадет корпусӗпе юнашар пӑр катокӗ те тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Китай ҫыннисем Пӑрачкав районӗнче агропарк тата теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра кун пирки алӑ пуснӑ. Унта палӑртна тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче 5 пин гектар ҫӗре «Чӑваш Ен-Сычуань» агропромышленноҫ комплексне парӗҫ. Агропаркра выльӑх ӗрчетӗҫ, пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ, ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларӗҫ. Китай делегацийӗ Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче пулса курнӑ ӗнтӗ. Шӑпах ун чухне вӗсем пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Китай ҫыннисем ун чухне Пӑрачкав, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр районӗсенчи ҫӗрсене пӑхнӑ. Юлашкинчен Пӑрачкав районӗнчине суйланӑ. Агропарк уҫӑлсан ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Тата ҫӗрсем пушӑ выртмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗ, анчах унта унӑн кӑмӑлне пӑсакан чылай япала тупӑннӑ. Юханшыв хӗрринчи тирпейсӗрлӗх уйрӑмах тӗлӗнтернӗ ӑна. Михаил Васильевич спутник хулара ӗнер пулнӑ. Унти Атӑл хӗррине хӑтлӑлатма кӑҫал 14,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унта брусчаткӑран тротуар, саксем, ҫутӑ, велоҫул, ливнесток пулмалла. Анчах хальлӗхе гранит чул кӑна пур. Ӑна пӗлтӗр хурса хӑварнӑ. Вӑл – пулас хӑтлӑлӑх палли. Чул 10 пин тенке яхӑн тӑрать, ӑна спонсор укҫипе лартнӑ. Атӑл хӗррине хӑтлӑлатмалла-ха, анчах халӗ унти лару-тӑру питех савӑнтармасть: тирпейсӗр. Юханшыв хӗрринче свалкӑсем ӳссе ларнӑ. Ҫитменнине, ҫумкурӑк ашкӑрать. Ачасем вара аслисем ҫук чухнех кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен пляжра шыва кӗреҫҫӗ. Михаил Игнатьев хула пуҫлӑхне Ольга Чапрасовӑна лару-тӑрӑва тӳрлетмешкӗн пӗр эрне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Фильм ӳкерӗнме хатӗрленнӗ самант Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Кинона ӗнер ӳкерме пуҫланӑ. Аса илтерер, фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплать. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви «Чебоксарские новости» хаҫат хыпарлани ҫине таянса пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Карина фильмра ӗне сӑвӗ. Вӑл ялта ку ӗҫе хӑнӑхнине пӗлтернӗ. Фильмра Карина журналист сӑнарне те вылӗ. Шкулти TV5 студие ҫӳрекенскер телекамера умӗнче хӑйне хӑюллӑ туять. Фильмра ӳкерӗнме тивӗҫҫисене суйланӑ чух та вӑл хӑйне харсӑр тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ ҫулса ҫеҫ те мар, пахча ҫимӗҫ ӳстерсе, ҫум курӑкран тасатса. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта халӑха киле тухса пулӑшакан уйрӑмсем иккӗ. Вӗсем 169 ҫынна пулӑшу кӳреҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсен куҫӗнчен пӑхакансем хушшинче сусӑрсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем, пӗччен пурӑнакан кинеми-мучисем, сахал тупӑшлисем пур. Хӑйсен хӳттине илнисем патне социаллӑ ӗҫченсем эрнере икӗ хутран кая мар ҫӳреҫҫӗ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан унтан та ытларах хутлаҫҫӗ. Центрӑн килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗсен ертӳҫисем Екатерина Москаленко тата Татьяна Васильева ватӑсем патне килӗсене ҫитсе социаллӑ ӗҫченсен тӑрӑшӑвне тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын ют хваттере иленнӗ. Халӗ ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснӑ факт Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен пайӗн тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пӗрлехи тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Суд приставӗн уйрӑмне 2012—2013 ҫулсенче ертсе пынӑ чухне ҫав ҫын Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗнчи пӗр хваттерте пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл коммерци фирмин пулнӑ. Лешӗ парӑма кӗрсе кайнипе ун ӗҫне суд приставӗсене панӑ. Каярах пристав хваттере хӑй амӑшӗ ячӗпе ҫыртарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Китай делеагцийӗ Чӑваш Енри предприятисемпе паллашать Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ. Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ҫынна Самар пикисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ. Шар курни ҫинчен вӗсем Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине пӗлтернӗ. Самар пикисене ӗненсе укҫасӑр юлнисем телефонпа шӑнкӑравлакан палламан ҫынсене ӗненсе лартнӑ. Хӗрсем вӗсене хӑйсемпе: «Эпир — банкран», — тесе паллаштарнӑ. Банк «ӗҫченӗсем» ҫаврӑнӑша ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ тӳлев карттисем тухаҫҫӗ тесе каланӑ. Ҫӗнӗ картта тухнӑран электрон счетсем ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе ӗнентернӗ. Унчченхи карттӑ ҫинчи укҫана ҫӗнни ҫине куҫармалла тенӗрен вӗсен хуҫисем часрах банкомата вӗҫтернӗ. 4 ҫын ултавҫӑсене пурӗ 75 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Улталакан хӗрсем Самартан пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — 21-ре, тепри — 22-ре. Пикесем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |