Политика
![]() Анатолий Аксаков Столыпин медалӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Анатолий Аксакова П.А. Столыпин медалӗпе наградӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председательне ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен саккунсем йышӑнассипе тухӑҫлӑ ӗҫленишӗн чысланӑ. Анатолий Акасакова медальпе хисеп тума РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев йышӑну кӑларнӑ. 2017 ҫулхи ҫурхи сессие илсен Анатолий Аксаков саккун проекчӗсем хатӗрлессипе пуринчен ирттернӗ иккен. Ҫиччӗмӗш созыври Дума Аксаковӑн 13 саккун проектне ырланӑ. Чӑваш Енрен депутата суйланнӑскер хӑйӗн ку сессири ӗҫне маларах хӑй те тухӑҫлӑ тесе хакланӑ. Аса илтерер, Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине нумаях пулмасть Николай Малов лекнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енри следовательсем коллегин анлӑ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, пакунлӑ ытти ҫын та пуҫтарӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та коллегин анлӑ ларӑвӗнче пулнӑ, тухса калаҫнӑ. Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский республика ертӳҫине ырӑпа палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗн пресс-служби кун пирки прокурора ҫапларах цитатӑланӑ: «Саккун тата право йӗркисен пӗтӗмлетӗвне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикинче лару-тӑру лайӑх пулнине, пур шайри влаҫ та, право йӗркине сыхлассипе пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ. Республикӑра мӗнпур тытӑмра вӑй хуракансемпе пӗрле Чӑваш Республикн Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьевӑн витӗмлӗхӗ ҫав тери пысӑк». уйӑхӗн Руководство ведомства ставит задачу по дальнейшему улучшению качества проведения следственных проверок. Александр Мигушов потребовал от сотрудников следственного управления скрупулезного подхода к каждому преступлению, совершенных в отношении несовершеннолетних. На особом контроле также должны быть дела коррупционной направленности, восстановление нарушенных прав работников по выплате заработной платы, налоговые преступления. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Ял пурнӑҫӗ
Ҫу кунӗсенче шкулсенчен тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем шкул ҫулӗсене аса илме, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫма пухӑнаҫҫӗ. Кашни шкулӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ. Калӑпӑр, эпӗ ӗҫленӗ Штанашри вӑтам шкулта ҫулленех ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче туссем пуҫтарӑнаҫҫӗ, шкул пӗтернӗренпе 5, 10, 15, 20, 25... 50 ҫула палӑртма. Кӑҫал та 50 ҫулхисем пухӑнма калаҫса татӑлнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 8 ҫул вӗренмелли шкултан 1972-мӗш ҫулта вӗренсе тухнисем ҫак кунсенче шкул пӗтернӗренпе 45 ҫул иртнине палӑртма пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва 18-ӑн тата ачасен юратнӑ математика вӗрентекенӗ, халӗ Етӗрне хулинче пурӑнакан Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей ҫутӗҫ отличникӗ Жуков Рудольф Васильевич пухӑннӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ класри ачасене ҫӗршывӗпех салатнӑ, вырӑнта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур. Рудольф Васильевичӑн педагогикӑри пӗрремӗш утӑмӗсем шӑпах 1968-мӗш ҫулта Кӑкшӑм шкулӗнче пуҫланнӑ, вӑл шкул завучӗ тата икӗ пиллӗкмӗш классенче математика вӗрентнӗ. Рудольф Васильевич ун чухне ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗрмен-ха, мӗнпур пушӑ вӑхӑтне пирӗнпе ирттеретчӗ, пире йӗлтӗрпе вӑрмана та илсе кайса, тӗрлӗ математика конкурсӗсем ирттеретчӗ, математикӑпа иртсе кайнӑ темӑпа зачёт та тыттаратчӗ! |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ ӑнланманлӑх вӗҫне пӑнчӑ лартнӑ темелле. Ҫапах та Ҫӗнӗ Шупашкарти суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑна пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинипе 56 ҫулти арҫынна илсе пынӑ. Васкавлӑ пулӑшурисем сылтӑм енчи пневмони тесе диагноз лартнӑ. Анчах пульницӑн йышӑну уйрӑмӗнче ӗҫлекен врач чирлӗ ҫынна вырттарма килӗшмен, килтех сипленме пулать тенӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинипе килнӗ этемӗ урӑхла май пулман: йышӑну уйрӑмӗнчи тухтӑр сӑмахне итлеме тивнӗ. Амбулатори мелӗпе сипленме ӑсатнӑ пациент тепӗр кунне ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти суд тухтӑрӑн ирӗклӗхне 1,5 ҫуллӑха чакарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тухтӑрта та ӗҫлеме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан 10-ри шӑпӑрлан путакан ачана ҫӑлнӑ. Ку темиҫе кун каяллах пулнӑ-ха, анчах кун пирки халь тин пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Денис Ведяшов ҫемйипе пляжра каннӑ. Вӑл путакан 6-ри ачана асӑрханӑ та пулӑшма часрах васканӑ. Денис пӗчӗкскер шыв айне ҫухалнине пуринчен малтан курнӑ. Вӑл ӑна юлташӗпе ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. 6-ри ача шыв нумай ҫӑтнӑран кӑвакарсах кайнӑ. Юрать, ҫыран хӗрринче виҫӗ арҫын пулнӑ, вӗсенчен пӗри ачана пирвайхи пулӑшу кӳнӗ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле ача тӑна кӗнӗ, анчах мӗн пулса иртнине ӑнланман. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана ҫӑлнӑ Денис 4-мӗш класа куҫнӑ. Вӑл спорткомплекса ҫӳрет, шӑпах ҫавӑнта ишме вӗреннӗ те. Денис ҫемье чи аслӑ ача. Вӑл кӗҫӗннисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин халӑх канашӗ тата республикӑри халӑхпа сӑнав комиссийӗ вӑхӑтлӑх изоляторсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсем унта тытса пынисене мӗнле условире усранипе паллашнӑ. Комсомольскинчи вӑхӑтлӑх изолятора лекнисем нимшӗн те кӑмӑлсӑрланман. «Эп кунта час-часах килетӗп. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чей параҫҫӗ, шыв параҫҫӗ, чей вӗретеҫҫӗ! Тӗрмерипе танлаштарсан лайӑх тӑрантараҫҫӗ», — савӑнса каласа кӑтартнӑ пӗри. Чӑн та, камерӑра шыв та, санитари кӗтесӗ те пур иккен. Камерӑна унта лекнисем хӑйсем тасатса тӑраҫҫӗ. Чирлисем, пирус туртакансем тата хӗрарӑмсемпе ҫул ҫитменнисем валли — расна камерӑсем. Патӑрьел районӗнчи изолятор та унти услови енчен тӗрӗслевҫӗсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Павел Колобков хушӑва алӑ пуснӑ. Хушура Чӑваш Енри тӑватӑ спортсмена Раҫҫей спорт мастерӗн ятне парасси пирки каланӑ. Вӗсен йышӗнче Полина Петухова кикбоксер, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем. Сӑмах май, кӑҫал кунашкал хисеплӗ ята пирӗн республикӑри 34 спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр икӗ спортсмен вара тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Кино каҫӗ» акцире тӑватӑ фильм кӑтартӗҫ. Виҫҫӗшӗ – тулли метражлӑ, пӗри – анимациллӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кино каҫӗ» ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Кӑтартмалли фильмсене ахаль суйламан. ТАСС информаци агентствин сайтӗнче вӗсемшӗн сасӑланӑ. Унта ҫак фильмсемшӗн ытларах сасӑ панӑ: «Кухня: Последняя битва» (режиссерӗ Антон Федотов, 12+), «Время первых» (режиссерӗ Дмитрий Киселев, 6+), «28 Панфиловцев» (режиссерсем: Ким Дружинин и Андрей Шальопа, 12+). Пӗчӗккисене вара «Снежная королева-3: Огонь и лед» кӑтартӗҫ. Вӑл анимаци проекчӗсен сасӑлавӗнче мала тухнӑ. Шупашкарта «Кино каҫӗ» акци «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ – 20 сехетре. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Рыбаков уполномоченнӑй Чӑвашри усламҫӑсем ҫур ҫул никам хӳтӗлемесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн каллех хӳтлӗхе кӗрсе ӳкӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи хушӑвӗпе тивӗҫе Александр Рыбакова шаннӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ. Маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар. Коммерцилле мар автономи организацийӗнче. Республика ертӳҫипе паян тӗл пулсан Александр Рыбаков хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ, усламҫӑсен правине тата саккунлӑ интересне хӳтӗлессишӗн тата Чӑваш Ен экономикин аталанӑвӗшӗн мӗнпур вӑйне тата пӗлӗвне пама шантарнӑ. Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер паян 70 ҫулхине паллӑ тӑвать. «Хыпар» хаҫатра нумаях пулмасть ун пирки ҫырса кӑтартнӑ материалта Морис Яклашкина Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнчи фельдшерпа акушер ялӗнче санитаркӑра ӗҫленӗ амӑшӗ тухтӑра ярасшӑн пулнине уҫӑмлатнӑ. Канашри медучилищӗне ҫул тытнӑскер унти педучилищӗн музыка уйрӑмне вӗренме кӗрет. Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине тӑватӑ теҫетке ҫул ертсе пырать вӑл. Чӑваш симфони музыкине сарас тӗллевпе 2000 ҫулта симфони оркестрне йӗркеленӗ. Юбилей ячӗпе ӑна паян ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, ЧР Культура министерстви те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |