Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкара пырса кӗнӗ ҫӗрте «васкавлӑ пулӑшу» машинипе «Калина» маркӑллӑ автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина лапчӑннӑ, «васкавлӑ пулӑшу» урапи тӳнсе кайнӑ.

Инкек пулнӑ вырӑна тухтӑрсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аманнисене улттӑшне те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсенчен пӗлнӗ тӑрӑх, пульницӑра «Калина» машина водителӗ тата «васкавлӑ пулӑшури» хӗрарӑм кӑна. Юлашкинчен калани, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан 24-ри хӗрарӑм, ача ҫуратма кайма тухнӑскер пулнӑ. Хӗрарӑм чиперех ҫӑмӑлланнӑ.

Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекшӗн «Калина» машинӑн 66 ҫулти водителӗ айӑплӑ: сулахай енне пӑрӑннӑ чух вӑл асӑрханусӑр пулнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата хулинче пурӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкара тӳрӗ ҫулпа каясшӑн.

Вӗсен унта ҫитес тесен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси поселокӗ ҫумӗпе хальлӗхе иртсе каймалла. Ҫав ҫула сӗнтӗрвӑррисем монохулана аталантарма уйӑракан укҫа шучӗпе тӑвасшӑннине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников муниципалитетра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетме иртнӗ эрнере пуҫтарӑннӑ пухура каланӑ.

Икӗ хулана тӳрремӗн ҫыхӑнтарас тесен ҫичӗ километр тӑршшӗ ҫул сармалла-мӗн. Ҫывӑх автотрасса питӗ кирлине Анатолий Мясников Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансенчен 2 пин ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара кунсерен ӗҫе ҫӳренипе сӑлтавланӑ.

Анчах республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырламан, мӗншӗн тесе ҫул тума хакла ларать.

 

Культура

Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.

Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Хулара

Кӗҫех, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкар 548-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн пысӑк парне пулӗ: кӳлмек ҫийӗн «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫӗ.

Пилотсем Як-52 тата Як-54 самолетсемпе тӳпене хӑпарӗҫ. Вӗсем – летчик-инструкторсем, Раҫҫей тата тӗнче чемпионачӗсен призерӗсем. Кӳлмек ҫийӗн тӑватӑ самолет вӗҫӗ.

Сӑмах май, «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ 2013 ҫулта Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне килнӗ. Ун чухне тӳпере явӑнакан сарӑ самолетсене ҫынсем тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ. Вӗсем шупашкарсен асӗнче яланлӑхах юлнӑ.

Шоу ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре кӳлмекре пуҫланӗ. Репетици ҫурлан 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Пӑрачкав районӗнчи арҫынна тусӗ путса вилнӗшӗн судпа айӑпланӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи аван уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын 54 ҫулти юлташӗпе Сӑра кимӗ тӗрӗслеме кайнӑ. Кимӗре хӑрушсӑрлӑх япалисем тата ҫӑлав хатӗрӗсем пулман.

Юханшыв варрине ҫитсен кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хӑй хуҫи ишсе тухма пултарнӑ, тепри вара путса вилнӗ. Унӑн виллине 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ тупнӑ.

Суд ҫак арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫул та 2 уйӑхлӑха чикӗленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43605
 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн суд умӗнче явап тытнӑ.

ФСБ палӑртнӑ тӑрӑх, 36 ҫулти арҫын сирпӗнекен япаласем хатӗрлесе сутнӑ. Куншӑн ӑна колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.

Анчах ку кӑна мар иккен. Каярахпа вӑл 2010 ҫулта пӗр сайтра Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ экстремизмла организаципе ҫырӑннине, ӑна укҫан пулӑшма сӗннине тупса палӑртнӑ. Унтан арҫын ют ҫӗршыв арҫыннине 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Суд куншӑн ӑна 6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне 170 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43611
 

Спорт

Лайӑх хыпар ҫитнӗ! Чӑваш спортсменки Ирина Юманова Ҫӗпӗр марафонӗнче мала тухнӑ. Вӑл 42 ҫухрӑм та 195 метра чи лайӑх кӑтартупа вӗҫленӗ.

Ҫӗпӗр марафонӗ Омск хулинче иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Ирина дистанцие 2 сехет те 39 минут кӑтартупа вӗҫленӗ. Пӗлтӗр вӑл ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫеҫ ҫӗнсе илейнӗ. Кӑҫал вара 5558 спортсмен хушшинче Ирина чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Палӑртмалла: Ҫӗпӗр марафонне 1990 ҫултанпа Омск облаҫӗн правительстви пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43628
 

Статистика

Утӑ уйӑхӗнче «Медиалогия» кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта аялти йӗркене аннӑ. Вӑл 85 субъект пуҫлӑхӗсен хушшинче 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Яланхи пекех танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан — Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров.

Атӑлҫи федераци округӗнче Тутарстан ертӳҫи Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Радаев, Удмурт Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Бречалов малта пулнӑ. Михаил Игнатьев ҫак списокра юлашки йӗркене йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43629
 

ҪУР
06

Хаклӑ Чӑваш Ен тата ун хаклӑ ҫыннисем
 Лидия Афанасьева | 06.08.2017 15:12 |

Харпӑр шухӑш Сывлӑх

Пӗр хаҫатра нимӗҫ халӑхӗн паллӑ врачӗ ҫинчен интереслӗ информаци пичетленчӗ. Гомотоксикологи никӗслевҫи Ганс Рекович врач 1955 ҫултах организм шлаксемпе тулса ларнин теорине хатӗрленӗ иккен. Вӑл ҫав пулӑмӑн ултӑ стадине кӑларнӑ: 1-мӗш стади — хӑвна вӗҫӗмсӗр е час-часах ывӑннӑ пек туйни; 2-мӗш стади — пуҫ тата сыпӑсем ыраткаланине туйни; 3-мӗш стади — инфекци чирӗсем сырӑнма пуҫлани, час-часах шӑнса чирлени, дисбактериоз, артритсем, простатит тата ыт. те; 4-мӗш стади — ӳт ҫине ӳссе ларнӑ хӑрушӑ мар япаласем: паппиломӑсем, кератомӑсем, кистасем, полипсем, аденомӑсем; 5-мӗш стади — эндокрин тата нерв тытӑмӗсен ӗҫӗ пӑсӑлни, катаракта, глаукома, инфарктсем, инсультсем; 6-мӗш стади — иммунитет вӑйлӑ чакни, усал шыҫӑсем. Пысӑк шайлӑ врачсем шухӑшӗпе кашни чирӗн мӗнле те пулин сӑлтав пур иккен тата нумай чирсен сӑлтавӗ — организм шлаксемпе вараланни, тулса ларни. Анчах организма сиенлӗ япаласенчен тасатас вырӑнне хӑшпӗр ҫынсем таблеткӑсем нумай ӗҫеҫҫӗ пулас — хӑвӑрт сывалмӑпӑр-ши тесе.

Ку шухӑшсене мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха?

Малалла...

 

Культура

Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене Чапая ыталама чӗнеҫҫӗ. Вилӗмсӗр ҫар ҫынни, паллӑ ентешӗмӗр тахҫанах ҫук ӗнтӗ. Анчах ӑна аса илтерекеннисенчен пӗри — Шупашкарти палӑк.

Республикӑмӑрӑн тӗп хулин кунне уявланӑ май ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта «Чапай зовет на чай» (чӑв. Чапай чей ӗҫме чӗнет) проекта йыхравлаҫҫӗ. Вӑл 13 сехетрен пуҫланӗ, 15 сехетре вӗҫленӗ.

Уяв программи кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене самантлӑха 100 ҫул каялли патне тавӑрайӗҫ. Иртсе кайнӑ вӑхӑтри тумтирпе, юрӑ-ташӑпа паллаштарӗҫ, шурӑ урхамахпа ярӑнтарӗҫ. Чапаев дивизийӗнчи ҫар ҫыннисем пулӗҫ. «Чапай чей ӗҫме чӗнет» проект Чапаев палӑкӗ тавра ушкӑнпа тӑрса тухнипе вӗҫленӗ. Шӑпах ҫавна йӗркелӳҫӗсем «Чапая ытала» флешмоб ят панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2383, 2384, 2385, 2386, 2387, 2388, 2389, 2390, 2391, 2392, [2393], 2394, 2395, 2396, 2397, 2398, 2399, 2400, 2401, 2402, 2403, ... 3958
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ҫурла, 11

1977
48
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...