Ӳнер
![]() Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ. Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ. Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ. Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ-ха, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлемен. Ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне. Паянхи кун тӗлне ӗҫченсене пӗтӗмпе 10 миллион тенке яхӑн тӳлемен. Ҫӗртме уйӑхӗнче предприяти 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ку укҫапа ҫу уйӑхӗнчи шалӑва парса татнӑ. Халӗ, ЧР транспорт министрӗ каланӑ тӑрӑх, шалӑва тупӑшран тӳлеҫҫӗ. Анчах предприяти тупӑшӗ нумаях мар. Хула тулашӗнче ҫӳрекен автобуссен тупӑшӑн ҫуррине яхӑнӑшӗ предприятие ҫитмест. Ҫавӑнпа ЧР Транспорт министерстви автобусра водительтен билет ыйтмалли пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре, Улатӑр районӗнче, Daewoo Nexia машина кӗпертен ҫырмана ӳкнӗ. Салонра тӑватӑ ҫын пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Аманнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. «Энӗш» автоҫулпа пыракан машина ҫырманналла ӳкнӗ. Руль умӗнче 18 ҫулти водитель пулнӑ. Ҫав ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Чукун ҫул урлӑ каҫакан кӗпере ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ журнал кӑларма тытӑннӑ. Вӑл «Вестник Чувашской государственной сельскохозяйственной академии» (чӑв. «Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн хыпарҫи») ятлӑ. Ҫак кунсенче кӑларӑмӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Унта хальхи ӑслӑлӑха тата практикӑна халалланӑ 22 статья кӗнӗ. Журнал содержанине тематика пайӗсем ҫине уйӑрнӑ: ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗ (агрономи, ветеринари, зоотехни), техника ӑслӑлӑхӗ, экономика ӑслӑлӑхӗ, философи тата педагогика. Журнал страницисене уҫсан агрономири, зоотехнири, ветеринарири, ял хуҫалӑхӗн механизацийӗпе электрификацийӗнчи ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче техника тата ретро-автомобильсен парачӗ иртӗ. Уява ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. ЖКХ предприятийӗсем хула кунне уявлама хатӗрленӗҫ кӑна мар, мероприятисене те хутшӑнӗҫ. Парада коммуналлӑ техника та хутшӑнӗ. Унтах ҫул тӑвакан машинӑсене, ҫӑлав службин техникине, троллейбус управленийӗн машинисене курма май пулӗ. Малтанлӑха маршрут палӑртнӑ. Парад Шупашкарти аэропортран Юханшыв порчӗ таран кайӗ. Машинӑсем ретпе пӗр пек хӑвӑртлӑхпа пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи ветерансен ҫурчӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Ку сӑмах унччен те ҫӳрекелетчӗ-ха, халӗ ҫакна яваплисем ҫирӗплетсех каланӑ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем хальхи вӑхӑтра тӑваттӑ. Пушарпа кӗрешекенсем хакланӑ тӑрӑх вӗсенчен пӗри, Кӑрмӑшри, ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтерет. Ыттисене юрӑхсӑр тесе йышӑнма вӗсем йывӑҫ ҫуртсенче вырнаҫни хистенӗ. Специалистсем хурланӑ Янӑшри, Хыркассинчи, Шорккари уйрӑмсене хупма палӑртнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтнине Кӳкеҫри ветерансемпе инвалидсен ҫурчӗ ҫеҫ тивӗҫтерет иккен. Апла пулсан ялти ватӑсене Кӳкеҫе куҫараҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме пулать. Юрӑхсӑр ҫуртсене 2017—2018-мӗш ҫулсенче хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Надежда Гладкова ҫитес эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӗрри хула администрацине ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑха кама лартассине хулари депутатсем ӗнерхи ларура пӑхса тухнӑ. Надежда Гладкова кандидатурине вӗсем пӗр шухӑшлӑн ырланӑ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Надежда Гладкова биографине тишкерсен вӑл пур енлӗ пултарни сисӗнет: секретарь-машинистка та, кадрсен пайӗн инспекторӗ те, шкулти пионервожатӑй та, ҫӗр йӗркелӳҫӗ те, Шупашкар район администрацийӗнчи экономика пайӗн специалисчӗ те, инженер та, ял хуҫалӑх предприятийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ те. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче 2016 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче халиччен пулман уяв иртет. Унта йӗкӗрешсемпе виҫӗрешсене тата тӑватӑрешсене чӗнеҫҫӗ. Мероприятие йӗркелесе ирттерекенни — район администрацийӗн гражданла актсене ҫыракан пайӗ тата районти тӗп вулавӑш. Вӗсем йӗкӗреш ачаллисен амӑшӗсен сӗнӗвне шута илсе ку мероприятие ирттерме йышӑннӑ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хулари Культура тӳремӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Фестиваль парадран пуҫланӗ. Программа юрӑ-ташӑпа, хаваслӑ ытти мероприятипе пуян пуласса шантараҫҫӗ. Фестивале пухӑннисене хавхалантарма йӗркелӳҫӗсем пуян ҫынна тупса хунӑ. Вӑл пылак апат-ҫимӗҫ туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшать. Конкурссенче палӑрнисене тав туса кунсӑр пуҫне Хисеп хучӗсемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ. Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |