Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр

Хӑш-пӗр ӗҫ ним тусан та уҫӑлса пымасть. Ку вӑл кил-тӗрӗшре кӑна мар, патшалӑх шайӗнче те сисӗнкелет. Ҫӗрпӳ хулинчи кӗпере юсассинех, ав, ҫавӑн йышшисен шутне кӗртме пулать. Канашсем ҫын йӑнӑшне ӑша хывас тенӗ пулинех: унти Машина тӑвакансен урамӗнчи ҫула юсакансене пехиллеме Канашри епархирен Георгий Петров протоиерей пырса ҫитнӗ.

Пачӑшкӑ «О призвании помощи Святого Духа перед началом всякого доброго дела» (чӑв. Ырӑ ӗҫе пуҫӑнас умӗн Ҫветтуй сывлӑша пулӑшма чӗнесси ҫинчен) молебен вуласа панӑ. Протоирея хула ертӳҫисем тата подрядчик-организаци йыхравланӑ. Пачӑшкӑ ҫула та, предприяти техникине те сӑваплӑ шывпа пӗрӗхнӗ.

Молебен вӑхӑтӗнче хулари тӳре-шара та, ҫав шутра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов та, хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
Апкадий Айдак
Апкадий Айдак

Паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн, РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ хисеплӗ ҫӗр йӗркелӳҫи, Етӗрне районӗн тата Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Аркадий Айдак ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.

Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ, асӑннӑ тӑрӑхри «Лениская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын В. Давыдов-Анатри сӑввипе А. Асламас (вӑл та Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ) кӗвӗленӗ «Чупрӑм тухрӑм кӳлӗ хӗррине» юрра питӗ килӗштернине пурте илтмен пулӗ.

Аркадий Айдака ҫывӑх пӗлнӗ Валентин Григорьев журналист паян «Хыпар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ аграрин сасси уҫӑ та янӑравлӑ пулнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «мӑнаҫлӑн тулли сасӑпа юрланӑран хӑшӗ: «Айдак юрлама пуҫласан ялтан курак тухса тарать пуль», — тенӗ.

 

Республикӑра
Михаил Игнатьев сӑмах калать
Михаил Игнатьев сӑмах калать

Паян Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пуҫаруллӑ пулнишӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттернишӗн тав тунӑ. Мероприятисене ирттерсе "пӗр-пӗрин чун-чӗрине хӗмлентернине" палӑртнӑ. Вӗренӳ форумне пухӑннӑ ҫамрӑксене хастарлӑхшӑн ырланӑ май Михаил Игнатьев унта юлташ-хӗрсемпе савнӑ хӗрсем (вырӑсла цитатӑласа каласан, «подружка» тата «невеста») тупма ырӑ суннӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин членӗ, «Хастар ҫамрӑксен союзӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Станислав Трофимов вара мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тав туса сӑмах каланӑ.

 

Политика
Николай Малов депутат
Николай Малов депутат

Иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Ҫывӑх вӑхӑтра РФ Патшалӑх Думинче тепӗр ваканси пушанмалла тенӗччӗ эпир ун чух, мӗншӗн тесен регион ушкӑнӗпе парламента лекнӗ Марат Сафин теннисист полномочирен хӑтарма ыйтнӑччӗ.

Паян РФ Патшалӑх Думи Марат Сафин ыйтӑвне пӑхса тухнӑ май теннисиста депутат мандатӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара ку ваканси тепӗр ҫын валли пушаннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Малов ҫӗршыв парламентне парти списокӗпе лекме пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.duma.gov.ru/news/273/1957601/
 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ. Те хамӑр халӑхрах ҫуралнӑ, те ыттисенчен йышӑннӑ, анчах ӑна пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм. Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ. Шыраса пӑхрӑм вара. Вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ пӗр халап тупӑнчӗ, ҫавна сире чӑвашла каласа парас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Хайхи пасар вӑхӑтӗнче вӑрӑсем ытла вӑйлӑ алхасма пуҫланӑ тет. Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ. Те нумаййӑн, те пӗччен аппаланаҫҫӗ — пӗлме май ҫук, ытла та ӑста ӗҫлеҫҫӗ. Хайхи халӑх аптӑраса ӳкнӗ те пӗр шурсухал патне вӑрра тытмалли меслет пирки канаш ыйтма кайнӑ. Лешӗ пулӑшма килӗшнӗ, анчах пысӑк пасар вӑхӑтне кӗтме ыйтнӑ.

Вӑхӑт шунӑ та шунӑ, тинех вара аслӑ пасар кунӗ ҫитнӗ. Пӗрисем сутнӑ, теприсем туяннӑ. Пасарта суту-илӳ хӑйӗн йӗркипе пынӑ. Хайхи шурсухал та унта ҫитнӗ тет.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре пурӑнакан чухӑн ҫынсене уйӑхсерен талон парасшӑн. Ку – ҫӗнӗ проект. Ӑна 2018 ҫулта хута яма палӑртнӑ.

РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ карточки ҫине уйӑхсерен 833 тенкӗ куҫарса тӑрӗҫ. Ҫапла майпа ҫулталӑкне 10 пин тенке яхӑн пухӑнӗ. Ку проекта пурнӑҫлама ҫулталӑкне хыснаран 300 миллиорд тенкӗ уйӑрма тивӗ. Талона Раҫҫейре пурӑнакан 19 миллион ҫынна пама палӑртнӑ.

Ку талона илес тесен сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка кирлӗ. Тӗслӗхрен, ӑна нумай функцилле центра илме пулать. Сӑмах май, кун пек мелпе АПШра 50 ҫул усӑ кураҫҫӗ. Унта чухӑн ҫынсене уйӑхсерен 130 доллар куҫарса параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42178
 

Апат-ҫимӗҫ

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Белоусовсене» ӑнсӑртран, плана кӗртмесӗр тӗрӗсленӗ. Пӗлмешкӗн: ку суту-илӳ ҫуртӗнче сӗт юр-варне хатӗрлеҫҫӗ.

Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: «Белоусовсем» ҫын организмӗшӗн сиенлӗ. Вӗретнӗ сӗт, турӑх тата хӑйма лаборатори тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑман. Кунсӑр пуҫне чӑкӑта хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ.

Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн общество тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Унӑн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ ку ыйтӑва Арбитраж судне пӑхса тухма панӑ. Анчах нимӗнле улшӑну та пулман. Ку йышӑнупа Пӗрремӗш арбитраж сучӗ те килӗшнӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫулсем япӑххи халӗ чылайӑшне тӗлӗнтермест пулӗ. Улатӑра каякансем вара чӑннипех те тарӑхаҫҫӗ. «Йӗпреҫ – Улатӑр» ҫул ала пек шӑтӑк-путӑклӑ, водительсен ҫул хӗррипе кайма тивет.

Инна Зубкова Йӗпреҫ районӗнчен Улатӑра кайнӑ чухне ҫулсем мӗнле пулнине видео ӳкернӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта тӳрех, тепӗр ҫӗртре вара кайма май ҫук. Шӑтӑклӑ пулнӑран водительсен ҫул хӗррипе кайма тивет.

ЧР Транспорт министерстви ку ҫула кӑҫал юсама палӑртнине пӗлтернӗ. 131-мӗш ҫухрӑмран тытӑнса юсӗҫ. Пӗтӗмпе – 11 ҫухрӑм. Кун валли 85 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/42164
 

Политика

Улатӑрсем вырӑнти влаҫа хирӗҫ митинга тухасшӑн. Халӑх чуна ыраттаракан ыйтусене сӳтсе явмашкӑн пухӑнасшӑн.

Митинга ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулан кӑнтӑр пайӗнчи лапамра ирттерме палӑртнӑ. Мероприятие ирттересси пирки вырӑнти администрацие пӗлтернӗ. Заявленире 100 ҫын таран пухӑнассине палӑртнӑ.

Митинг йӗркелӳҫи Эдуард Мочалов кашниех мӗн пӑшӑрхантарни пирки калама пултарнине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, татса паман ыйту нумай, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелле.

Митинг 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Лапам Мускав тата Тельман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Паллах, полицейскисем йӗркене тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42168
 

Сывлӑх

Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомство килекен ыйтусене пӑхса тухмалли тата вӗсене хуравламалли срока пӑхӑнман.

Пӗр общество организацине вара пачах та хурав паман. Вӑл министерствӑна сусӑра ачана эмелпе тивӗҫтерес ыйтупа ҫырнӑ. Педиатрӑн служеблӑ запискине должноҫри ҫынсем тимлӗхсӗр хӑварнӑ. Ачана вара федерацин медицина центрӗнчи тухтӑрсен консилиумӗ ҫак эмеле ӗҫме сӗннӗ.

Халӗ пӗчӗк пациента кирлӗ эмелпе тивӗҫтерес ыйтӑва прокуратура тӗрӗслесе тӑрать. Министра вара йӗркене пӑснӑшӑн представлени ҫырса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2389, 2390, 2391, 2392, 2393, 2394, 2395, 2396, 2397, 2398, [2399], 2400, 2401, 2402, 2403, 2404, 2405, 2406, 2407, 2408, 2409, ... 3916
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 15

1922
103
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1931
94
Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1977
48
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ.
2003
22
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...