|
Ҫурт-йӗр
![]() Паян Шупашкарта хваттер кӗтсе ывӑннӑ пайҫӑсем пикета тухнӑ. Ҫурта тунӑ чухнех ӳлӗмрен хваттер илес тесе укҫа хывса ,ӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем хӑй вӑхӑтӗнче нумайччӗ. Халӗ ун пек шар куракансем йышлах мар-ха, ҫапах та пӗр ҫын шӑпи те кун пек чуна ыраттарать. Теприсем кивҫен илсе е пурӑнмалли пӗчӗкрех кӗтесе сутса пайҫӑ евӗр укҫа хываҫҫӗ. Кун пек йывӑр лару-тӑрӑва лекнисен ыйтӑвне Чӑваш Ен ертӳҫисем сӑнаса тӑнине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ-ха. Ҫапах та йывӑрлӑхӗ татӑлман-ха. Ахальтен мар ӗнтӗ паян ҫынсем, 30 ҫынна яхӑн, пикета тухнӑ. Кӑмӑлсӑр ҫынсем Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умне пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пикета паян ирпе 9 сехете пухӑннӑ. 30-а яхӑн ҫын ҫурт тӑвакан организаницесенчен пӗрне, «Алза» строительство компанине, ӳпкелесе калаҫнӑ. Вӗсемпе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи ҫӗнӗ саккун проектне иккӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Ку ЖКХ квитанцийӗсем ҫинче пичетленекен рекламӑна пырса тивет. Малашне унашкал рекламӑсем ҫынсене тарӑхтармасан та пултарӗҫ. Хутӑн тепӗр енне те реклама пичетлеме юрамӗ. Ку саккун проектне ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе йышӑннӑ. ЖКХ квитаницӗсем ҫинче реклама нумаййи ҫынсене йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Ҫавна май ҫӑхав нумай пулнӑ. Хут ҫине реклама пичетлеҫҫӗ те ЖКХ хакӗсене чи пӗчӗк шрифтпа ҫыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, тивӗҫлӗ канурисем, ӑна вулаймасть те. Судсем те ҫакнашкал рекламӑна саккуна пӑсни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккуна 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вулав хӑҫан иртесси паллӑ мар. Саккуна йышӑнсан вӑл 60 кунран вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]()
Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче хӗрарӑмсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Тӗнче кубокӗ иртет. Унта Японири, Китайри, АПШри, Азербайджанри, Монголири, Швецири, Украинӑри, Раҫҫейри спортсенсем хутшӑнӗҫ. Ӑмӑртуччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗ ҫӗнтерӳҫем валли хӑйне евер парне хатӗрленӗ: пӑхӑртан тунӑ статуэтка тата мрамортан хатӗрленӗ матрӳшке. Матрӳшке ӑшӗнче – спортсменсен сӑнӗ. Унта Алена Карташовӑпа Марина Шишкинӑна курма пулать. Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗ мӗншӗн шӑпах матрӳшке хатӗрленӗ-ха? Вӑл Раҫҫейпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, ҫӗнтерӳҫӗ-спортсменсем хӑйсемпе пеӗле пирӗн ҫӗршывӑн пӗр пӗчӗк пайне илсе кайӗҫ. Федераци ҫак матрӳшкене ҫур ҫул хатӗрленӗ. Сӑмах май, 2015 ҫулта Питӗрте хӗрарӑмсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче те матрӳшке тӗп паллӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Социаллӑ страхлав фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре производствӑра 174 инкек пулнӑ. Шел те, ҫын вилнӗ тӗслӗхсене те шута илнӗ. Кӑҫалхи 10 уйӑхра производствӑра 10 ҫын вилнӗ. 31 тӗслӗхре йывӑр аманнӑ. Ытларах чухне инкексем куҫакан, вӗҫекен, ҫаврӑнакан детальсене, машинӑсене пула сиксе тухаҫҫӗ. Унашкал 70 тӗслӗх пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкни (пӗтӗмпе – 70 тӗслӗх). Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмаха пула та ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Унашкал 18 тӗслӗхе шута илнӗ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗрхи 10 уйӑхра производствӑра 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 26 тӗслӗхре ҫынсем йывӑр суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере ШӖМӗн Етӗрнери уйрӑмне пӗр арҫын пынӑ та хайӗн машини ҫинчи эмблема ҫухални пирки пӗлтернӗ. Унӑн машини картишре чиперех тӑнӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен пӑхнӑ та – эмблема ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Машина маркин эблемисем ӑҫта ҫухалнине полицейскисем уҫӑмлатнӑ. Шкул ачисем машинӑсен паллисене коллекцие пухнӑ-мӗн. Вӗсене юр ҫинче юлнӑ йӗр тӑрӑх шыраса тупнӑ. Ачасен аллинчен пӗр арҫын кӑна мар шар курнӑ. Тепӗр ҫичӗ машинӑн та эмблемисем ҫухалнӑ иккен. Вӗсене пухма юратнӑ 11-13 ҫулсенчи ачасене тытса чарнӑ. Вӗсем машинӑсен 20 ытла эмблемине пухнӑ. Хальлӗхе эмблемӑсене шыраса 20 водитель полицие пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енри влаҫ органӗсен сайчӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. 7 ведомство ҫӗнӗ верси ҫине куҫнӑ ӗнтӗ: дизайнӗ улшӑннӑ, функционал анлӑланнӑ. Ҫӗнӗ тытӑм 5-6 тӗп пайсенчен тӑрать. Кашнинче хыпарсемпе, МИХсенче пичетленнӗ статьясемпе, саккун улшӑнӑвӗсемпе паллашма пулать. Пӗр-пӗр сӑмахпа кирлӗ текста та шыраса тупма май пур. RSS-лента ӗҫлет. Ҫӗнӗ сайтсем хальхи йышши браузерсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мобильлӗ верси те пур. Халӑх тетелӗсенче сайтри хыпарпа пайланас килет-и? Малашне ҫакна тума ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем пурте ҫӗнӗ верси ҫине куҫӗҫ. Ҫитес ҫул вара вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем сайчӗсене ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Шупашкар – ачасемшӗн хӑтлӑ хула-и? Ҫакна www.domofond.ru портала тишкерсен пӗлме пулать. Экспертсем ача-пӑча инфратытӑмӗ аталаннӑ хуласен списокне хатӗрленӗ. Танлаштарӑма хатӗрличчен Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакансен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Манӑн районта ачасене кирли йӑлтах пур: вӑйӑ лапамӗ, ача пахчи, поликлиника, шкул тата ытти те» предложение 1-10 балпа хаклама сӗннӗ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 258441 ҫын хутшӑннӑ. Танлаштарӑмра малти йӗркене Мускав хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Питӗр. Виҫҫӗмӗш йӗркене Тӗмен йышӑннӑ. Шупашкар миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру улшӑнман. Кӑҫал та Шупашкар ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хулара ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ. Танлаштарӑмӑн чи аялти йӗркисене Якутск, Шахты, Махачкала хулисем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем ӳсӗр шкул ачине тытса чарнӑ. Арҫын ача ҫул хӗррипе утнӑ, вӑл урӑ пулман. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр ачана Красноармейски районӗнче тытса чарнӑ. Хайхискере йӗрке хуралҫисем полици участокне илсе ҫитернӗ. ҪҪХПИ иртен-ҫӳрене тимлӗрех пулма ыйтать. Урамра ӳсӗр ачана курсан тӳрех полицие шӑнкӑравлӑр. Ашшӗ-амӑшӗн те асӑрхануллӑ пулмалла. Ачисем ӑҫта тата мӗн туса ҫӳренине сӑнасах тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан анлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн 50 ҫул тытӑнса утакан мӑшӑра, Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Леонид Кузнецов, Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, юбилярсен ачисемпе мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ. Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем нумай ҫул каялла пулнине аса илсе Патӑрьел район администрацийӗн ЗАГС пайӗн Хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекинче алӑ пусрнӑ. Пӗр-пӗрне юратнин, хисепленин тата шаннин паллине — ылтӑн ҫӗрре — пӗр-пӗрне парнеленӗ. Николай Алексеевич 1943-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Светлана Васильевна 1950-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗ тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗрлехи викторина ирттереҫҫӗ. Ӑна ӳнер учрежденине уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансен хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме тата парне выляса илме май пур. Викторинӑна хутшӑнакансен 11 ыйтӑва хуравламалла. Вӗсем театр историйӗнчи паллӑ тапхӑрсенчи пӗлтерӗшлӗ фактсемпе ҫыхӑннӑ. Викторнӑн хутшӑнакансен хуравӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хуравсене lrigel@rambler.ru электрон адреспа ямалла е редакцие кӗртсе памалла. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче «Конкурссем» рубрикӑра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
