Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Паян Санкт-Пеьербургри Эрмитажӑн Тӗп штабӗн ҫуртӗнче асӑннӑ хулара енчери VI культура форумӗ уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец, РФ культура министрӗ Владимир Мединский, Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Георгий Полтавченко тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.

Питӗрти 34 пин ҫынлӑ форума Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.

Кӑҫалхи форума 79 ҫӗршыври делегаци хутшӑнни паллӑ. Ольга Голодец мероприятие уҫнӑ чух калашле, унта ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ.

Форум виҫӗ куна тӑсӑлӗ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта Питӗрти мӗнпур культура учрежденийӗ хутшӑнать.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул тума пуҫлас енӗпе аукцион ирттерме тытӑннӑ. Анчах ӑна Монополипе кӗрешекен федераци сужбин Чӑваш Енри управленийӗ чарса лартнӑ. Мӗншӗн? Документаци пирки ҫӑхав килнӗ-мӗн.

Ҫавна май аукциона чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче чарса лартнӑ. Документацири положени Чулхулари «Энергопромсервис» фирмӑна килӗшмен-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, заказчик тавар характеристики тӗлӗшпе ытлашши хытӑ ыйтнӑ.

Асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута ярасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Шкула тумашкӑн 711 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Вӑл 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкӗсене уҫмалла.

 

Республикӑра

Шупашкарти тухтӑрсем чи нумай шалу илеҫҫӗ. Ӗненместӗр-и? «Avito Работа» пӗтӗмлетӗвне тишкерӗр.

Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 70 процент ӳснӗ-мӗн, Питӗрти, Екатеринбургри, Пермьри специалистсен шайне ҫитнӗ.

Экспертсем «Медицина, фармацевтика» категорири ӗҫ укҫине тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри тухтӑрсем вӑтамран 35,5 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ. Шупашкарта вара вӑтам кӑтарту унран та пысӑкрах пулнӑ: 39,6 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту 23,2 пин тенкӗ пулнӑ.

Омскари Брянскри медиксем вара сахал укҫа илеҫҫӗ: 17,8 пин тата 18 пин тенкӗ. ЧР Сывлӑх сылавӗн порталне тишкермесӗр хӑварар мар. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 35,1 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 26 ҫулти Александр Калишов ҫухалнӑ. Юлашки хут ӑна Мари Республикин Звенигово районӗнчи Кокшайск ялӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл тусӗсемпе стройкӑна кайма тухнӑ. Пиччӗшӗ Эдаурд сывлӑхӗ хавшанӑран килтех юлнӑ.

Каҫхине тусӗсем киле таврӑннӑ, Саша вара курӑнман. Тепӗр кунхине кӳршисен карти ҫинче унӑн сумкине тата докуменчӗсене тупнӑ. Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ.

Халӗ Сашӑна шыраҫҫӗ. Паян «Мари Эл» ПТРК телеканалӗпе ҫухалнӑ Сашӑн сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.

Полици мӗн калать? Ахӑртнех, ӑна такам ҫула май лартса кайнӑ. Анчах ӑҫта? Йӗрке хуралҫисем нимӗн те каламаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45934
 

Хулара

Кӑҫал юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пени пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вырӑс драма театрӗ умӗнче пулнӑ ку. Пӗр машина чӳречинчен такам троллейбуса пенӗ. Юрать, ун чухне никам та суранланман. Транспорта тӳрех депона ӑсатнӑ.

Ҫак ӗҫе тунӑ арҫынна тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ 21 ҫулти каччӑ судра явап тытнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн колони-поселенире ултӑ уйӑх ирттерме тивӗ.

Каччӑ преступлени тунӑ чухне ӳсӗр пулнӑ. Вӑл 19-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус чӳречинчен мӗншӗн пенине уҫӑмлатман.

Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Анаткас Хапӑс ялӗнче инкек пулнӑ. Унта 33 ҫулти арҫын пӗвере путса вилнӗ.

Хайхискерӗн виллине ҫыранран темиҫе метр аякра тупнӑ. Вӑл тумтирӗпех пулнӑ. Арҫынна ентешӗсем чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче юлашки хутчен курнӑ. Ҫав кун вӑл, асламӑшӗпе пурӑнаканскер, килтен тухса кайнӑ, ӑҫта каяссине никама та пӗлтермен.

Арҫын пӗверен инҫе мар пурӑннӑ. Ҫав кун пӗве пӑрпа витӗннӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӑр тӑрӑх утнӑ, анчах пӗр вырӑнта унӑн хулӑнӑшӗ йывӑрӑшне чӑтайман – вӑл шыв айне кайнӑ. Арҫыннӑн аллинче карас телефон пулнӑ.

Вилӗ ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупман.

 

Чӑвашлӑх

Паян — паллӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫут тӗнчене вӑл 1899 ҫулта килнӗ. Ҫак кун Шупашкарти палӑк патӗнче яланах халӑх пухӑнать — чӑваш халӑхӗн хастарӗсем кӑҫал та ҫак лаптӑка пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫамрӑксем те пурччӗ, тӳре-шара та.

Уява Валери Туркай халӑх поэчӗ ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов, паллӑ чӑваш поэчӗсем Раиса Сарпи, Юрий Сементер, чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай тата ыттисем тухса сӑмах каларӗҫ. Чӗлхе ыйтӑвне те хускатрӗҫ — Мускав тӳри-шарисен политикипе килӗшменни пирки пӗлтерчӗҫ. Лапкӑ пурӑннӑ ҫӗртех ҫак ыйтӑва ҫӗклени халӑхсем хушшинчи хирӗҫӗве ҫӗкленине каларӗҫ. «Эпир вырӑс чӗлхине хирӗҫ мар, ҫапах та пирӗн тӑван чӗлхе халӑхӑмӑрӑн тӗп пуянлӑхӗ», — терӗ Валери Туркай.

Уява Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине пӗрле вуланипе тата чечек хунипе вӗҫлерӗҫ.

 

Политика

Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ӗнер хыпарланӑ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна хӑй вӑхӑтӗнче парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Моляеова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе асӑннӑ партин тепӗр пайташне пукан панӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ. Парламентари шухӑшӗпе маларах тӳресем килӗшнӗччӗ.

Халӗ, ав, Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин хӑварнӑ.

Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗменнине кура енсем аппеляци ҫӑхавӗ пама пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

«Шурӑ вилӗм» ӑҫта сутнине пӗлетӗр-и? Эппин, часрах ун пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа калӑр. Вӗсемпе ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8(8352)8-33-33. «Шанчӑк телефонӗ» анонимлӑ майпа та шӑнкӑравсене йышӑнать. Вӑл талӑкӗпех ӗҫлет.

Республикӑра та, Раҫҫейре те наркотикпа кулленех кӗрешеҫҫӗ. «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен иртӗ.

Акцие наркопритонсемпе, наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсем айккинче юлмасса, вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтерессе шанаҫҫӗ.

 

Республикӑра

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле.

Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45882
 

Страницӑсем: 1 ... 2467, 2468, 2469, 2470, 2471, 2472, 2473, 2474, 2475, 2476, [2477], 2478, 2479, 2480, 2481, 2482, 2483, 2484, 2485, 2486, 2487, ... 4134
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 06

1932
94
Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...