Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшне саламланӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.

Сехет 12 хут шакканӑ хыҫҫӑн пирвайхи сехетсенче ҫут тӗнчене тӑватӑ ача килнӗ: виҫӗ хӗрача тата пӗр арҫын ача. Икӗ хӗрпӗрчи – ҫемьери пӗрремӗш ачасем.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал чи малтан ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗ патне салам телеграмми янӑ, унта вӗсене сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшӳ сунса ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39061
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре эрех акцизӗ хӑпарни пирки lenta.ru портал пӗлтерет. Налук кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ.

Влаҫ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, эрех акцизӗ 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпарнӑ, мӗншӗн тесен Налук кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ют ҫӗршыв продукцийӗнчен хатӗрленӗ 1 литр шампань эрехӗ 36 тенкӗпе танлашӗ. Ку, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 10 тенкӗ хаклӑрах. Раҫҫей иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленӗ шампань эрехӗн акцизӗн ставки 1 литрӗ 14 тенке ҫитнӗ.

Ют ҫӗршыв производствин хӗрлӗ эрехӗн акцизӗ 18 тенкӗпе танлашнӑ. Сидр, пуаре, медовуха 21 тенке ҫитнӗ. Унччен вӑл 20 тенкӗ пулнӑ. 9 процентран ытларах спиртлӑ шӗвекшӗн 523 тенкӗ кӑларса хумалла. Малтан вӑл 500 тенкӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39060
 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗрпӳ хули ҫутӑсӑр ларнӑ. Пысӑк вольтлӑ лини ҫинче авари пулнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та пӗлтернӗ.

Телее, ҫӗрпӳсем Ҫӗнӗ ҫула тӗттӗмре кӗтсе илмен. Авари раштавӑн 31-мӗшӗнче 8 сехет те 58 минутра пулнӑ. 11 трансформатор подстанцийӗ пысӑк вольтлӑ линирен электричество илеймен. 13 сехетре электричествӑна йӗркене кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне Хӗвелтухӑҫ урамӗнче ҫеҫ 14 ҫурт ҫутӑсӑр ларнӑ.

Кун пирки Элтепере пӗлтерсен ЖКХ тата строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов Ҫӗрпӗве тухса кайнӑ. Вӑл унта ӗҫ мӗнлерех пынине тӗрӗслесе тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39039
 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Лидия Филиппова, «Республика» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗскер, ЧР Культура министерствине куҫнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Патшалӑх Канашӗн хаҫатне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырать.

Ваканси пушансан хаҫат директорне палӑртас тӗллевпе раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Унта Сергей Валерьевич Мясников ҫӗнтернӗ.

Вӑл патшалӑх службинче чылай ҫул ӗҫленӗ — 15 ҫул ытла. Юлашки ҫулта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗнче информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

 

Республикӑра

«Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын хӑйӗн тӑван аппӑшне 50 ҫултан тупнӑ. Кӗркунне вӗҫӗнче вӑл «Жди меня» телекӑларӑмра хӑйӗн шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.

Валерий Алешин икӗ шӑллӗпе, ашшӗпе тата амӑшӗпе Иркутск облаҫӗнче пурӑннӑ. Ашшӗ Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнчен. Вӑл унта вӑрманпа ӗҫлеме килнӗ те ҫемье ҫавӑрнӑ. Валерий 9 ҫулта чухне ҫемьере йыш хушӑнмалла пулнӑ. Ҫут тӗнчене йӗкӗреш килмелле пулнӑ. Анчах амӑшӗ ача ҫуратнӑ чухне вилнӗ. Тин ҫуралнӑ ывӑлӗ те нумай сывлайман. Пӗчӗк хӗрачана вара, Алена ятлӑскере, ача ҫуртне панӑ.

Ҫулталакран ҫемье пуҫӗн Леонид Алешинӑн та чӗри тапма пӑрахнӑ. Тӑлӑха юлнӑ ачасене кукамӑшӗ Чӑваш Ене илсе килнӗ. Темиҫе ҫул иртсен Аленӑна шыраса тупма шухӑшланӑ.

Аленӑна вӗсем тахҫанах шыранӑ. Халӗ ав тупнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Канаша ҫитӗ. Валерий ӑна кӗтсе илӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39022
 

Республикӑра

Паян ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 2017 ҫулта республика хыснине 114 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫана Шупашкарти санкциленӗ ҫӳп-ҫап куписене пӗтернӗ ҫӗрте тӑкаклӗҫ.

Шыв объекчӗсене тӗлӗшпе мероприятисем ирттерес тӗллевпе 15,5 миллион тенкӗ килесси те паллӑ. Ку укҫапа вара икӗ гидротехника сооруженийӗсене тӗпрен юсанӑ ҫӗрте усӑ курӗҫ. Пӗри – Патӑрьел районӗнче, тепри – Куславкка районӗнче.

Ҫак объектсене юсани ҫӗр ҫийӗнесрен сыхлӗ, инкеклӗ лару-тӑру пуласран хӑтарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39028
 

Республикӑра

Хисеплӗ хӑнасем, чӑвашлӑх анинче ырми-канми ӗҫлекенсем!

Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫывхаракан Ҫӗнӗ 2017 ҫулпа саламлать!

Пур ҫитменлӗхсене те, пур хуйха-суйха та иртсе каякан ҫулта хӑварса ҫӗннине хаваслӑ кӗтсе илме, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунать! Япӑххи киввинче юлтӑр, лайӑххи ҫӗннинче пултӑр! Ырлӑх, сывлӑх, юрату, телей сире!

Кӳрентернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!

Ҫапла пултӑр!

 

Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗнӗ ҫул ҫамрӑксем валли кӑна мар
Ҫӗнӗ ҫул ҫамрӑксем валли кӑна мар

Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче 50 ҫул урлӑ каҫнисем валли елка ирттернӗ. Унти клуба Атапайӗнчи, Ҫеменкассинчи, Сентимӗрти ҫынсем пуҫтарӑннӑ.

Вӗсем валли елкӑсӑр пуҫне уяв сӗтелӗ те хатӗрленӗ. 50 ҫултан аслӑраххисем валли хатӗрленӗ уява Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.В. Бардасов, Ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Р.П. Быкова ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ҫула пуҫтарӑннисене вӗсем ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май малашне те вӑр-вар пулма, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ пулма суннӑ. Аслисене ырӑ сунма, уяв кӑмӑлӗ парнелеме Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Пӗрле савӑнма пуҫтарӑннӑ халӑх уявра кӑмӑлтан хавасланнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та, Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн, уява пухӑннишӗн ҫамрӑк чухнехиллех хӗпӗртенӗ.

 

Хулара
Асӑрхаттару паллисене пӑхмаллах
Асӑрхаттару паллисене пӑхмаллах

Шупашкарти водительсене урамра ҫакӑнса тӑракан ҫул-йӗр паллисене тимлерех пӑхма ыйтаҫҫӗ. Унччен хӑнӑхнисем ҫумне ҫак кунсенче ҫӗннисем хутшӑннӑ.

Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 74-мӗш ҫурт патӗнче, акӑ, «Чарӑнма юрамасть» паллӑна хушма табличкӑпа, «Эвакуатор ӗҫлет» текеннипе, вырнаҫтарасшӑн.

Б. Хмельницикий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, «Кошкино» чарӑну еннелле, ҫак кунсенче «Ҫаврӑнмалли вырӑн» паллӑна тата «Расстояние до объекта» (чӑв. Объектченхи инҫӗш) 150 м» асӑрхаттарӑва вырнаҫтарнӑ.

Яноушек тата Граждан урамӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта «Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑн» тесе ҫырса хунӑ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книга + Кино» (чӑв. Кӗнеке + Кино) кинолектори ирттерме палӑртать. Мероприятие унтисем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ валли планланӑ. Кинолектори вӑхӑтӗнче илемлӗ тата документлӑ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вулавӑш коллекцийӗнчисем.

Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 14 сехетре пӗр тӑван Стргацкийсен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Чародеи» камите йыхравлаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 16 сехетре «Ты у меня одна» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна РСФСР халӑх артистки М.М. Неёлова ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 14 сехетре — «Карнавальная ночь» кинокамит, 18-мӗшӗнче 16 сехетре — Н.В. Гоголӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шинель». Юлашкинчен каланине РСФСР халӑх артисчӗ З. Трауберг ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче 14 сехетре – «На златом крыльце сидели» камит-юмах, 28-мӗшӗнче 14 сехетре – «Золушка» илемлӗ фильм. Кинона юратакансене 212-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2521, 2522, 2523, 2524, 2525, 2526, 2527, 2528, 2529, 2530, [2531], 2532, 2533, 2534, 2535, 2536, 2537, 2538, 2539, 2540, 2541, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...